Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНА ПАЛЛĂ АРТИСТСЕМ КИЛЕÇÇӖ

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче XVIII Халăхсен хушшинчи Мăсăльман кинофестивалӗ уçăлать Самана улшăнсан та Хусан халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн девизӗ юлать. Пачах урăхла, паянхи кăткăс лару-тăрура çак сăмахсем тата тӗрӗсрех, ăслăрах, апла кирлӗрех те илтӗнеççӗ: «Культурăсен диалогӗ урлă диалог культури патне».

Сентябрӗн 7 – 11-мӗшӗсенче ӗçлӗ кинфестиваль. Кăçал 625 ӗç пăхса 50 кинофильм суйласа илме тӳр килнӗ Нина Кочеляева ертсе пыракан ятарлă комиссин. 44 çӗршыв Хусанти кино мешехине хутшăнма кăмăл тунă. Яланхи пекех киносене 5 номинаципе хаклӗç: тулли метражлă тата кӗске метражлă вылякан фильмсем; тулли тата кӗске документлă фильмсем; наци конкурсӗ. Кашни номинацире вуншар кинолента малти вырăнсене çӗнсе илессишӗн тупăшӗç. Паллă кинорежиссер Владимир Хотиненко кăçал Хусанти мăсăльман кинофорумӗн жюри председателӗ. Çаплах жюрире Египет, Иран, Инди, Турци, Пӗрлешӳллӗ Арабсен Эмирачӗсен кино ӗçченӗсем ӗçлӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев