Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Президенчӗн Р.Н.Миннихановăн 2022 çулта чăваш культурин «Уяв» республика праçникне Ирттернӗ ятпа Чӗнсе калани

Хаклă юлташсем! Пӗтӗм чун-чӗререн сире Элкелӗн тарават çӗрӗ çинче иртекен илемлӗ те янравлă праçникпе Уявпа саламлатăп. Тирпейлӗн упраса ăруран ăрăва парса пырăнакан уявăн йăлисем пирӗн умра хăйӗн тымарӗсемпе аваллăхран килекен чăваш культурин анлă та хăйевӗр тӗнчине уçса параççӗ. Ку вăл – çутçанталăка, несӗлсене, Турра, çӗрӗçченӗсемпе вылăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене пилленӗ халăхăн чӗререн тухакан гимнӗ. Уяв çынсен чӗрисене çутă та савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тултарать, çутă малашлăха шанса пăхма, кăмăл-сипетпе пурнăç пӗрлӗхне туйма пулăшать.

Ырă кăмăллă та ӗçчен, хăйсен чӗлхипе йăли-йӗркисене юратса упракан чăваш халăхӗ тутарстансен çемйинче тивӗçлӗ вырăн йышăнса тăван республикăн аталанăвне пайта кӗртет, нумай нациллӗ культурăна пуянлатса илем кӳрет. Чăвашсен йăла-йӗркепе праçник хăйевӗрлӗхӗ, Тăван çӗршыва, тăван çӗре чунтан парăннине, юратнине, ытти халăхсене хисепленине палăртакан юрă-кӗвӗ пултарулăхӗ пирӗн пӗрлехи мăнаçлăх тата патшалăх органӗсемпе муниципаллă влаçăн, общественноçăн уйрăм тимлӗхӗ пулса тăрать.

Çӗршывăн этнокультура тӗрлӗлӗхне, халăхсен культурисен  хăйевӗрлӗхне упраса хăварас тӗллевӗллӗ Раççей халăхӗсен культура еткерӗн çулталăкӗнче Уяв тутарсен Сабантуйӗпе, вырăссен Каравонӗпе тата ытти халăхсен праçникӗсемпе пӗрле пушшех пысăк пӗлтерӗш йышăнать.

Епле тӗрӗс палăртнă хăй сăввинче пирӗн ентеш, чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай: «Чăвашăн çепӗç чӗлхине, ылтăн çӳпçе сăмахлăхне, халăх ăс-хакăлӗн çăлне – йăлтах хăварнă упраса Раççей!»

Паянхи çăмăл мар вăхăтра ӗмӗрсем хушши пуçтарнă пурлăха – тăван чӗлхене, çемье хаклăхӗсене, гуманизмпа ырăлăх идеалӗсене сума сунине, тӗрлӗ наципе тӗн çыннисем килӗштерсе пурăннине упрасси пушшех те кирлӗ.

Тутарстанра чăваш культурине аталантарассине тӳпе кӗртекенсене, чи малтан Чăваш наципе культура автономине, пурне те пысăк тав. Тăванла республикăсен – Тутарстанпа Чăваш Енӗн туслă çыхăнăвӗсем те пире ку енӗпе малалла аталанма пулăшаççӗ.

Уява хутшăнакансемпе хăнасен шучӗ çуллен ӳсни питӗ савăнтарать, çак праçник тахçанах пӗтӗм Раççей пӗлтерӗшне тухрӗ. Малалла та пирӗн анлă çӗрсем урлă çаплах юхтăр чăваш юрри!

Халăх уявне хутшăнакансене пурне те савăк кăмăл, пурнăçра оптимист пулма, çӗнӗ çитӗнӳсем сунатăп. Тăнăçлăх, çирӗп сывлăх, ырлăх-пурлăх сире!

Тутарстан Республикин Президенчӗ  Рустам Минниханов

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев