Тимлӗхе пӗр çеккунта та çухатмалла мар унта
Ятарлă çар операцийӗн зонинче салтаксене тыл пулăшăвӗ, тӗревӗ сывлăш пекех кирлӗ. Çакна çар ветеранӗсем пуринчен лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен вăрçă нушине хăйсем тӳснӗ. Гуманитари пулăшăвне пухса леçессине чăн малтан вӗсем пуçларӗç те. Кашни гумконвой пурнăçшăн хăрушлăх, мӗншӗн тесен тăшманшăн мишень. Тӗрли пулать унта, çав шутра диверсантсемпе куçа-куçăн тӗл пулни те. Çакăн пек пӗр лару-тăру çинчен пире Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов каласа пачӗ. Вăл Çар ветеранӗсен «Рубеж» обществăлла организацийӗн Ульяновскри уйрăмӗн (ертӳçи Марс Киямович Саяпов отставкăри полковник) хастарӗсемпе пӗрле СВОна гуманитари пулăшăвне пухса леçет.
«Ку ӗç 2022 çулхине ноябрь уйăхӗнче пулчӗ. Гуманитаркăпа эпир Донецк облаçӗнчи Григорьевское ялне çитрӗмӗр. Адреслă посылкăсене хуçисем патне çитерес тӗллевпе фронт тăрăх шыраса çӳренипе икӗ эрнене яхăнах тытăнса тăма тиврӗ. Офицерсем тăракан çуртра пурăнатпăр, – калаçăва пуçларӗ Петрович. – Пӗррехинче аçтăрхан мăйăрӗ пухма тесе урама тухрăм. Нумай ӳсет унта вăл. Пӗр хӗрарăм велосипедпа лавккана виççӗмӗш хут килсен пуçа тӗрлӗ шухăш кӗчӗ. Çын вӗт кун пек чух лавккана иккӗрен ытла умлă-хыçлă çӳремест. Юрӗ, пӗрремӗшӗнче мӗн-тӗр илме маннă тейӗпӗр, анчах виççӗ хутламасть вӗт. Хам мӗн асăрханине хамăрăн ушкăн ертӳçине Марс Киямовича кӗрсе каларăм. Отставкăри офицер, разведка начальникӗ пулнăскер вăл пирӗн, опытлă разведчик. «Ку хӗрарăма сăна-ха эсӗ», – хушрӗ мана. Каялла урама тухрăм.
– Каçарăр та-ха, эпир ыран киле каяс тетпӗр, мăйăр илсе каясшăн, кам та пулсан йӳнӗрех хакпа сутмасть-и, пире пӗр виçӗ михӗ кирлӗ, – лавккаран килекен хайхи велосипедлă хӗрарăма чарса сăмах пуçартăм эпӗ.
– Ял вӗçӗнчи катари çуртра ват хӗрарăм сутать, пӗр виçӗ михӗ пур-тăр унăн. Упăшкана калăп сире ун патне илсе кайма, тульккăш ӗçре-ха халь вăл ман, ӗç хыççăн, – тет ку.
Каç та пулчӗ, пирӗн пата килекен çук. Ял çынни те эп ир тăма хăнăхнă. Кашни ир тухса çурт-йӗр территорине, машинăна çӗрле растяжка тăсман-и, мина хуман-и тесе тӗрӗслетӗп. Ку йăла ман Афган вăрçинченех юлнă, сыхлăх – юнра. Хайхи хӗрарăм ăçтарах пурăннине астуса юлтăм. Пахчана тухрăм та качакине хирелле кăларнине курах кайрăм. Пахча тăрăхах ун патнелле утатăп. Пӗр 10 метр пек юлсан:
– Чарăн! Ан ут урăх! – арçын сассипе хар! кăшкăрса тăкрӗ хайхи. Тен, команда памалли сферăра ӗçленӗ вăл – пӗлместӗп, çан-çурăм сăрр! туса çӳçенсе кайрӗ, пистолет туртса кăларать-и ӗнтӗ ку тесе шухăшласа илтӗм.
– Мăйăр пирки калаçса татăлтăмăр вӗт ӗнер, упăшкăр килмерӗ те... Эпир кайма васкатпăр, çав тери мăйăр кирлӗ. Ăçта пурăнать эсир каланă хӗрарăм, кăтартса ярăр-ха, хамăрах кайса илетпӗр, пирӗн машина пур, – тетӗп.
– Çук, халь мар, ӗçре-ха вăл, – хирӗçлет ку.
Ӗнер кăна карчăк çинчен каларӗ, паян тата ӗçлекен хӗрарăм иккен...
– Мӗн-тӗр пулса иртет кунта, пире тыткăна илесшӗн мар-и вӗсем? – пӗлтертӗм Марс Саяпова хӗрарăмăн ӗнерхи сăмахӗ паянхипе тӳр килменни çинчен.
– Эс яла разведкăна кайса кил-ха, урамсене сăна, – хушрӗ мана Марс Киямович. Вăл вăхăтра пирӗн çарсем Днепрăн сылтăм çыранӗнчен сулахайне куçнăччӗ. «Хăçан каятăр, хамăрăннисем килеççӗ çиччас»,– уççăнах калаççӗ пире вырăнтисем.
