Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалӑх продукцине 568 миллион тенкӗлӗх туяннӑ

Х​​​​​​​усан хулин 14 площадкинче, Çырчалли хулин тата Ешĕлвар районӗн 2 площадкинче, Анат Кама хулин 3 площадкинче тата 26 муниципаллӑ районта кашни шăматкун йӑлана кӗнӗ ял хуçалӑх ярмарккисем иртеççĕ.

Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ – Тутарстан Республикин ял хуçалӑхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров тата ТР ял хуçалӑхӗпе апат-çимӗç министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ленар Гарипов Осиново поселокĕнче, Ягодная Слобода, Батыршин тата Ленинградская урамĕсенче иртекен ярмарккăсен   ӗçĕпе паллашнă. Площадкӑсенче Апас, Çӗпрел, Теччӗ районӗсенчи тата «Татагрохимсервис» предприяти хăйĕн продукцине сутнӑ.

Çичĕ хут иртнĕ ярмарккăсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ял хуçалӑх продукцине пурĕ 568,2 миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Килекенсем 5 656,4 тонна пахча çимӗç, çав шутра 3 723,3 тонна çӗрулми, 405,5 тонна сĕт, 392,3 тонна сахӑр песокĕ, 548,5 тонна аш-какай, çав шутра 320,4 тонна ӗне ашӗ туяннă.

Ярмарккӑсене декабрь уйăхĕн 23-мӗшӗччен ирттерме палăртнă.

Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство