Тутарстан бизнесӗ çӗнӗ рыноксене тухмашкăн пулăшма ыйтать
РФ Социаллă экономика проекчӗсене финанслакан патшалăх корпорацийӗн йышне кӗрекен Информаци технологийӗсен аталанăвӗн фончӗ январӗн 25 — 26-мӗшӗсенче бизнес-миссипе Тутарстанра пулчӗ. Тӗллевӗ — вырăнти власть представителӗсемпе, халăхпа, предпринимательсемпе, экспертсемпе пӗрле региона, çӗршыва аталантаракан çӗнӗ проектсемпе программăсем йӗркелесси. Асăннă фонд бизнес-миссипе пулнă тăваттăмӗш регион ку.
Тутарстансем «Сильные идеи для нового времени» форума тăратнă ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Кунсăр пуçне вырăнти брендсем РФ Стратегилле пуçарусен агентстви пуçарнă «Знай наших» конкурса зявкăсем пачӗç.
Тутарстан Федерацин аталану институчӗсемпе темиçе çул тачă çыхăнса ӗçленӗрен IT-проектсем валли грант укçине тивӗçессипе Раççейре малта. Информаци технологийӗсен аталанăвӗн фончӗ паянхи кун тӗлне республикăн 14 IT-проектне тӗрев парса 1,4 миллиард тенкӗ укçа уйăрнă, пӗчӗк тата вăтам бизнесăн 6,5 пин представительне цифровизаци программипе тивӗçтернӗ, 4 компание онлайн мелпе ӳсмелли (онлайн-продвижение) тăкака саплаштарнă — пӗтӗмпе республикăна 2,5 миллиард тенкӗлӗх пулăшнă.
Асăннă 14 IT-проектран улттăшӗ ăнăçлă ӗçлет, ытларах вӗсем хула экономикипе çыхăннисем. Тепӗр 8-шӗ, çав шутра промышленноçри пысăк предприятисенчи, кӗç-вӗç хута каймалла.
Тутарстан IT-сферăра лидер. Автомобильсем тăвассипе информаци технологийӗсене пӗрлештерекен АТОМ электромобиль-гаджет проектне уйрăмах палăртмалла кунта, шухăшран пуçланнăскер халӗ регионпа çӗршыв чиккинчен те тухрӗ. Мӗншӗн тесен ют çӗршывсемшӗн те интереслӗ вăл. 2023 çулхи кӗркуннеччен электромобильӗн сериллӗ 13 платформине кăларнă, кăçал июнь уйăхӗччен тест ирттерсе моделӗсем мӗнле пулассине палăртӗç те 2025 çулта электромобиле кăларма пуçлӗç. «Кама» АОн патшалăх влаçӗсемпе ӗçлекен директорӗ Анатолий Кияшкон сăмахӗсемпе, вӗсен тӗллевӗ халӗ электромобиле хамăр патра кăларса ют çӗршыв рынокне тухасси. Çавăнпа федерацин аталану институчӗсен пулăшăвӗ сывлăш пекех кирлӗ вӗсене. Çаплах Мамадышри Раççей бренчӗллӗ паха сыр, ӗне çăвӗ тата типӗтнӗ сӗт кăларакан «Азбука сыра» çӳллӗ технологиллӗ предприятие те, «Тюбетей» хальхи тутар наци кухнине те кирлӗ ку. Вӗсен те тӗллевӗсем — ют çӗршыв рынокне тухасси. Сăмах май, «Тюбетей» ресторан сечӗн çитес кунсенче 23-мӗш ресторанӗ уçăлмалла. Тутар кухнине Ӗпхӳ çыннисен те тутанса пăхма май пур халӗ, пӗрремӗш ресторан кунта пӗлтӗр ăнăçлă ӗçлесе кайнă. Тутар апат-çимӗçӗпе «Тюбетей» Çывăхри Хӗвелтухăçне паллаштарас шутлă.
