Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри çамрăксен клубӗсем 22 миллион тенкӗлӗх грантсем илнӗ

Хусанта республикăри çамрăксен политикине пурнăçа кӗртекен учрежденисен хушшинчи грант конкурсне пӗтӗмлетнӗ. 21 муниципалитет пурӗ 22 миллион тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Çак укçасене муниципаллă çамрăксен центрӗсен тата çул çитмен ачасен клубӗсен çирӗм сакăр проектне пурнăçа кӗртме яраççӗ.

«Аллă миллион тенкӗлӗх финанславлă конкурс – çамрăксен мӗн пур пуçарăвӗсемпе идеисене пурнăçа кӗртмелли лайăх мел, вӗсем пирӗн çамрăксем валли хăйсен тăван çӗрӗнче аталанма перспективăсем уçмалла», - тесе палăртнă ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева хастар çамрăксене саламланă вăхăтра.

Конкурса 42 муниципаллă район çамрăксен политикине пурнăçа кӗртессипе çыхăннă 122 проект тăратнă. Тутарстан Республикин Çамрăксен ӗçӗсен министерстви пӗлтернӗ тăрăх, грант пулăшăвӗпе кăçал Тутарстанри 34 хулапа районра социаллă пӗлтерӗшлӗ 56 проекта пурнăçа кӗртӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев