Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри 25 çӑлкуçа «Родники России» конкурса хутшӑнакансем тасатнă

Йӗркелӳçӗсем конкурса 2024 çулта та ирттересшӗн.

«Патриоты Родины» коммерциллĕ мар организаци июнӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 21-мӗшӗччен пынӑ «Родники России» конкурса пӗтӗмлетнĕ. Виçĕ уйăх хушшинче волонтерсем, хастарсем Тутарстанӑн 25 çӑлкуçне юсаса çӗнетнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Лениногорск хулин «Возрождение» команди йышӑннӑ. Вӗсем «Ностальгия» çӑлкуçа юсанă. Иккĕмĕш вырăна Мензелинск хулин шкул ачисен «Эко-time» команди йышăннӑ. Вӗсем çичӗ çул хушши ӗнтӗ тӗрлӗ экологи акцийӗсене хутшӑнаççӗ. Пиллӗкмӗш, улттӑмӗш тата саккӑрмӗш классенче вӗренекенсен тăрăшнипе Мензелинскра «Кучканка» ятлӑ илемлӗ çӑлкуç пур. Виççӗмӗш вырӑна Тукай районӗнчи Яна-Буляк шкулӗн вĕренекенĕсем тивĕçнĕ.

Йӗркелӳçӗсем каласа панӑ тӑрӑх, конкурс халӑха питӗ кăсăклантарнă.  Çитес çул Тутарстан Республикинче тата Раççей территорийӗнче вырнаçнӑ çӑлкуçсене шырас, хӑтлӑлатас тата упрас енӗпе Пӗтӗм Раççейри команда конкурсне ирттерме шутланă.

Конкурса 2024 çулта февраль уйӑхӗнчен пуçласа октябрь уйӑхӗччен ирттерме палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология