News by date 10 July 2022
-
Çак кун виçӗ çăлкуç шывӗпе çăвăнаççӗ
Утă уйăхӗн 12-мӗшӗнче православи тӗнӗпе пурăнакансем Петӗрпе Павăл апостолсене асăнаççӗ. Халăхра ăна Питрав кунӗ теççӗ. Питрав – çуллахи паллă уявсенчен пӗри. Мӗн авалтан çак вăхăт тӗлне халăх утă çулса типӗтме тăрăшнă. Çак кунран çанталăк кăштах улшăнать, майӗпен кӗр çывхарнине систерме пуçлать. Питравра куккук пырне урпа пучахӗ ларать тени те тӗрӗсех – куккук авăтма пăрахать. Куккук Питравччен пӗр эрне маларах авăтма чарăнсан, хӗл кая юлса килет тесе сăнанă халăхра.
-
После Петрова дня чуваши не поют обрядовых песен Уява
Многие национальные праздники чуваш тесно связаны с крестьянским трудом. Время проведения Уява в разных этнографических и территориальных группах определялось по-разному.
-
Тутарстан Президенчӗн Р.Н.Миннихановăн 2022 çулта чăваш культурин «Уяв» республика праçникне Ирттернӗ ятпа Чӗнсе калани
Хаклă юлташсем! Пӗтӗм чун-чӗререн сире Элкелӗн тарават çӗрӗ çинче иртекен илемлӗ те янравлă праçникпе Уявпа саламлатăп. Тирпейлӗн упраса ăруран ăрăва парса пырăнакан уявăн йăлисем пирӗн умра хăйӗн тымарӗсемпе аваллăхран килекен чăваш культурин анлă та хăйевӗр тӗнчине уçса параççӗ. Ку вăл – çутçанталăка, несӗлсене, Турра, çӗрӗçченӗсемпе вылăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене пилленӗ халăхăн чӗререн тухакан гимнӗ. Уяв çынсен чӗрисене çутă та савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тултарать, çутă малашлăха шанса пăхма, кăмăл-сипетпе пурнăç пӗрлӗхне туйма пулăшать.