News by date 17 January 2024
-
Çил-тăманлă çанталăкра çул çине ан тухăр
Ӗнертенпе республикăра çил-тăман алхасать, юр çăвать. Паян ирхинене çулсене юр хӳсе кайнăран çынсем ӗç, вӗренӳ вырăнне вăхăтра çитеймерӗç. Пысăк хуласенче ир те, каç та «пробкăсем» 10 бала çитрӗç.
-
Шыва кӗмелли 99 вырӑн хатĕрлĕç
Тутарстан Республикинче Кăшарнире шыва кӗме 34 муниципаллӑ районта пурĕ 99 вакă касса йӗркелӗç.
-
Чăваш чӗлхи учебникӗн авторӗ вилсе кайнă…
Шупашкартан хурлăхлă хыпар çитрӗ. Чăваш тӗнчи тепӗр хастар çыннине, Раççей халăх учительне, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенне Галина Васильевна Абрамовăна ӗмӗрлӗхех çухатрӗ.
-
Туризм отраслӗ хăй кăна республика экономикине 88 миллиард тенкӗ илсе кӗнӗ
Тутарстан Республики çулсерен туристсемпе хăнасемшӗн илӗртӳллӗрех пулса пырать. Пӗлтӗр Хусана, ытти хуласемпе районсене пӗтӗмпе 4 миллион ытла çын килсе кайнă. Пуринчен ытла хăнасене Хусан Кремлӗ, Свияжск хула-утрав, Аслă Пăлхар музей-заповедник, Елабуга, Чистай, Теччӗ хулисем илӗртеççӗ.
-
Тутарстанри электронлă вӗрентӳ системин çӗнӗ адрес
Январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Электронлă вӗрентӳ системи» çӗнӗ форматпа ӗçлеме тытăнчӗ. Кирлӗччӗ-и ку пире, вăл мӗн парать, мӗншӗн сентябрӗн 1-мӗшӗнчен мар, январӗн 1-мӗшӗнчен куçма йышăннă? Ашшӗ-амăшӗсен çак тата ытти çивӗч ыйтăвӗсене январӗн 16-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука, патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗсем И. Г. Хадиуллинпа А.Р. Хайруллин уçăмлатрӗç
-
Коллектив АО «Транснефть — Прикамье» в 2023 году пополнили 64 молодых специалиста
АО «Транснефть — Прикамье» в 2023 году приняло на работу 64 молодых специалиста, успешно закончивших высшие и средние профессиональные учебные заведения.