Тутарстанри тепӗр объект ЮНЕСКО списокне кӗнӗ
Мӗнпе асра юлать-ха иртсе пыракан 2023 çул Тутарстаншăн? Çӗршывшăн, регионшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ тӗрлӗ форумсем иртнипе, М-12 «Восток» автотрасса уçăлнипе тата ХФУн астрономи обсерваторийӗсене (ХФУ картишӗнчипе Хусан тулашӗнчи) Пӗтӗм тӗнчери культура еткерлӗхӗн ЮНЕСКО списокне кӗнипе. Декабрӗн 27-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра спикерсем çак çитӗнӳпе паллаштарчӗç.
Европа, Хӗвеланăç çӗршывӗсемпе Раççей хутшăнăвӗсем кăткăс вăхăтра Хусанти В. П. Энгельгард ячӗллӗ, вăйлă наука базиллӗ обсерваторисене ЮНЕСКО списокне кӗртни (Сауд Аравийӗнче сентябрӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ ЮНЕСКО комитечӗн 45-мӗш ларăвӗнче йышăннă) чăнах та çав тери пысăк çитӗнӳ. Ученăйсен, республика ертӳçисен, ТР Культура министерствин, РФ Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин тăрăшуллă ӗçӗ ку.
Асăннă командăра пулнă ТР Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова тӗнче сообществи хальхи лару-тăрăва пăхмасăр Раççее çав тери хисепленине каларӗ. Комитетра тăракан, Раççейпе туслă мар пилӗк çӗршыв та Хусан обсерваторийӗсене ЮНЕСКО списокне кӗртме хирӗç пулман иккен. Мӗншӗн тесен ку объект чăнах та тӗнче наукишӗн пӗлтерӗшлӗ объект. Унăн 1811 çултанпа (шăпах ун чух ХФУра астрономи кафедри çумӗнче обсерватори йӗркеленӗ, 1838 çултанпа Вена меридианӗн çаврашкипе космоса сăнама тытăннă) пыракан историйӗ те, бази те вăйлă. Халӗ те çӗршыври чи пысăк наука центрӗсенчен пӗри вăл. Студентсем кунта космос геодезийӗпе практикăсенче сăнавсем ирттереççӗ, ученăйсем Уйăха, планета астрономине, астрофизикăна тӗпчеççӗ. Хусан оборудованийӗпе Раççейре кăна мар, ют çӗршывсенче те усă кураççӗ.
Культура тата çутçанталăк еткерлӗхӗн ЮНЕСКО списокне паянхи кун 168 çӗршывран пурӗ 1119 объект кӗнӗ, вӗсенчен 32-шӗ — Раççейри. Ку енӗпе пирӗн çӗршыв 9-мӗш вырăнта иккен. Çӗршыв шайпе пăхас пулсан, Тутарстан малта. Хусан обсерваторийӗсем ЮНЕСКО списокне кӗнӗ 4-мӗш объект регионăн. Малараххисем — Хусан Кремлӗ (2000 ç.), Пăлхар хули (2014ç.), Свияжск хула-утраври Успени соборӗ (2017ç.). Хусан обсерваторийӗсем культурăн кăна мар, наука объекчӗ те пулнипе тата пӗлтерӗшлӗрех. Кун пек çитӗнӳ хальлӗхе урăх пӗр регионăн та çуккине Татьяна Ларионова мăнаçланса пӗлтерчӗ. Мӗншӗн тесен республика историллӗ культурăна сыхлассипе 1990 çулсенченех тӗллевлӗн ӗçлет.
ТР Культура министрӗ Ирада Аюповăпа ХФУн халăхсен хушшинчи хутшăнăвӗн директорӗн Рафаэль Валеевăн сăмахӗсем тăрăх, обсерваторисен проектне хӳтӗлеме вӗсене çăмăлах пулман. Пӗрремӗшӗнчен, Хусан университечӗн ученăй-астрономӗсен ӗçӗсем тӗнчере питех сарăлманнипе, иккӗмӗшӗнчен, Европа çӗршывӗсем пирӗн историе лайăх пӗлменнипе çыхăннă ку. Совет тапхăрӗнчи астрономсен ӗçӗсене курăмлă тесе шутламаççӗ иккен вӗсем. Ӗçӗсен шайӗпе пӗлтерӗшне тата тӳпери миçе çăлтăра ХФУ астрономӗсен ятне панин списокне кăтартсан тин комитет пайташӗсен иккӗленӳ юлман.
Хусан ученăйӗсем хамăр обсерваторисене çак списока кӗртес пуçарупа 2009 çултах тухнă пулнă-ха. 2017 çулта Тутарстана килнӗ организацин генеральнăй директорӗ Ирина Бокова та ырланă. Тӗп ӗçе вара ТР Патшалăх Канашçи М.Шаймиев ертсе пыракан «Возрождение» фонд тӗрев панипе 2019 çулта пуçăннă. Хусан обсерваторийӗсем чăнах та тӗнче еткерлӗхӗ пулнине ӗнентерсе томӗ-томӗпе ӗç çырнă ученăйсем.
Мӗн парать-ха ЮНЕСКО списокне кӗни? Чăн малтан сумне тата ӳстерсе тӗнче шайне кăларать. Малашне ку обсерваторисем туристсене кăна мар, наука сообществине те илӗртӗç. Кунта наука форумӗсем, тӗлпулусем, культура мероприятийӗсем иртӗç. Сăмах май, обсерваторин халех тӗнчере сайра экспонатсенчен тăракан икӗ музейӗ пур. Унта хуть кам та килсе курма пултарать. Çапла вара Хусан культура, гастрономи кăна мар, çитес вăхăтра тата астрономи цӗнтрӗ те пуласси куçкӗрет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев