News by date 24 February 2023
-
Хусан фотохудожникӗн куравӗ Питӗрте
Февралӗн 25-мӗшӗнче Санкт-Петербургри «Точка» архитектура фотогалерейинче ТР Фотографсен союзӗн, Раççей фотохудожникӗсен союзӗн пайташӗн, Пӗтӗм Раççейри тата тӗнче шайӗнчи конкурссен лауреачӗн Андрей Артисăн (Ефимов) «Хура-шурăллă Тутарстан» куравӗ уçăлать.
-
Текех судра тӗрӗслӗх шырама тивмӗ
Иртнӗ эрнере Хусанти Федераллă университетра ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсемпе комитет эксперчӗсен канашӗн ларăвӗ иртрӗ. Парламентарисем çӗршыври чи пысăк аслă шкулсенчен пӗри шутланакан учрежденире аталану программи мӗнле пурнăçланса пынине тата тӗн пӗрлешӗвӗсемпе совеç ирӗклӗхӗ çинчен республика законне улшăнусем кӗртессине пăхса тухрӗç. Унсăр пуçне депутатсем РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин патне пенсие вăхăтран маларах тухма пултаракан педагогсен списокне анлăлатма ыйтса çырупа тухма йышăнчӗç.
-
Донбасри ентешсем валли кӗнеке парса янă
Нурлат хулин хисеплӗ гражданинӗн, журналистăн, çыравçăн Валентин Бурайкинăн «Письмо землякам на Донбасс» сăввине «Татарстан» телерадиокомпанин «Ракурс» кăларăмӗнче Дмитрий Второв вуласа панă.
-
Владимир Маркин турнирӗ – 32-мӗш хут
Аксу районӗнчи Чăваш Енрусьелӗнче Афганистанра пуç хунă ентешне Владимир Маркина асăнса иртнӗ канмалли кунсенче йӗлтӗр ăмăртăвӗ иртнӗ.
-
Ольга Сергеевна ИВАНОВĂНА çуралнă кунпа!
Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел ялӗнче пурăнакан Ольга Сергеевна ИВАНОВА февралӗн 24-мӗшӗнче 87 çул тултарать
-
Тукай районӗнче пурăнакан Куликовсем ачисене мӗн пӗчӗкрен халăх йăли-йӗркипе паллаштараççӗ
– Ялти Уява ачасене кăтартассишӗнех каятпăр – вӗсем хăйсен куçӗпе курччăр çак илеме, халăх йăли-йӗркин пӗлтерӗшне чунӗпе туйччăр тетпӗр. Шел пулин те, наци тумӗ хамăн çук, проката илме тивет. Аннен вара арчинче авалхи тухья-хушпу, тӗрленӗ кӗписем пур. Хамăн та килте наци тумӗ пултăр тесех ал ӗçӗпе аппаланма пуçларăм. Бисертан масмаксем хатӗрлетӗп, пайеткăсемпе тата атлас хăюсемпе усă курса кăкăр умне çакмалли те ăсталама вӗрентӗм, – хăйӗн ăсталăхӗпе паллаштарать Татьяна.