Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан фотохудожникӗн куравӗ Питӗрте

Февралӗн 25-мӗшӗнче Санкт-Петербургри «Точка» архитектура фотогалерейинче ТР Фотографсен союзӗн, Раççей фотохудожникӗсен союзӗн пайташӗн, Пӗтӗм Раççейри тата тӗнче шайӗнчи конкурссен лауреачӗн Андрей Артисăн (Ефимов) «Хура-шурăллă Тутарстан» куравӗ уçăлать.

Курава Хусан фотохудожникӗн Тутарстанри архитектура енчен тӗлӗнмелле хитре паллă вырăнсене ӳкернӗ хура-шурă сăнӳкерчӗкӗсене тăратнă. А.Артисăн ӗçӗсенче Хусанти Кул-Шарифа, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборне, Спас башнине, «Хусан» Çемье центрне, Иннополиса, Пăлхар тата Елабуга хулисенчи илемлӗ вырăнсене çӗнӗлле куратăн. Ӳнерçӗн шучӗпе, хура-шурă сăнӳкерчӗк туса та Тутарстанăн объекчӗсен илемне çутăпа тата тӗттӗмпе усă курса палăртма пулать.

Курав апрелӗн 30-мӗшӗчченех ӗçлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка