Тукай районӗнче пурăнакан Куликовсем ачисене мӗн пӗчӗкрен халăх йăли-йӗркипе паллаштараççӗ
– Ялти Уява ачасене кăтартассишӗнех каятпăр – вӗсем хăйсен куçӗпе курччăр çак илеме, халăх йăли-йӗркин пӗлтерӗшне чунӗпе туйччăр тетпӗр. Шел пулин те, наци тумӗ хамăн çук, проката илме тивет. Аннен вара арчинче авалхи тухья-хушпу, тӗрленӗ кӗписем пур. Хамăн та килте наци тумӗ пултăр тесех ал ӗçӗпе аппаланма пуçларăм. Бисертан масмаксем хатӗрлетӗп, пайеткăсемпе тата атлас хăюсемпе усă курса кăкăр умне çакмалли те ăсталама вӗрентӗм, – хăйӗн ăсталăхӗпе паллаштарать Татьяна.
– Тукай районӗнче манăн ачасем çуралчӗç, хам эп кунтан мар, Çарăмсан районӗнчен. Чăваш, – терӗ илемлӗ хӗрлӗ тӗрӗллӗ шурă кӗпе тăхăннă Татьяна Куликова хăйӗнпе паллаштарса.
Çак кăмăллă хӗрарăмпа эпӗ Тутарстан Республикинче Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне уçакан ача-пăча уявӗнче паллашрăм. Хăйӗн пекех хӗрлӗ тӗрӗллӗ шурă кӗпе тăхăннă пӗчӗк хӗрӗпе вăл хăнасене кӗтсе илетчӗ, вӗсене чечексемпе илемлетнӗ кукăльпе хăналатчӗ.
Уяв хыççăн Татьянăпа тӗплӗнрех калаçрăм. Вăл çуралса ӳснӗ ялӗнчен аякра пурăнсан та хăйӗн ачисенче тăван чӗлхепе культура, йăла-йӗрке патне туртăнассине еплерех аталантарни пирки тӗплӗн каласа пачӗ.
Ял е хула?
– Аттепе анне Акрелӗнче пурăнаççӗ, ӗмӗр тăршшӗпех ял хуçалăхӗнче тăрăшаççӗ. Выльăх-чӗрлӗх усраççӗ, аш-какай сутаççӗ. Аннене «Амăш мухтавӗ – Ана даны» медальпе наградăланă. Аттепе аннен пиллӗкӗн эпир, эпӗ чи асли. Шкул пӗтерсен Çырчаллинче техникумра вӗрентӗм, пӗрле вӗренекен Дениса качча тухрăм. Техникум хыççăн куçăн мар майпа Спорт тата туризм академине вӗренме кӗтӗм, упăшка программист пулса ӗçлеме пуçларӗ. Умлă-хыçлă ывăлпа хӗр – Дениспа Яна – çуралчӗç пирӗн, – каласа парать Татьяна Тимофеевна. – Мăшăрăн ашшӗпе амăшӗ мана тăван хӗрӗ пек йышăнчӗç. Апла пулин те, пирӗн саманара çамрăксен уйрăм пурăнас килет-çке-ха, çавăнпа эпир те банка ипотека илме кайрăмăр. Пирӗн пурлăх тавраш çукчӗ, çавăнпа çурт-йӗр туянма кредит нумай памарӗç. Хулара пӗчӗк хваттер е ялта çурт илмелӗх. Шухăшларăмăр-шухăшларăмăр та мăшăрпа ялта, тӗрӗсрех каласан Тукай районӗнчи Новый поселокӗнче – çурт илес терӗмӗр. Эпӗ декретраччӗ, Денис харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пек ӗçлеме пуçларӗ – видеосăнав оборудованине вырнаçтарас енӗпе. Икӗ çулта ипотекăна тӳлесе татрăмăр. Анчах та ялтан хулана куçас килмест. Кунта çамрăк çемьене пурăнма пӗтӗм услови пур – ӗç вырăнӗсем те, культурăлла кану та, спортпа ача-пăча площадкисем, парксем – мӗн кирли пӗтӗмпех пур. Сывлăшӗ те хулари пек мар. Хуларан юлташсем хăнана килеççӗ те ăмсанаççӗ пире.
Ӗмӗт пур-тăк – пурнăçланатех
Татьяна Тимофеевна халӗ ача садӗнче воспитатель пулса ӗçлет. Вăл – дипломлă специалист. Хăй каланă тăрăх, аслă шкулта вӗреннӗ чух çăмăл килмен ăна.
–Пӗлетӗр-и, экзаменсене ыттисемпе пӗрле вăхăтра парас тесе мӗн кăна тума тивмерӗ – пӗр сессире кашта урлă сикмелле пулчӗ, тепринче, педагогсенчен ӳсекен хырăма пытара-пытара, канат тăрăх хăпарма тиврӗ. Ача çуралсан питӗ йывăрччӗ. Йӗни те пулнă, анчах та мана аттепе анне пуçланă ӗçе вӗçне çитерме вӗрентнӗ. Вӗсене чăтăмлă пулма вӗрентнӗшӗн чӗререн тав тăватăп, – йăл кулса малалла калаçать кăмăллă чăваш хӗрарăмӗ.
Куликовсен ӗмӗчӗ пулнă иккен: Татьяна диплом илет те вӗсем ачисемпе пӗрле тинӗс хӗррине канма каяççӗ.
– Эпӗ, ялта ӳснӗскер, нихăçан та тинӗс курман. Питӗ ӗмӗтленеттӗм кайса курма. Халăхра мӗнле калаççӗ-ха – ӗмӗт пур-тăк, вăл пурнăçланатех темеççӗ-и-ха? Чăн та, эп алла диплом илсен самолет çине лартăмăр та тинӗс хӗррине канма вӗçрӗмӗр, – савăнăçне пытармасть Татьяна.
Чун-чӗрешӗн çывăх уяв
Татьяна хăйӗн ашшӗпе амăшӗ пирки, вӗсем сессисен вăхăтӗнче ачисене пăхма пулăшни пирки нумай каласа пачӗ. Тата вӗсен ялӗнче ирттерекен халăх уявӗ пирки те каламасăр хăвармарӗ. Чăваш культурин «Уяв» праçникӗнче ватти те, вӗтти те наци тумне тăхăнать иккен вӗсен ялӗнче, кăнтăрларан пуçласа каçчен вара ăна уявлаççӗ. Çак кун пурте урамра – карталанса юрлаççӗ, выляççӗ, тутлă апат çиеççӗ. Ял çыннисем Уяв валли наци апачӗ – хуплу, чăкăт, шăрттан хатӗрлеççӗ, сăра вӗретеççӗ.
– Ялти Уява ачасене кăтартассишӗнех каятпăр – вӗсем хăйсен куçӗпе курччăр çак илеме, халăх йăли-йӗркин пӗлтерӗшне чунӗпе туйччăр тетпӗр. Шел пулин те, наци тумӗ хамăн çук, проката илме тивет. Аннен вара арчинче авалхи тухья-хушпу, тӗрленӗ кӗписем пур. Хамăн та килте наци тумӗ пултăр тесех ал ӗçӗпе аппаланма пуçларăм. Бисертан масмаксем хатӗрлетӗп, пайеткăсемпе тата атлас хăюсемпе усă курса кăкăр умне çакмалли те ăсталама вӗрентӗм, – хăйӗн ăсталăхӗпе паллаштарать çӗнӗ пӗлӗшӗм.
Татьяна каланă тăрăх, чăваш культуринче кашни тӗсӗн хăйӗн пӗлтерӗшӗ: шурă – тасалăх, сарă – хӗвел, кăвак – асамлăх, симӗс – пурнăç, хӗрлӗ – телей.
Телей тӗсӗ
Чăвашсен тумӗнче хӗрлӗ тата шурă тӗссем ытларах тӗл пулаççӗ. Хӗрлӗ тӗс хуçине телей, ăнăçу кӳрет, çитӗнӳсем тума пулăшать.
– Шупашкара кайсан наци стилӗпе ăсталанă эрешсем, савăт-сапа туянма тăрăшатăп. Ак, куратăр-и, çак ваза çинчи орнамент йывăçа пӗлтерет, масмак çине вара «асамат кӗперӗ» тесе çырнă. Чăваш тӗррин кашни элеменчӗ мӗне те пулсан пӗлтерет. Çапах та тӗп вырăнта – чӗлхе, пирӗн илемлӗ чăваш чӗлхи. Ачасене эпӗ мӗн пӗчӗкрен чăваш чӗлхине, культурине, йăли-йӗркине юратма вӗрентетӗп, вӗсем хăвăрт ăса хываççӗ каланине, кăтартнине. Ак, тӗслӗхрен, вырăс ачисем хуть хăш енчи ватăсене те «бабушка», «дедушка» тесе пӗр сăмахпа чӗнеççӗ пулсан, пирӗн, чăвашсен, ку сăмахсем расна: атте енчи – асатте, асанне, анне енчи – кукаçей, кукамай. Çăвӗпе ялта пурăннă хыççăн хулана таврăнсан ачасем чăвашла аванах вӗренни тӳрех сисӗнет. Чун савăнать вара. Хамăрăн йăх-несӗле, йăласене пӗлни этеме пуянлатать çеç. Чăвашпа тутар чӗлхисенче пӗр пек сăмахсем нумай, çавăнпа ачасем тутар чӗлхине те хăвăрт вӗренеççӗ. Хамăрăн халăхăн чӗлхипе культурине упрасси – пирӗн кашнин тивӗçӗ, – тет Татьяна Тимофеевна. – Пирӗн çӗршывра, республикăра тӗрлӗ халăхсен культурине хисепленишӗн питӗ савăнатăп. Манăн хӗрӗм ак паян Тукай районӗн чи пысăк сцени çине тухса чăвашла калаçрӗ, эпӗ вара Уява кайнă чухнехи пек чăваш кӗпи тăхăнса килтӗм кунта. Çакă мар-и телей?
Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Тукай районӗ.
Ж.Зайнуллина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев