Шыва кӗмелли 99 вырӑн хатĕрлĕç
Çӗнӗ хыпарсем

Шыва кӗмелли 99 вырӑн хатĕрлĕç

Тутарстан Республикинче Кăшарнире шыва кӗме 34 муниципаллӑ районта пурĕ 99 вакă касса йӗркелӗç.

Вĕсенчен 29 вырӑнĕ юханшывсенче, 33-шĕ — кӳлӗсенче, 37-шĕ çӑлкуçра пулĕ. Кун пирки Раççей МЧСӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Юрий Венедиктов пресс-конференцире пӗлтернӗ.

«Шыва ятарласа тунă вырăнсенче, çӑлавçӑсем пур çĕрте кӑна кӗмелле. Ку вырӑнсене ТР МЧСӗн сайтӗнче кĕрсе пăхма пулать. Шыва кӗрес умӗн ӳт-пĕве ӑшӑтмалла», — тесе палӑртнӑ спикер.

Юрий Венедиктов аса илтернӗ тăрăх, вакка майӗпен кĕмелле, шыва ятарлӑ пусмапа кăна анмалла, 1 минутран ытларах тăма юрамасть сивĕ шывра. Çавӑн пекех ачасен вакка аслисемпе пӗрле çеç кӗмелле.

Шыва кӗмелли кашни вырăнта тутарстансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерес тесе васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе полици службисем пулӗç.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 


Крещение

Нет комментариев