УÇĂ СЫВЛĂШРИ ПӖРРЕМӖШ ОПЕРА
Илемлӗ пултарулăх лаççинче тăрăшакансен ӗçӗсене чăннипе хаклаканӗ вăхăт. Авă, Тутар халăх поэчӗ Ренат Харис либреттипе Эльмир Низамов 10 çул каялла çырнă «Кара пулат» оперăнах илер. Хайлавăн сюжечӗ те çав тери сулмаклă. Тӗлӗнмелли çук, Ренат Харис çыракан кашни поэма хăйӗн тарăн шухăшӗпе, мăнаçлăхӗпе, çав вăхăтрах этемлӗхӗпе тата тӗрӗслӗхӗпе тӗлӗнтерет, савăнтарать. 2015 çулта Георгий Ковтун режиссер лартнă постановка та хăйӗн илемлӗхӗпе либретто авторӗпе, композиторпа пӗр шухăшлă эпикăлла опера чапӗ таçта инçете саланмалла пекчӗ. Анчах, те вăхăчӗ çитеймен, те урăх сăлтавсене пула репертуартан часах кăларнă ăна.
Кăçал, Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ ислам тӗнне йышăннăранпа 1100 çул çитнӗ çул, çӗнӗрен чӗрӗлсе тăчӗ опера. Малтанах К.Тинчурин ячӗллӗ комедипе драма театрӗнче лăк тулли залра темиçе спектакль вылярӗç артистсем. Çăва тухсан «Кара пулатра» пулса иртекен хурлăхлă ӗçсем çинчен каласа паракан оперăна Пăлхар заповедникӗнче опен-эйр ирттерме шут тытнă. Опера 2015 çулта кун курнă чух та ТР Президенчӗн Канашçи М.Шаймиев пулăшнă. Кăçал та «Кара пулата» «чӗртсе тăратма» сӗнекенӗ Минтимер Шарипович пулнă. Пăлхарта лартнă постановка та вăл çине тăнипе «Возрождение» фонд укçи-тенкипе пулнă. ТР Культура министерстви, «Сетевая компания» УАО, Спас муниципаллă районӗ, Пăлхар музей-заповедникӗ, А.Х.Халиков ячӗллӗ археологи институчӗ, Пăлхар ислам академийӗ тата «ТАТМЕДИА» АО пӗрле йӗркелесе ирттернӗ опен-эйра.
Паллах, спектакле уçă сывлăша илсе тухнипе çыхăннă улшăнусем нумай. Чи малатанах çутăпа ӗçлекен техниксен умне пысăк ыйтусем сике-сике тухнă. Ăнланмалла ӗнтӗ, каç сӗмӗ çапсан тин пуçланӗ курăну. Сценăна хура палата умӗнче хатӗрлесси пирки иккӗленӳ пулман, апла унăн стенисем çине проекципе ӳкерчӗксем лартмалла. Сцена çинчи ӗç-пуçпа мӗнле килӗшсе тăрӗ вăл, кураканшăн ӳкерчӗксем саланса каймӗç-и... Нумай-нумай ыйтăва тӗрӗс татса парса ăнăçлă курăну тума 3D-мэппинг технологийӗпе усă курнă ăстасем.
Каларăмăр ӗнтӗ, театрти спектакле Г.Ковтун лартнă. Уçă сывлăшри спектаклӗн хăйне евӗрлӗхӗсене шута илсе кăшт улшăнусем кӗртме тивни пирки Пăлхарти постановкăн режиссерне Ильгиз Зайниева çирӗплетнӗ. Оперăра тӗп партисене ТР тава тивӗçлӗ артисчӗсем Илюса Хузинапа Артур Исламов пулчӗç. Спектакле хутшăннă çамрăк юрăçсем Ильгиз Мухутдиновпа Денис Ханбаба, тен, «Кара пулатран» паллă артистсем пулӗç. Çинех тата Раççейӗн Пысăк театрӗн директорӗ, искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Владимир Урин та куракансен хушшинчеччӗ. Паллах, К.Тинчурин ячӗллӗ театр артисчӗсем те хутшăннă оперăна. Ильяс Камал ертсе пыракан оркестр та К.Тинчурин театрӗнченех. Уçă сывлăшра калама оркестра çăмăлах мар – çывăхрах Кама, çил хăвăртлăхӗ мӗнлерех пулӗ, çумăр çăвӗ-и, уяр çанталăк тăрӗ-и – çаксене пурне те шута илсе ятарлă экрансем ăсталанă. Çапла оркестр сассине «çăлса» хăварнă.
Сцена умне хурса тухнă утă тюкӗсем çине вырнаçса ларнă куракансем сӗм çӗрлеччен итлерӗç оперăна. Пăлхар историйӗнче те, Тутарстанра та пӗрремӗш хут иртнӗ опен-эйр умӗн М.Шаймиев тухса пухăннисене саламларӗ. Пăлхара çӗнӗрен чӗртсе тăратма ӗмӗтленни пурнăçланнишӗн савăннине пӗлтерчӗ вăл. «Хамăр мӗн туса хунине хамăр та ăнланса ӗлкӗреймерӗмӗр-ха», – терӗ кăмăллăн ӗмӗрсем хушши ишӗлсе ларнă хулашне реконструкцилени пирки те, нумай конфессиллӗ республикăра ислам йышăннин 1100 çуллăхне лăпкăн, килӗшӳллӗн, пӗр-пӗринпе хирӗçмесӗр паллă туни пирки те. «Тутарстансем хуть мӗнле ӗç алла тытсан та чыслăн вӗçлеççӗ. Пӗтӗм тӗнче, ЮНЕСКО умӗнче çакăнта Пăлхара, авалхи палăка чӗртсе тăратнине кăтартса ӗнентерме пултартăмăр»,– терӗ вăл чыслăн. «Кара пулат» оперăна çулсерен Пăлхар çӗрӗ çинче опен-эйр кăтартма йышăнни çинчен те каларӗ Минтимер Шаймиев.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем
«Татар-информ» ИА сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев