Тутарстанри электронлă вӗрентӳ системин çӗнӗ адрес
Январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Электронлă вӗрентӳ системи» çӗнӗ форматпа ӗçлеме тытăнчӗ. Кирлӗччӗ-и ку пире, вăл мӗн парать, мӗншӗн сентябрӗн 1-мӗшӗнчен мар, январӗн 1-мӗшӗнчен куçма йышăннă? Ашшӗ-амăшӗсен çак тата ытти çивӗч ыйтăвӗсене январӗн 16-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука, патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗсем И. Г. Хадиуллинпа А.Р. Хайруллин уçăмлатрӗç
edu.tatar.ru электронлă вӗрентӳ системине республикăра 2009 çулта хута янă. Смартфонсем те, G4 сотовăй çыхăну та пулман-ха ун чух. Çавăнпа хăй вăхăчӗшӗн калама çук лайăх шутланнă вăл. Анчах çиçӗмле хăвăртлăхпа аталанакан технологисен саманине те, педагогсем ыйтнине те тивӗçтереймест иккен. Çакă пулнă та системăна çӗнетнин тӗп сăлтавӗ.
— Январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанăн электронлă вӗрентӳ системин çӗнӗ адресӗ ms-edu.tatar.ru. Çавăнпа ашшӗ-амăшӗсем ачисем шкулта мӗнле ӗлкӗрсе пынине ӳлӗмрен çак адреспа кăна кӗрсе пăхмалла. Вăл çӗнӗ платформа мар, пуррине функционалсем хушса çӗнетни, — пуçларӗ хăй сăмахне ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин.
edu.tatar.ru версипе танлаштарсан, ачасемшӗн, педагогсемпе ашшӗ-амăшӗсемшӗн чылай меллӗрех вăл. Мӗншӗн тесен ачана, шкула килмен пулсан та вӗрентӳ процесне 100 проценчӗпех явăçтарать, вӗрентекенсене уроксене лайăхрах хатӗрленме пулăшать. Кунсăр пуçне шкулсен хут ӗçне чакарать. Урăхла каласан, уроксен тематика планне, отчетсене автоматизацилет, ФГОСри вӗрентӳ материалӗсемпе, библиотекăсенчи материалсемпе усă курма май парать, пӗр кнопка пуссах мӗнпур отчета кăтартать. Ашшӗ-амăшӗсемшӗн те аван, халӗ вӗсем хăйсен Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетӗнчех уроксен расписанийӗпе ача мӗнле паллă илнине кăна мар, урок темине, ача урокра пулнипе пулманнине, килти ӗçе, шкул хыпарӗсене курать. Кунсăр пуçне ачана урок тума кирлӗ материалсене интернетра шырамасăр кунтах тупма пултарать. Ача хăй пӗлӗвне килте тепӗр хут тӗрӗслеет. Япăх оценка илсен 21 кунччен тӳрлетеет. «Я-школьник», «Моя школа.Дневник» мобильлӗ приложенисене телефон çинех уçласа илме пулать. Унччен кун пек функционалсем пулман.
Мӗншӗн хут дневника пăрахăçланипе çыхăннă ыйтусем те килеççӗ иккен ашшӗ-амăшӗсенчен. Министрсем ку ыйтăва пӗр саслăн хут дневниксем 2009 çултанпа ӗçлеменнине каларӗç. Чăн та, ӗлӗкхи пек хут дневникпа усă курас текенсемшӗн чару çук. Анчах оценкăна педагог электронли çине лартать, хутли çине лартмасса та пултарать.
Нумай ашшӗ-амăшне электронлă системăн Патшалăх услугисен порталӗ урлă кӗмелли шиклентерет. Харпăр даннăйсем çухаласран хăраççӗ вӗсем. Ильсур Гараевич Хадиуллин ку ыйтăва та уçăмлатрӗ. Ачапа ашшӗ-амăшӗн персоналлă даннăйӗсене сыхлас тесех Патшалăх услугисен платформи çине куçарнă та ăна, кăна федераллă закон ыйтать. Патшалăхăн электронлă порталӗ вара ку енчен чи шанчăкли.
Чăн та, ачисен даннăйӗсене парасшăн мар ашшӗ-амăшӗсем те пур иккен, кун пеккисем республикăра виççӗн. ТР вӗрентӳпе наука министрӗ И.Хадиуллин вӗсем çапла хăтланса ачисен малашлăхне пăсма пултарасран асăрхаттарчӗ. Енчен те февралӗн 1-мӗшӗччен даннăйӗсене электронлă системăна кӗртмесен, ачасене ППЭ, ПТЭ партармаççӗ иккен. Апла-тăк, вӗсем шкултан аттестатпа мар, справкăпа кăна тухаççӗ.
Ашшӗ-амăшӗсен халӗ Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетӗнче ачин профильне тумалла. Ытларикун тӗлне республикăри 155086 ашшӗ-амăшӗ çакна пурнăçласа 148,995 ачана авторизаци тунăччӗ, 500 пин çын «Я-школьник» мобильлӗ приложение уçласа илнӗччӗ. Анчах система тин кăна ӗçлесе кайнине кура, унта кӗрессипе йывăрлăхсем сиксе тухнă, уйрăмах январӗн 9-10-мӗшӗсенче. Ун чух портал вăхăчӗпе ӗçлеймен тата ашшӗ-амăшӗ инструкцие вӗçне çитичченех иртменнипе те ачан профильне тăвайман. Анчах Айрат Хайруллин халӗ нимӗнле йывăрлăх та çуккине пӗлтерчӗ. Январӗн 11-мӗшӗнче республикăри ашшӗ-амăшӗсен онлайн-пухăвӗнче кун çинчен тӗплӗн ăнлантарнă хыççăн куллен 10-20-шер пин ашшӗ-амăшӗ системăра регистрациленет. Малтанласа ms-edu.tatar.ru системăри ачан профильне инструкцие пăхăнса кӗмелле кăна тăвасшăн пулнă. Кун пек шанчăклăрах-мӗн, анчах чылай ашшӗ-амăшӗ çакна тăвайманнипе январӗн 22-мӗшӗнчен кашни ачана парольпе логин пама йышăннă. Харпăр даннăйсене сыхлас тесех ачан профильне ашшӗ-амăшӗн кăна йӗркелеме ирӗк пур.
Мӗншӗн ms-edu.tatar.ru системăна сентябрӗн 1-мӗшӗнчен мар, январӗн 1-мӗшӗнчен пуçланине И. Хадиуллин ытти чух учительсем пушă маррипе çыхăнтарчӗ. Патшалăх экзаменӗсемпе çуллахи отпусксен вăхăчӗсенче учительсене те, ашшӗ-амăшӗсене те чăрмантарма çук. Çавăнпа педагогсене вӗрентме — декабрь, çӗнӗ системăна хута яма январь уйăхӗсене суйланă та. Сăмах май, республикăра пӗтӗмпе 36000 учитель, 2800 администратор вӗренӳ курсне иртнӗ. Ку ӗç малалла тăсăлӗ.
— Шантарсах калатăп, электронлă вӗрентӳ системине çӗнетни вăл ăна тата лайăхлатни туни кăна. Тепӗр 10 кунранах хăвăр та çакна куратăр-ха, — терӗ И. Хадиуллин çирӗплетсех.
Тӗрӗссипе, тутарстансем ку енӗпе телейлисен йышӗнче. Мускавăн электронлă системи (çӗршывра чи лайăххи) çине куçнă 4-мӗш регион эпир. Унпа Хусанти 51-мӗш шкул, Пӗкӗлмери Мустафа Онджель ячӗллӗ интернат-лицей тата Актанышри гимнази-интернат 2023 çул тăршшӗпех ӗçлесе лайăх хак панă хыççăн Мускавпа республика Правительствисем 2023 çулхи августăн 24-мӗшӗнче пӗрле ӗçлесси çинчен килӗшӗве алă пуснă. Апла-тăк, электронлă вӗрентӳ системи лайăхланни вӗрентекенсемшӗн, ачасемпе ашшӗ-амăшӗсемшӗн пулăшуçă пулӗ. Сăмах май, системăна малашне ачан апатлану карттине те кӗртес шутлă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев