Тукая пӗрле вулатпăр
Кăçал тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 çул çитет. Аслă поэтăн юбилейне халалласа Тутарстанра «Тукая пӗрле вулатпăр» проект хута кайрӗ.
Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗн библиотеки те çак проектран айккинче юлас темерӗ. Кашни кӗçнерникун эпир Габдулла Тукайăн хайлавӗсене вулатпăр. Виçӗ хутчен йӗркелерӗмӗр ӗнтӗ кун пек мероприятие.
Мероприяти вăхăтӗнче ачасем тутарсен аслă поэчӗн пурнăçӗпе тата ӗçӗ-хӗлӗпе, вăл çырнисемпе паллашаççӗ. Библиотекарь каласа панине тимлӗ итлекенскерсем Тукай аслисемшӗн те, кӗçӗн çулхисемшӗн те пӗр пекех хаклă сăвăçă пулнине пӗлчӗç. Унăн кӗнекисем тăван ене юратма, ырă кăмăллă пулма, çынсене пулăшма, тӳрӗ кăмăллă тата харсăр пулма вӗрентеççӗ.
«Тукая пӗрле вулатпăр» проект шайӗнче иртнӗ мероприятисене Çӗнӗ Упи шкулӗнче 1-мӗш тата 3-мӗш класра вӗренекенсем хутшăнчӗç, вӗсемпе пӗрле Габдулла Тукайăн «Родной язык», «Луна и Солнце», «Зимний вечер» сăввисене вуларăмăр.
Ирина ПАВЛОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев