News by date 27 December 2023
-
ТР Раисӗ Рустам Минниханов çулленхи пресс-конференцире çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене турӗ
Декабрӗн 25-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Миннихановпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе анлă пресс-конференци иртрӗ. Унта республикăра тухса тăракан массăлла хыпар хатӗрсен представителӗсемпе журналистсем хутшăнчӗç. Тӗлпулăва Рустам Минниханов СВО теминчен пуçларӗ.
-
ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра Çӗнӗ çул уявӗсенче пушар хăрушлăхӗ ӳснине, пиротехникăпа пӗлсе усă курмаллине асăрхаттарчӗç
Çӗнӗ çулăн канмалли кунӗсенче республикăра пурăнакансен кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх енчен проблемăсем пулмалла мар. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗç. Пушар хуралӗн тӗп инспекторӗ Максим Трущин Çӗнӗ çул уявӗсене тунă чух вут-кăварпа тимлӗ пулмаллине асăрхаттарчӗ.
-
«Салават купере» микрорайона пӗрмеллӗ автобуссем çӳреме тытăнаççӗ
Хусан влаçӗсем Беларуçре кăларнă пӗрмеллӗ автобуссем туяннă. Вӗсем малашне «Салават купере» çӗнӗ микрорайон халăхне турттарӗç, çапла пӗлтернӗ ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министрӗ Фарит Ханифов.
-
Тутарстанри тепӗр объект ЮНЕСКО списокне кӗнӗ
Мӗнпе асра юлать-ха иртсе пыракан 2023 çул Тутарстаншăн? Çӗршывшăн, регионшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ тӗрлӗ форумсем иртнипе, М-12 «Восток» автотрасса уçăлнипе тата ХФУн астрономи обсерваторийӗсене (ХФУ картишӗнчипе Хусан тулашӗнчи) Пӗтӗм тӗнчери культура еткерлӗхӗн ЮНЕСКО списокне кӗнипе. Декабрӗн 27-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра спикерсем çак çитӗнӳпе паллаштарчӗç.
-
Алексей Песошин «Инженер года» конкурс çӗнтерӳçисене саламланӑ
Декабрĕн 25-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Премьер-министрӗ Алексей Песошин республикӑри малта пыракан инженерсене саламланă. Мероприяти ТР Суту-илӳпе промышленность палатин площадкинче иртнӗ.