Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çил-тăманлă çанталăкра çул çине ан тухăр

Ӗнертенпе республикăра çил-тăман алхасать, юр çăвать. Паян ирхинене çулсене юр хӳсе кайнăран çынсем ӗç, вӗренӳ вырăнне вăхăтра çитеймерӗç. Пысăк хуласенче ир те, каç та «пробкăсем» 10 бала çитрӗç.

Çил-тăмана пула Çӗнӗ çул умӗн уçăлнă тӳлевлӗ М-12 трассăна та Канашран тытăнса Шали таран вăхăтлăха хупма тивнӗ. Унта çула тухнă машинăсем путса ларнă-мӗн. Телее, инкеке лекнисене ятарлă службăсем çийӗнчех пулăшу панă. 


Патшалăх автоинспекцийӗ çынсене çил-тăман лăпланиччен çул çине тухмашкăн тăхтама ыйтать. Енчен те çул çине тухсан кӗтмен лару-тăрăва лекрӗр-тӗк 8 (843) 5333888 телефонпа шăнкăравламалла. 


Автобуссемпе электротранспорт графикпе çӳрейменнине, çынсем харпăр хăйсен автомобилӗсемпе çула тухайманнипе Хусанти метропа усă куракансем нумайланнă, çавна кура хушма поездсем çӳреме пуçланă. 


Çил-тăман Хусанпа Анат Кама аэропорчӗсен ӗçне те чăрмав кӳнӗ. Самолетсем палăртнă вăхăтра вӗçсе кайма та, килекеннисене йышăнма та пултарайман. 


Çулсене юр хӳсе кайнипе Апас патӗнче, Алексеевскипе Чистай хушшинче водительсен малалла кайма пулманнипе чарăнса ларма тивнӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев