Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тухтăрăн 13,5 миллион тенкине вăрланă

Шулӗксем куллен Тутарстан çыннисен 5-10-шар миллион тенкине вăрлаççӗ. Вӗсен серепине лекнисем ултава сисмесӗр онлайн банк е банкомат урлă укçа куçараççӗ, тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.

Иртнӗ канмалли кунсенче Хусанти «Савиново» полици уйрăмне ача-пăча тухтăрӗ пулăшу ыйтса килнӗ. Хăй каланă тăрăх, икӗ эрне суя банкирсемпе калаçнă вăл. Лешсем кашнинче банк картти çинчи укçана такамсем илме хăтланнине ӗнентерсе сехрине хăпартнă, пухăннă укçине сыхласа хăварас тесен хăйсен инструкцине пăхăнма сӗннӗ. Çапла майпа 47-ри хӗрарăм банкомат урлă шулӗксен шучӗ çине 13,5 миллион (!) тенкӗ ытла укçа куçарнă.

Çырчаллинчи пӗр предприятин 52-ри бухгалтерӗ çапла майпа 4500000 тенкисӗр юлнă. Ултава сисменскер хăй ячӗпе кредитсем илсе вӗсен шучӗ çине куçарнă. Вӗсене иккӗшне те Мускаври тата Ростов облаçӗнчи абонентсем шăнкăравланине палăртнă.

БАНК, ПОЛИЦИ, ФСБ ШĂНКĂРАВЛАМАСТЬ

Ултавçăсем ытларах банк учрежденийӗсен, ФСБ, полици сотрудникӗсен ятӗнчен (мӗнпур ултавсен 40 проценчӗ чухлӗ) шăнкăравлаççӗ. Ултавăн схеми пӗрешкел: çынсене вӗсен ячӗпе ют çын кредит илнӗ тесе улталаççӗ те пулăшма шантарса банк карттин чăн шутне пӗлеççӗ. Унтан шутри мӗнпур укçана вăрланисӗр пуçне кредитсем илсе хăйсен шучӗ çине куçарттараççӗ. Юлашки вăхăтра ват çынсене çурт-йӗрсӗр хăварнă тӗслӗхсем йышланнă.

Тутарстанра тепӗр тӗрлӗ ултав та сарăлса пырать, шулӗксем çынсене инвестици туса, криптовалюта туянса тата биржăра выляса «укçа ӗçлеме» илӗртеççӗ. Çавăнпа тимлӗ пулăр, çăмăл укçа хыççăн кайса пуçăра ан çухатăр. Ан манăр – Банк, ФСБ, полици укçапа çыхăннă ыйтусемпе нихăçан та шăнкăравламасть! Телефонпа шăнкăравланă кашни хыпара тӳрех шанма ан васкăр, информацие тăванăрсене, банка хăйне кайса е шăнкăравласа тӗрӗслӗр.Юлашки вăхăтра кашни кун тенӗ пекех телефонпа улталакансене пулăшакан курьерсене тытса чараççӗ. Чи хура ӗçе тума – пенсионерсенчен укçа илессине – 25 çул тултарман çамрăксене тата шкул ачисене явăçтараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество