News by date 21 August 2022
-
ЧИРКӲСӖР ÇĂЛĂНĂÇ ÇУК
"Игнатий владыка, сирӗн рубрикăна интересленсех вулатăп ялан. Манăн та пӗр ыйту пур. Чиркӳре укçа пуçтарасси, тӗн ӗçӗсемшӗн (таинства) тӳлесси пирки. «Чиркӳре укçа памасан шыва та кӗртмеççӗ, панихида та тумаççӗ, венчете те тăратмаççӗ, çылăх каçарнăшăн та памалла», – тенине пӗлӗшсенченех нумай илтетӗп. Хам эп чиркӗве çӳрекен çын, çавăнпа Чиркӳ çуртне тытса тăма та, çутăшăн-мӗншӗн тӳлемеллине те ăнланатăп. Анчах хирӗç калакансене тӗплӗн ăнлантарса пама пӗлӳ çитмест. Çавăнпа сиртен ыйтатăп ку ыйтăва уçăмлатма. Тавтапуç сире». Надежда И., Çӗпрел районӗ
-
КĂТКĂССИ ÇИНЧЕН АНСАТ ЧӖЛХЕПЕ
Цифра паян пур çӗрте те хуçа. Анчах пуриншӗн те ăнланмалла-ши вăл? Цифровизаци çинчен паян нумай калаçаççӗ, çыраççӗ. Экономика та цифрăллă халӗ, производство та, социаллă пурнăç та. Онлайн-услугăсем, интернетри суту-илӳ, электронлă тӳлевсемпе документ çаврăнăшӗ тата тем те пӗр... Цифра паян пур çӗрте те хуçа. Анчах пуриншӗн те ăнланмалла-ши вăл? Çавăнпа кăткăсси çинчен ансат чӗлхепе каласа пама тăрăшăпăр
-
УÇĂ СЫВЛĂШРИ ПӖРРЕМӖШ ОПЕРА
Илемлӗ пултарулăх лаççинче тăрăшакансен ӗçӗсене чăннипе хаклаканӗ вăхăт. Авă, Тутар халăх поэчӗ Ренат Харис либреттипе Эльмир Низамов 10 çул каялла çырнă «Кара пулат» оперăнах илер. Хайлавăн сюжечӗ те çав тери сулмаклă. Тӗлӗнмелли çук, Ренат Харис çыракан кашни поэма хăйӗн тарăн шухăшӗпе, мăнаçлăхӗпе, çав вăхăтрах этемлӗхӗпе тата тӗрӗслӗхӗпе тӗлӗнтерет, савăнтарать. 2015 çулта Георгий Ковтун режиссер лартнă постановка та хăйӗн илемлӗхӗпе либретто авторӗпе, композиторпа пӗр шухăшлă эпикăлла опера чапӗ таçта инçете саланмалла пекчӗ. Анчах, те вăхăчӗ çитеймен, те урăх сăлтавсене пула репертуартан часах кăларнă ăна.
-
ХУСАНА ПАЛЛĂ АРТИСТСЕМ КИЛЕÇÇӖ
Сентябрӗн 7-мӗшӗнче XVIII Халăхсен хушшинчи Мăсăльман кинофестивалӗ уçăлать Самана улшăнсан та Хусан халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн девизӗ юлать. Пачах урăхла, паянхи кăткăс лару-тăрура çак сăмахсем тата тӗрӗсрех, ăслăрах, апла кирлӗрех те илтӗнеççӗ: «Культурăсен диалогӗ урлă диалог культури патне».