News by date 1 February 2026
-
Кредит пуррине банкран шăнкăравласан кăна пӗлнӗ
Пӗкӗлмере 61-ти арçын ун ячӗпе такамсем 100 пин тенкӗ кредит илни пирки полицие пӗлтернӗ. Следствирен курăннă тăрăх, пӗлӗшӗсемпе пӗрле эрех ӗçнӗ иккен вăл.
-
Тимлӗхе пӗр çеккунта та çухатмалла мар унта
Ятарлă çар операцийӗн зонинче салтаксене тыл пулăшăвӗ, тӗревӗ сывлăш пекех кирлӗ. Çакна çар ветеранӗсем пуринчен лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен вăрçă нушине хăйсем тӳснӗ. Гуманитари пулăшăвне пухса леçессине чăн малтан вӗсем пуçларӗç те. Кашни гумконвой пурнăçшăн хăрушлăх, мӗншӗн тесен тăшманшăн мишень. Тӗрли пулать унта, çав шутра диверсантсемпе куçа-куçăн тӗл пулни те. Çакăн пек пӗр лару-тăру çинчен пире Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов каласа пачӗ. Вăл Çар ветеранӗсен «Рубеж» обществăлла организацийӗн Ульяновскри уйрăмӗн (ертӳçи Марс Киямович Саяпов отставкăри полковник) хастарӗсемпе пӗрле СВОна гуманитари пулăшăвне пухса леçет.
-
Тукая пӗрле вулатпăр
Кăçал тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 çул çитет. Аслă поэтăн юбилейне халалласа Тутарстанра «Тукая пӗрле вулатпăр» проект хута кайрӗ.