Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Песошин «Инженер года» конкурс çӗнтерӳçисене саламланӑ

Декабрĕн 25-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Премьер-министрӗ Алексей Песошин республикӑри малта пыракан инженерсене саламланă. Мероприяти ТР Суту-илӳпе промышленность палатин площадкинче иртнӗ.

Хутшӑнакансене саламланӑ май Алексей Песошин Тутарстан Раççейре промышленность аталанăвĕн енĕпе малта пыракан регионӗсенчен пӗри пулнине палӑртнă.

«Республика ертӳлӗхӗ инженери профессийӗсен престижне хастар тытса пырать. Тутарстанра экономикӑн пысӑк технологиллӗ отраслӗсем валли квалификациллӗ инженери кадрӗсем хатӗрлеме пулӑшакан малта пыракан виçӗ инженери шкулĕ йӗркеленӗ, — тенӗ Алексей Песошин.— Тата икӗ малта пыракан инженери шкулне 2024 çулта йӗркелӗсшĕн.

«Вакууммаш» АО çамрӑк сотрудникӗсем пуçарнипе тата Рустам Минниханов пулӑшнипе 2019 çултанпа «Инженер года» республика конкурсне йӗркеленӗ. Ăна республикăри предприятисемпе организацисен чи лайӑх инженерӗсене палăртас тĕллевпе иртереççĕ.

Конкурса çамрӑк тата опытлӑ инженерсем те хутшӑнма пултараççӗ. Кӑçал вăл тӑваттӑмӗш хут иртнĕ, унта 68 производство предприятийӗпе аслӑ пӗлӳ паракан организацисенчен 339 çын хутшӑннă.

ТР Премьер-министрӗ ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерствине конкурса йӗркеленӗшӗн, чылай предприяти ертӳçисене (конкурса хутшӑннӑшӑн) тав сӑмахӗсем каланă. Çавӑн пекех вӑл вĕренӳ заведенийĕсем кӑтартакан хастарлӑха та палӑртнӑ.

«Паян эпир конкурс çӗнтерӳçисене чыслатпӑр. Шансах тӑратӑп: эсир тунă çитӗнӳсем организацисен производство вӑй-хӑватне аталантарма, конкуренципе оборона пултарулӑхне тата çӗршывӑмӑрӑн никама пӑхӑнманлӑхне çирӗплетме тивӗçлӗ тӳпе хывӗç. Çӗнтерӳпе саламлатӑп!» — тенӗ Алексей Песошин.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество