Владимир Маркин турнирӗ – 32-мӗш хут
Аксу районӗнчи Чăваш Енрусьелӗнче Афганистанра пуç хунă ентешне Владимир Маркина асăнса иртнӗ канмалли кунсенче йӗлтӗр ăмăртăвӗ иртнӗ.
Шучӗпе кăçалхи 32-мӗш. Кивӗ Илтрекьел, Кивӗ Ипрел, Беловка, Сӗнчел, Аксури 3№ шкул, Чăваш Енрусьел вӗренекенӗсемпе ял çыннисем, пурӗ 100 ытла çын, старта тухнине хыпарлать «Ял пурнăçӗ» хаçат. Ентеш-салтака манманшăн пухăннисене Владимир Маркинăн çывăх тăванӗсем – районти «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Виталий Маркин, пӗртăван йăмăкӗ Алевтина Петрова тата Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Маклаков тав тунă. Мала тухнисене шкулăн спорт залӗнче чысланă.
«Сельская новь» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев