Тимлӗхе пӗр çеккунта та çухатмалла мар унта
Ятарлă çар операцийӗн зонинче салтаксене тыл пулăшăвӗ, тӗревӗ сывлăш пекех кирлӗ. Çакна çар ветеранӗсем пуринчен лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен вăрçă нушине хăйсем тӳснӗ. Гуманитари пулăшăвне пухса леçессине чăн малтан вӗсем пуçларӗç те. Кашни гумконвой пурнăçшăн хăрушлăх, мӗншӗн тесен тăшманшăн мишень. Тӗрли пулать унта, çав шутра диверсантсемпе куçа-куçăн тӗл пулни те. Çакăн пек пӗр лару-тăру çинчен пире Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов каласа пачӗ. Вăл Çар ветеранӗсен «Рубеж» обществăлла организацийӗн Ульяновскри уйрăмӗн (ертӳçи Марс Киямович Саяпов отставкăри полковник) хастарӗсемпе пӗрле СВОна гуманитари пулăшăвне пухса леçет.