Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Раисӗ Рустам Минниханов çулленхи пресс-конференцире çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене турӗ

Декабрӗн 25-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Миннихановпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе анлă пресс-конференци иртрӗ. Унта республикăра тухса тăракан массăлла хыпар хатӗрсен представителӗсемпе журналистсем хутшăнчӗç. Тӗлпулăва Рустам Минниханов СВО теминчен пуçларӗ.

Декабрӗн 25-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Миннихановпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе анлă пресс-конференци иртрӗ. Унта республикăра тухса тăракан массăлла хыпар хатӗрсен представителӗсемпе журналистсем хутшăнчӗç. 

Тӗлпулăва Рустам Минниханов СВО теминчен пуçларӗ. «Çак темăна сӳтсе явмасăр пӗр кун та иртмест. Кашни муниципалитет, кашни ял-хула, кашни предприяти вăл е ку шайра пулăшу программине хутшăнать», — терӗ Рустам Минниханов. ТР Раисӗ Тутарстанăн шефа илнӗ хулисен шутӗнче Лисичанскпа Рубежное пуррине аса илтерсе республика хуласене çӗнӗрен çӗклессипе, социаллă объектсене тăвассипе, шывпа çутă кӗртесси таран, строительство ӗçӗсене пуçарнине, РФ Аслă главнокомандующийӗ лартнă задачăсене — мобилизаципе, контракт çырассипе, ытти енӗпе туллин пурнăçланине тата гуманитари пулăшăвне тăтăшах ярса тăнине палăртрӗ.

Малалла ТР Раисӗ Хусанти ЦУМ пулнă çуртра Халăх промыслисен центрне уçнипе унăн пӗлтерӗшӗ, тутарсенне кăна мар ытти халăхсен культура еткерне упраса хăварассипе çӗнӗ çулсем шырассине каларӗ. 

Геополитика ыйтăвӗсене тишкернӗ май тӗнчери лару-тăру кам пирӗн тус, кам тăшман пулнине уççăн кăтартнине, юлашки çулсенче Ислам пӗрлӗхӗн организацине кӗрекен çӗршывсемпе туслă çыхăнусем çирӗпленсе пынине палăртрӗ. Çитес çулта БРИКС саммитне йышăннине те асăнса хăварчӗ. «Хатӗрленӳ ӗçӗсем пуçланнă. Шанатăп, яланхи пек патшалăх пуçлăхӗсене, саммита хутшăнакансене тивӗçлӗ шайра кӗтсе илӗпӗр», — терӗ Рустам Минниханов. 

М-12 автоçулăн пӗлтерӗшӗпе шайӗ пирки каласа çитес çул Алексеевски — Элмет тӳлевлӗ çул уçăлассине пӗлтерчӗ. 

Малалла республика ертӳçи регионти туризм аталанăвӗ, инженери кадрӗсен кирлӗлӗхӗ, çак тӗллевпе Элметре Нефтьӗн аслă шкулне, каярах Анат Камăра та, уçассине, Çырчаллинче «КАМАЗпа» пӗрле техника енӗпе аслă шкул йӗркелеме тӗллев пуррине, Хусанти федераллă университетăн обсерваторийӗсене ЮНЕСКО списокне кӗртнин пӗлтерӗшӗ, мигрантсене йышăнасси, вӗсене ӗçпе тивӗçтересси тата вӗрентесси пирки каларӗ. 
Журналистсем хăйсене тӳрремӗн пырса тивекен проблемăна та республика ертӳçи патне çитерчӗç — почта ӗçӗ пирки. Яллă районсенче почта уйрăмӗсем хупăннипе, почтальонсем çуккипе хаçат-журналсене çырăнасси чакса пырать. 

Рустам Минниханов почта службине чăннипе те сахалрах тимлӗх уйăрнине, почта ӗçченӗсен пӗчӗк ӗç укçи пулнине пӗлнине пӗлтерчӗ. «Вăл паллах федераллă шайри ведомство. Анчах вӗсем пирӗн республикăра. Эпир вӗсене çыру çырнă. Мӗн тумаллине шутлăпăр», — терӗ ТР Раисӗ.


Юлашкинчен Рустам Минниханов пурне те çывхарса пыракан Çӗнӗ çулпа саламларӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика