Шупашкарта ӗнер Иван Яковлева асăннă
Ӗнер, октябрӗн 23-мӗшӗнче, Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун пулчӗ. Шăп çак кун вăл 93 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Шупашкарта Чăваш Республикин Наци библиотеки умӗнче Иван Яковлева сума суса митинг иртнӗ, тесе пӗлтерет «Чăваш ен» телерадиокомпанин пресс-служби.
Çумăр лӳшкесех çусан та Иван Яковлев палăкӗ умне халăх сахал мар пухăннă. Пурте Аслă Вӗрентекенӗмӗре пуç тайма, чӗрӗ чечексем хума килнӗ.
2023-мӗш çул – чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевăн çулталăкӗ, Аслă Вӗрентекенӗмӗр çуралнăранпа кăçал 175 çул çитрӗ. Патриархăмăра халалласа кăçал Чăваш Енре те, Тутарстанра та, Ульяновск облаçӗнче те, Мускавра та нумай мероприятисем иртрӗç.
Чăваш наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова каланă тăрăх, Чăваш патшалăх академи драма театрӗ регионсенче пулнă хăйӗн спектаклӗпе. Унсăр пуçне архивсем, библиотекăсем куравсем питӗ нумай ирттернӗ. Ачасемпе те, аслăраххисемпе те викторинăсем, конференцисем нумай иртнӗ. Иван Яковлев эткерлӗхне тӗпчессине, ăна упраса хăварассине çавра сӗтелсенче сӳтсе явнă. Эппин, Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсене çутта кăлараканăн ячӗ ӗмӗрлӗхех халăх асӗнче пулӗ.
Сăнӳкерчӗксем culture.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев