News by date 24 October 2023
-
Тутарстан Халăхсен Ассамблейин ларăвӗ Алексеевски районӗнче иртрӗ
Паян Алексеевски районӗнче Тутарстан Халăхсен Ассамблейин черетлӗ анлă ларăвӗ иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, депутатсем, патшалăх власть органӗсен представителӗсем, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем, МХХ представителӗсем тата ыттисем хутшăнчӗç.
-
Ноябрьте Хусанта Пӗтӗм Раççейри студентсен отрячӗсен слечӗ иртет
Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри студентсен отрячӗсен слечӗ иртет. Унта çӗршывăн 89 регионӗнчен 2,5 пин çамрăк килмелле. Вӗсем тӗрлӗ номинацисенче конкурссене тата студотрядсен хушшинче йӗркелекен спартакиадăна хутшăнӗç.
-
Ял хуçалӑх продукцине 568 миллион тенкӗлӗх туяннӑ
Хусан хулин 14 площадкинче, Çырчалли хулин тата Ешĕлвар районӗн 2 площадкинче, Анат Кама хулин 3 площадкинче тата 26 муниципаллӑ районта кашни шăматкун йӑлана кӗнӗ ял хуçалӑх ярмарккисем иртеççĕ.
-
Тутарстанри 25 çӑлкуçа «Родники России» конкурса хутшӑнакансем тасатнă
Йӗркелӳçӗсем конкурса 2024 çулта та ирттересшӗн.
-
Тухтăрăн 13,5 миллион тенкине вăрланă
Шулӗксем куллен Тутарстан çыннисен 5-10-шар миллион тенкине вăрлаççӗ. Вӗсен серепине лекнисем ултава сисмесӗр онлайн банк е банкомат урлă укçа куçараççӗ, тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
-
АО «Транснефть – Прикамье» провело плановое учение на подводном переходе трубопровода через реку в Татарстане
Специалисты АО «Транснефть – Прикамье» провели плановое учебно-тренировочное занятие (УТЗ) на подводном переходе магистрального нефтепровода (ППМН) Калтасы - Куйбышев через р. Степной Зай в Республике Татарстан.
-
Шупашкарта ӗнер Иван Яковлева асăннă
Ӗнер, октябрӗн 23-мӗшӗнче, Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун пулчӗ. Шăп çак кун вăл 93 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Шупашкарта Чăваш Республикин Наци библиотеки умӗнче Иван Яковлева сума суса митинг иртнӗ, тесе пӗлтерет «Чăваш ен» телерадиокомпанин пресс-служби.