Эпӗ çар тумӗ тăхăнман, çулпа утмăлсенчен иртнӗ, куç тӗлне пулмаллиех çын мар. Хамăн кивӗ шапкăна тăхăнтăм та ял тăрăх кайрăм. Ятарласа хайхи хӗрарăм пурăнакан урампа утатăп. Сасартăк вӗсене хирӗç çуртăн хапхин шăтăкӗнчен пӗр 15–17-сенчи арçын ача пăхса тăнине асăрхарăм. Курмăш туса иртсе кайрăм та хӗреслӗ аслă çул патӗнче ларакан пысăк йывăç хыçне пытанса сăнатăп: пӗри кӗрет, тепри тухать... Кунта пӗр çулӗ Павловкăна каять, тепри – Каховкăна. Павловка енчен пӗр велосипедист килнине асăрхарăм. Çулсене пурне те асфальт сарнă кунта. Вăл вара асфальтлă çулпа тӳрех кӗрсе каяс вырăнне çултан пăрăнчӗ те хир тăрăх кайса Çӗнӗ Каховка енчен килекен çул çине тухрӗ. Вăл енчен килнӗ пек туса яла кӗрет. Павловкăран килнине аван куртăм вӗт-ха эпӗ. Чаратăп кăна хайхи. Пӗр 30 çулсенелле çывхаракан арçын вăл.
– Мăйăр илесшӗн те кам сутать-ши? – ыйтатăп кунран.
– Ăçтан тупмалла тет сан валли мăйăр, çук манăн! – сасă хăпартать хайхи, сисетӗп – хăрамасть.
– Юрӗ эппин, урăх çынсенчен ыйтăп, – терӗм те çаврăнса утса каллех хайхи йывăç хыçне пытанса малалла сăнатăп.
Велосипедист хапха шăтăкӗнчен сăнакан çурт патне çитрӗ те велосипечӗ çинчен анчӗ. Хайхи ача тухсах кӗтсе илчӗ ăна. Ман еннелле пăха-пăха тем калаçаççӗ. Унччен те пулмарӗ – аллисене сулласа хăйсем патне пыма чӗнеççӗ.
– Пӗр пӗчӗк михӗ мăйăр пур ман, илетӗн-и? Илен пулсан кӗр атя пирӗн пата, – тет çамрăкки.
– Урама илсе тухăр, кунта кӗтсе тăратăп, – хуравлатăп вӗсенчен пӗр 5-10 метрта чарăнса. Пӗр-пӗрин çине пăха-пăха илеççӗ хăйсем. Пӗлетӗп вӗт-ха вӗсем иккӗн, эп – пӗччен. Кӗрсен ним мар мăйран сӗрсе пăрахма пултараççӗ. Çамрăкки пӗр çур михӗ пек мăйăр илсе тухрӗ, укçа тӳлесе хамăр тăракан вырăналла утрăм. Çитсен миххе аяккарах хурса хăвартăм-ха, пӗрле илсе кӗмерӗм, кам пӗлет тем хурса янă-ха вӗсем. Тӗрӗслемелле малтан.
Хам мӗн курнине, ялта ахăртнех диверсантсем пулма пултарни пирки Саяпова тата Вальковский майора пӗлтертӗм. «Темӗн пысăкăш тав сире, эпир тыловиксем çав, пире юрамасть, диверсантсемпе ФСБ ӗçлет, паянах пӗлтеретӗп», – тет.
Тепӗр кун таврăнма хатӗрленекенсем çул çине апат-çимӗç туянма тесе хайхи лавккана эпир те юлташпа иксӗмӗр кайрăмăр. Ман юлташ ăнсăртран хамăр ыран каяссине персе ячӗ. Кун çинчен те М.Саяпова систертӗм.
Вырăнти çынсем эпир ирпе ирех, çитменнине ăсатакансемсӗр кайнине пӗлмелле мар, унсăрăн тăшман çул çинче кӗтсе тăма пултарать, çавăнпа эпир малтан палăртнă пек мар, тепӗр икӗ кунран тин киле килме тухрăмăр. «Асăрханарах пулăр эсир, диверсантсемех ӗнтӗ вӗсем», – тесе сывпуллашрăмăр фронтрисемпе.
Тепӗр çур уйăх пек иртсен телевизорпа Павловка ялӗнче чăнах та диверсантсен ушкăнне тытнине кăтартнă иккен. Кăна мана каярах СВО салтакӗ каласа пачӗ, хам курман. «Виктор, эс калани тӳрре килчӗ вӗт», – терӗ вăл. Хайхи хӗрарăм офицерсем, контрактниксем, тулли мар мобилизаципе кайнă салтаксем ăçта-ăçта пурăннине пăхса çӳренӗ те хирӗççинчи çамрăк ачана пӗлтерсе тăнă. Ун патне вара Павловкăран курьер килсе çӳренӗ иккен. Вăт çапла истори пулчӗ пирӗнпе», – терӗ Виктор Петухов çар опычӗ СВОри лента урлă каçсан кирлӗ пулнине палăртса. Тимлӗ те сыхлă пулман-тăк, сывă таврăнаятчӗç-ши вӗсем ун чух?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев