Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Текех судра тӗрӗслӗх шырама тивмӗ

Иртнӗ эрнере Хусанти Федераллă университетра ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсемпе комитет эксперчӗсен канашӗн ларăвӗ иртрӗ. Парламентарисем çӗршыври чи пысăк аслă шкулсенчен пӗри шутланакан учрежденире аталану программи мӗнле пурнăçланса пынине тата тӗн пӗрлешӗвӗсемпе совеç ирӗклӗхӗ çинчен республика законне улшăнусем кӗртессине пăхса тухрӗç. Унсăр пуçне депутатсем РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин патне пенсие вăхăтран маларах тухма пултаракан педагогсен списокне анлăлатма ыйтса çырупа тухма йышăнчӗç.

Сăмах кунта ӗç пенсине маларах илсе тăрасси çинчен. Ăна пурнăçлас тесен учрежденисемпе должноçсен списокӗн проектне улшăнусем кӗртмелле, ăна анлăлатмалла. Унсăрăн ӗçленине ӗç стажне кӗртме май пулмасть. Раççейӗн Социаллă фончӗ асăннă специальноçсене страховани стажне кӗртменнипе педагогсем тӗрӗслӗхе шыраса суда тавăç параççӗ. Суд кашнинчех вӗсем ыйтнине тивӗçтерет. Анчах йӗркеллӗ пулăм-и-ха ӗçленине çирӗплетме суд тăрăх çӳрени? Çавăнпа закона тӳрлетӳсем кӗртме йышăннă та. Закон шкул директорӗсен воспитани енӗпе тата ача-пăчасен обществăлла организацийӗсемпе ӗçлекен çумӗсене, ача сачӗсенче тăван тата ют чӗлхесене вӗрентекенсене те пырса тивет. Çак должноçсене те списока кӗртме сӗннӗ. Сăмах май, асăннă должноçсем Раççейӗн 45 регионӗнче кăна 2022-2023 вӗренӳ çулӗнче вăя кӗнӗ. 2023-2024 вӗренӳ çулӗнче çак практика çӗршывӗпех сарăлмалла.  

Университетăн лару-тăрăвӗ çирӗп

ХФУн аталану программине пăхса тухасси тахçанах Патшалăх Канашӗн ӗç практикине кӗнӗ. Мӗншӗн тесен республикăн пур енлӗ аталанăвӗ те унран нумай килсе тăрать. Аслă пӗлӳллӗ кадрсене хатӗрленисӗр пуçне республикăн наукăпа технологи потенциалӗ те университетпа çыхăннă. ХФУ «Приоритет 2030» стратегилле академи лидерлăхӗн федераллă программин участникӗ те пулса тăрать. Пӗлтӗрхи финанс кăтартăвӗсене илес пулсан бюджетран мар кӗнӗ тупăш, наукăпа тӗпчев тата опытлă конструктор ӗçӗсене пурнăçлама тупнă укçа-тенкӗ, интеллектуаллă ӗç-хӗле коммерциализацилени  тупăша 1,2 миллиард тенке ӳстерсе аслă шкулăн харпăр бюджетне 14,9 миллиард тенкӗпе танлаштарнă. Унсăр пуçне бюджетран та пулăшу кӗрет – 34 процент чухлӗ,  ытти 66 процентне университет хăй ӗçлесе илет. 

Экономикăпа стратегилле аталану ыйтăвӗсен енӗпе аслă шкул проректорӗ Марат Сафиуллин палăртнă тăрăх, Хусанти федераллă университет 2022 çула палăртнă задачăсене пурне те пурнăçланă. Тӗнче рейтингӗнче ХФУ хăй вырăнне 48 пункта лайăхлатнă. Çӗршыври ӗç паракансене пӗрлештерсе тăракан HeadHanter компанин кăтартăвӗсемпе ХФУ Раççейри чи лайăх вузсен хушшинче 6-мӗш вырăн йышăнать. 

Иженер кадрӗсене хатӗрлессипе те университет пысăк кăтартусем тунă. «Ӗнер çеç ку енӗпе пӗтӗмлетӳсем тунă, ун кăтартăвӗсемпе «Кибер Авто Тех» çӗршывӗпе те чи лайăххи пулса тăнă. Ку проекта эпир КАМАЗпа пӗрле пурнăçлатпăр. Университет 348 миллион тенкӗлӗх грант илме тивӗç пулчӗ», – хыпарларӗ Марат Сафиуллин. – «Кибер Авто Техра» çанă тавăрсах «интеллектуаллă автомобиль», «сахал е пач та углерод сӗрӗмӗсӗр автомобиль», «интеллектуаллă производствăн технологийӗсем» енсемпе пит активлă ӗçлеççӗ. Паллах, тӗп вырăнта пулас профессисене тивӗçтерекен инженери кадрӗсене хатӗрлесси тăрать. 

ХФУ фармацевтика, медицина, агронаука, биологи, географи, истори, гуманитари наукисен аталанăвӗпе Раççей университечӗсен топ-3 шутне кӗнӗ. Лингвистикăпа, математикăпа, экономикăпа, физикăпа, компьютер наукисемпе тата психологипе топ-10 йышӗнче. Хальхи вăхăтра пурнăçланакан стратегилле проектсен шутӗнче сывлăха перекетлессипе геномлă технологисен аталанăвӗ, материалсен цифра геномики (IТ, медицина тата ытти сферăсенче), углеводородсен катализаторӗсен синтезӗпе ӗçлесси, вӗсем çӗр айӗнчи сийсем нефть парассине ӳстерме пулăшаççӗ иккен. Сăмах май, çак сферăра тӗпчевсемпе разработкăсем тунăшăн ӗнтӗ ХФУ студентне Ирек Мухаматдинова РФ Президенчӗн премине панă. 

Технопарксем йӗркелесси – тепӗр пысăк ӗç. Мӗншӗн тесен хальхи вăхăтра тӗпчевсемсӗр пуçне вӗсене пурнăçласси пӗлтерӗшлӗ. Çавăнпа промышленность дизайнӗн, «Кибер Авто Тех» никӗсӗнче тата  биомедицинăпа çыхăннă технопарксене хута яма шутлаççӗ. 

Кăçалхи планпа Хусанти федераллă университетăн филиалӗсем Каирта (Египет), Шымкентра (Казахстан) уçăлмалла. «Бизнес партнерсем те, интересленекен инвесторсем те пур пирӗн. Малтанласа кашни филиала 300 студент йышăнма картса хунă», – пӗлтерчӗ проректор. 

Депутатсем докладчика итленӗ хыççăн ыйтусемпе сӗнӳсем пачӗç. Ильшат Аминов, сăмахран, нумай профессире, çав шутра журналистикăра та квалификаци требованийӗсем хăвăрт улшăнса пынине каларӗ. Çавăнпа çӗнӗлӗхсене вӗрентӳ планне вăхăтлă кӗртсе пыма ыйтрӗ. Ку ыйтăва ӗç планне илчӗç.

Вӗрентекенсем çитеççӗ-ши?

Республикăшăн тепӗр пысăк ыйту, паллах, педагогика кадрӗсене хатӗрлесси. Хусанти патшалăх педагогика университетне хупнăранпа ку çивӗч ыйтусен шутне кӗрет. 2011 çулта КГПУ федераллă университет йышне педагогика институчӗ пулса кӗчӗ. Çавăнтан пуçласа учитель профессине суйлакансен йышӗ палăрмаллах чакрӗ. ХФУра педагогика институтне пӗтерекенсенчен сахалăшӗ шкула ӗçлеме каять. Ӗлӗкрех учитель профессине ятарласа суйлатчӗç, халӗ ун пек кăмăллисем   сахалланнă. Тепӗр 20–30 çултан пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче кадрсен дефицичӗ çивӗч пулма пултарать. Университетра ӗçлекенсен шухăшӗсем урăхларах. Вӗсен шучӗпе, педагогсене вӗсем çителӗклӗ хатӗрлесе кăлараççӗ. Шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисем валли пӗлтӗр 1606 специалист хатӗрленӗ. Çителӗклӗ-и ку е çук – ăна вăхăт кăтартӗ. 

Тӗн пӗрлешӗвӗсемпе совеç ирӗклӗхӗ çинчен закона тӳрлетӳсем кӗртесси çинчен Александр Славутский депутат (В.И.Качалов ячӗллӗ Вырăс академи драма театрӗн директорӗ) каласа хăварчӗ. Закона федераллă законпа пӗр килтермелли çинчен сăмах. Тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн, тӗн вӗрентӗвӗн организацийӗсем аспирантурăра наука тата наукăпа педагогика кадрӗсене хатӗрлеме пултараççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: госсовет рт