Тутарстан бизнесӗ аталаннине Раççейӗн ӳсекен бренчӗсен «Знай наших» конкурсне пирӗн регионтан чи нумай заявка (1,7 пин) килни те кăтартать.
— Тутарстан бизнесӗ çӗнӗ рыноксене тухма пулăшма ыйтать. Йывăрлăхсемпе чарусене пăхмасăр пирӗн предприятисен çӗнӗ коопераци, логистика çыхăнăвӗсене йӗркелеççӗ. Туслă çӗршывсене экспорт шайӗ пӗлтӗр 2,5 хут ӳсрӗ. Хăш-пӗр отрасль ют çӗршыв поставкисене хамăрăннипе ылмаштарчӗ, — терӗ ТР Р.Минниханов январӗн 26-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ стратегилле сессире кун пирки.
— Креативлă индустрисен, бреднингпа маркетинг эксперчӗсемпе пӗрле кăçал эпир пысăк вӗрентӳ программине пуçлатпăр. Унта «Знай наших» конкурсра çӗнтерекен брендсем кăна мар, унта хутшăнакансем те вӗренме пултараççӗ. Ку вӗсене вӗреннӗ хушăрах экономика кăтартăвӗсене лайăхлатма, ют çӗршывсемпе пӗрремӗш контрактсем тума пулăшӗç, — терӗ РФ Стратегилле пуçарăвӗсен агентствин ертӳçи Светлана Чупшева конкурентлă продукцие ют çӗршыв рынокне тухма пулăшасси конкурсăн тӗллевӗсенчен пӗри пулнине ăнлантарса. Апла-тăк, конкурса хутшăнма панă çак 1,7 пин заявкăн хуçисен шанăçпа усă курса юлмаллах.
Сессире тутарстансен «Сильные идеи для нового времени» конкурсне тăратнă проекчӗсене те сӳтсе яврӗç. 335 проектран чылай пайӗ çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă. Тӗслӗхрен, çуртсен фасачӗсене çутатассипе урам çутисене пӗр системăна пӗрлештерсе синхронлă çутсан хула сăнне илемлетнипе пӗрлех хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме, электроэнергие перекетлеме май парать.
Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем валли тумтир çӗлекен «Пӗтӗмпех ачасем валли» инклюзи центрӗ те çӗршыври кашни регионпа хулашăн кирлӗ проект. Кун пек ачасен амăшӗсене ӗç панипе пӗрлех чирлӗ ачисенчен кăшт канма та май туса парать вăл. Мӗншӗн тесен хăйсем ӗçленӗ вăхăтра ачисемпе специалистсем ӗçлеççӗ. Стратегилле пуçарусен агентствин ертӳçи Светлана Чупшева ку проектăн актуаллăхне кура çӗршывӗпех сарас шухăшлине каларӗ.
Информаци технологийӗсен аталанăвӗн фончӗн Игорь Шувалов ертсе пыракан делегацийӗ çаплах январӗн 26-мӗшӗнче «КАМАЗ» ПАОра та пулса курчӗ. Кунта «КАМАЗ» наукăпа техника центрӗнче АТОМ электромобиль платформипе тата каçхи зарядкăллă çӗнӗ КАМАЗ -6282 ОNC электробуспа паллашрӗ. Çӗнӗ йышши çак электробус ӗç кунӗнче зарядкăра ларса вăхăт ирттермест, çӗрле электроэнерги тарифӗ пӗчӗк чух тин зарядка илет иккен.
Делегаци кунти «Мастер» индустри паркӗнче пулнă, унтан «КАМАЗ» наукăпа техника центрӗпе юнашар йӗркелеме палăртнă радиоэлектроника промышленноçӗн «Олимп» çӗнӗ технопаркӗн концепцийӗпе паллашнă. «Олимп» тиевлӗ тата пассажир транспорчӗсем валли электронлă компонентсем кăларассипе ӗçлӗ. Сăмах май, çӗнӗ технопаркра 900 çӗнӗ ӗç вырăнӗ пулмалла. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев