Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Халăхсен Ассамблейин ларăвӗ Алексеевски районӗнче иртрӗ

Паян Алексеевски районӗнче Тутарстан Халăхсен Ассамблейин черетлӗ анлă ларăвӗ иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, депутатсем, патшалăх власть органӗсен представителӗсем, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем, МХХ представителӗсем тата ыттисем хутшăнчӗç.

Паян Алексеевски районӗнче Тутарстан Халăхсен Ассамблейин черетлӗ анлă ларăвӗ иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, Ассамблейăн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, депутатсем, патшалăх власть органӗсен представителӗсем, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем, МХХ представителӗсем тата ыттисем хутшăнчӗç. 

Çӗнтерӳпе, ыр сывлăхпа таврăнмалла пултăр

Унччен маларах Фарид Мухаметшин Алексеевски поселокӗнче «СинЭргия» çамрăксен центрне уçнă çӗре хутшăнчӗ. Çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ тăрăх ку объекта «Образование» наци проекчӗ хӳттинче тунă. Маларах ун вырăнӗнче Культура çурчӗ пулнă. Кивӗ çурта тӗпрен юсанă хыççăн вăл палламалла мар улшăннă. Министр сăмахӗпе, центр мӗнле пулассине  çамрăксем хăйсем палăртнă. Строительство вăхăтӗнче вӗсемпе шалти функционалпа çыхăннă мӗнпур ыйтупа канашланă, вӗсене мӗн-мӗн кирлине ыйтса пӗлнӗ. Çапла кунта тӗрлӗ мероприятисем, лекцисем, тӗлпулусем ирттерме нумай функциллӗ зал, волонтерсен центрӗ (унта СВОна хутшăннисем валли маскировка сеткисем çыхаççӗ, окоп çуртисене ăсталаççӗ), коворкинг залӗ, медиалаборатори, фото- тата видеостуди, сасă çыртаракан студи, киберстуди уçăлнă. «Хальхи пурнăçа тивӗçтерекен уçлăх тунă кунта. Пурнăç вӗресе тăрать. Ку залсем пушă ан тăччăр, вăхăта çамрăксем усăллă çакăнта ирттерччӗр», – терӗ Фарид Хайруллович ачасене ăс парса.

«СинЭргия» центрпа экскурси йӗркелесе унăн директорӗ Светлана Гайсина паллаштарчӗ. Волонтерсен залӗнче делегатсене ятарлă çар операцине хутшăннă, Уфа хушма ятлă салтакпа паллаштарчӗç. Вăл шăпах кӗске отпуска килнӗ. «Çӗнтерӳпе таврăнмалла пултăр, ырă сывлăхпа», – терӗ Фарид Мухаметшин салтак аллине чăмăртаса. Район пуçлăхӗ вара хăй енчен ăна парне пачӗ – тепловизор. «Ку питӗ кирлӗ япала, нумай чухне пурнăçа упраса хăварма пулăшать», – терӗ Уфа парнешӗн тав туса.

Автобус пама шантарчӗç

Тутарстан Халăхсен Ассамблейин ларăвӗ районти Культура çуртӗнче иртрӗ. Тӗп ыйтусен шутӗнче наципе миграци политикин ыйтăвӗсене ăнăçлă татса парасси пулчӗ. Малтанласа делегатсем Алексеевски районӗнчи Тутарстан Халăхсен Ассамблейин вырăнти представительстви йӗркеленӗ куравпа паллашрӗç. Районта тӗпленсе пурăнакан халăхсен – вырăссен, тутарсен, чăвашсен, мордвасен, кӗрешӗнсен тата миграципе килнӗ халăхсен наци апат-çимӗçӗпе, юрри-ташшипе паллашма май пулчӗ.

«Алексеевски районӗ Тутарстан пекех нумай нациллӗ район. Кунта нацисен хушшинчи килӗшӗве, халăхсен культурисемпе йăлисене, тăван чӗлхесене упраса хăварассипе тата аталантарассипе питӗ пысăк ӗçсем туса пыраççӗ. Ку чи пысăк хаклăх», – терӗ Фарид Хайруллович ларăва уçса. Парламент пуçлăхӗ ку ӗçе малашне те кирлӗ шайра туса пымаллине, ун пирки ТР Патшалăх Канашӗ патне ТР Раисӗ Чӗнӳпе тухсан каланине аса илтерчӗ. «Паянхи çăмăл мар лару-тăрура лăпкăлăхпа тăнăçлăха упраса хăварни питӗ кирлӗ. Нацисен хушшинчи килӗшӳ пирӗн яваплăх. Тутарстан малашне те тăнăçлăхпа килӗшӳ зони пулса юлтăр. Эпир кашни халăхăн йăли-йӗркине, культурине хисеплеме пӗлетпӗр. Пире хирӗçтерес текенсем нумай. Май памалла мар ун пеккисене», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Пӗтӗмпе ларура тăватă доклад итлесе сӳтсе яврӗç. Вырăнти халăхсен хутшăнăвӗсемпе Алексеевски районӗн пуçлăхӗ Сергей Демидов паллаштарчӗ. «Район шутне кӗрекен 59 ял хутлăхӗнче 22 тӗрлӗ наци çынни пурăнать. Районта культурăсемпе тӗнсен хутшăнăвӗсем ырă енчен кăна палăраççӗ», – терӗ район пуçлăхӗ. Сергей Демидов районта иртекен наци уявӗсем, тӗрлӗ мероприятисем иртни çинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Районти шкулсенче тăван чӗлхесене вӗрентесси çинчен те асăнса хăварчӗ.

Алексеевскинчи наципе культура автономийӗсен ӗçӗпе чăвашсен ертӳçи Генадий Федоров тата кӗрешӗнсен ертӳçи Ирина Яковлева паллаштарчӗç. Генадий Зиновьевич проблемăсем пуррине те пытармарӗ. «Эпир тӗрлӗ мероприятисене тухса çӳретпӗр, пур çӗре те хутшăнас килет, анчах тухса-çӳреме транспорт çукки чăрмантарать», – терӗ вăл. Фарид Мухаметшин ку ыйтупа тивӗçтерме шантарчӗ.

Мигрантсем çинчен

Юлашкинчен сăмах илекен ШӖМӗн миграци ыйтăвӗсемпе Тутарстан Республикинчи управленийӗн пуçлăх çумӗ Наталья Рыжикова пулчӗ. Мигрантсене йышăнас тата вӗсемпе çыхăннă тӗрлӗ ыйтусене хускатрӗ вăл. Ун сăмахӗпе, Тутарстан мигрантсене йышăнассипе Атăлçи тăрăхӗнче лидерсен шутӗнче. Пандеми вăхăтӗнче кăна ун шайӗ кăштах чакнă. Енчен те 2021 çулта 256 пин ют çӗршыв çынни хăйсен килнине пӗлтернӗ пулсан, кăçалхи 9 уйăх хушшинче 291 пин те 651 çын килнӗ. Иртнӗ çулта мигрантсен шучӗ 324 пин çынпа танлашнă. Наталья Рыжикова сăмахӗпе, ытларах вӗсем кунта ӗçе вырнаçас тӗллевпе килеççӗ. Чи пысăк проблемăсен шутӗнче йӗркене пăснисене республикăран кăларса ярасси. «Çакă суд мигрантсене хăйсен çӗршывне тухса каяссине хăйсенех йӗркелеме ирӗк панипе пулса пырать. Суд залӗнчен тухсанах вӗсем таçта кайса çӗтеççӗ. Шыра вара вӗсене пӗтӗм Раççей тăрăх. Çавăнпа йӗркене пăснă мигрантсене хăйсен çӗршывне тавăрассипе урăхла явап, ятарлă закон кирлӗ», –  терӗ управлени сотрудникӗ.

Фарид Мухаметшин ку енӗпе пӗрле ӗçлеме кирлине палăртрӗ. «Ассамблея ку ыйтăва тӗп тимлӗхре тытать. Эпир ют çӗршыв гражданӗсемпе тӗлпулусем тăтăш ирттеретпӗр, калаçатпăр. Ют çӗршывсенчен килекен студентсем йышлăн. Вӗсене пӗлӳ илме лайăх майсем туса памалла. Анчах вӗсен те пирӗн пата килеççӗ пулсан кунти йӗркесене пăхăнмалла, вырăс чӗлхине те пулин вӗренсе килмелле», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Китайсене çемьене илчӗç

Юлашкинчен ларура ӗç йӗркеленӗвӗпе çыхăннă тӗрлӗ ыйтусене пăхса тухрӗç. Çавсен шутӗнче Сарман районӗнче Ассамблейăн представительствине уçасси, Тутарстанпа Китай Халăх Республикин хушшинчи хутшăнăвӗсене аталантарассипе «Китайсен пӗрлешӗвӗ» регионри обществăлла организацие тутарстан Халăхсен Ассамблейи шутне илессине пăхса тухрӗç.

Лару республикăри наципе культура ӗçӗнче палăрнисене Тав хучӗсем панипе вӗçленчӗ.   

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата gossov.tatarstan.ru сайтран.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ассамблея народов Татарстана