Ольга Сергеевна ИВАНОВĂНА çуралнă кунпа!
Тӗп хыпар

Ольга Сергеевна ИВАНОВĂНА çуралнă кунпа!

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел ялӗнче пурăнакан Ольга Сергеевна ИВАНОВА февралӗн 24-мӗшӗнче 87 çул тултарать

Хисеплӗ те юратнă, хаклă çыннăмăра çывхарса килекен çуралнă кун ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Пурнăç çулӗпе тата нумай-нумай çул утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр. Мӗн шухăшлани пурнăçлансах пытăр.

Çак уяв кунхине мӗн калар-ши сана?

Çирӗп сывлăхлă пул ӗмӗрне, яланах.

Нумайран та нумай пурăн çут тӗнчере,

Эс пурри çав тери, питӗ кирлӗ пире!

Ачисем – Машăпа Парфен, Людмилăпа Коля, Кольăпа Таня, Вера, Светăпа Юра, Таньăпа Андрей, Нинăпа Василий, Сергейпе Гульфира, Аляпа Алексей, 22 мăнукӗ, 21 кӗçӗн мăнукӗ тата кӗçӗн мăнукӗсен 4 ачи. 


Нет комментариев