Тутарстанра «Кадровый резерв» проекта пӗтӗмлетнӗ
Хусанта республикăри çамрăксене управлени компетенцийӗсене аталантарма, хăйсен проекчӗсене йӗркелесе пуçарусене пурăнакан хуласемпе районсенче пурнăçа кӗртме пулăшакан «Кадровый резерв» республика проектне пӗтӗмлетнӗ. Хутшăнакансен хăйсен ӗçӗсене Башир Рамеев ячӗллӗ IT паркра хӳтӗленӗ, паян Хусан Кремлӗн Йышăну вырăнӗсенче çӗнтерӳçӗсене, финалистсене тата проекта хутшăнакансене чысласнă церемони иртнӗ.
Кăçал «Кадровый резерв» проекта хутшăнма республикăри 35 муниципаллă районтан 752 заявка килнӗ, пӗрремӗш тапхăра 85 çын иртнӗ, вӗсенчен 17 çын проект çӗнтерӳçисем, 18 çын финалистсем пулса тăнă. Проект вăхăтӗнче çамрăксем 1,4 пине яхăн практика заданийӗ пурнăçланă, республикăра пурăнакансем валли 110 мероприяти йӗркеленӗ, унта 4,2 пин ытла çын хутшăннă. Тутарстан районӗсенче ачасемпе çамрăксене пулăшакан, çавăн пекех çамрăксен пурнăçне лайăхлатакан проектсене уйрăм тимлӗх уйăрнă.
Тутарстанри çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров проект ӗçлеме пуçланăранпа республикăри çамрăк лидерсене хатӗрлекен тӗп площадкăсенчен пӗри пулса тăнине палăртнă.
«Проект хута кайнăранпа унта пурӗ 17 пин ытла çамрăк хутшăннă, унăн выпускникӗсем тӗрлӗ сферăра – экономикăран пуçласа общество организацийӗсем таранах ӗçлеççӗ. Паян Тутарстанра пурнăçланакан çамрăксен пысăк проекчӗсем пурте тенӗ пекех çамрăксен хăйсен пуçарăвӗсенчен ӳснӗ», – каласа хăварнă вăл.
«Кадровый резерв» республикăри çамрăксен проектне ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви «Академия творческой молодежи Республики Татарстан» Регионти общество организацийӗпе пӗрле «Молодежь и дети» наци проекчӗ шайӗнче Тутарстан Республикин Правительстви пулăшнипе пурнăçа кӗртет.
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев