Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧИРКӲСӖР ÇĂЛĂНĂÇ ÇУК

"Игнатий владыка, сирӗн рубрикăна интересленсех вулатăп ялан. Манăн та пӗр ыйту пур. Чиркӳре укçа пуçтарасси, тӗн ӗçӗсемшӗн (таинства) тӳлесси пирки. «Чиркӳре укçа памасан шыва та кӗртмеççӗ, панихида та тумаççӗ, венчете те тăратмаççӗ, çылăх каçарнăшăн та памалла», – тенине пӗлӗшсенченех нумай илтетӗп. Хам эп чиркӗве çӳрекен çын, çавăнпа Чиркӳ çуртне тытса тăма та, çутăшăн-мӗншӗн тӳлемеллине те ăнланатăп. Анчах хирӗç калакансене тӗплӗн ăнлантарса пама пӗлӳ çитмест. Çавăнпа сиртен ыйтатăп ку ыйтăва уçăмлатма. Тавтапуç сире».​ Надежда И.,​ Çӗпрел районӗ

Xисеплӗ Надежда, тавах ыйтушăн. Тӗрӗс çыратăн, нумайăшне ку ыйту хумхантарать. Чиркӳ вăл суту-илӳ центрӗ мар. Унта йăлт çын ирӗкӗпе пулса пырать, вăйпа никам та туртса илмест. Чиркӳ ​ бюджет балансӗ çинче тăмасть, вăл ыркăмăллăхпа пурăнать. Грецире, тӗслӗхрен, чиркӳ тăкакӗсене бюджет пулăшăвӗпе саплаштарса пыраççӗ, Раççейре апла мар.​

Чиркӳ çӗр çинче ларать, пачăшкă та тӳперен аннă пирӗшти мар, вăл та çынах. Çутăшăн та, хутса ăшăтнăшăн та тӳлевне парса татмалла. Пачăшкă та çăкăр çиет. Ку чухне чиркӗве çынсем хăй ирӗкӗпе панă укçа-тенкӗпе тӗрӗс усă курма пӗлмелле. Юрлакансене те, тасатса тирпейлесе тăракансене те тӳлемелле. Ниçтан та ӗç укçи илмен пачăшкăн та мӗнле те пулин пурăнас пулать, çемйине тытса тăмалла, ачисене ӳстерсе вӗрентмелле тата ытти те.​

Çынсем хапсăнчăк пачăшкă çине пăхса чиркӳрен сивӗнеççӗ, пăрăнаççӗ. Чистай тата Анат Кама епархийӗнче ӗçлесе хам та ун пеккисене нумай куртăм. Пачăшкăсем иртӗнсе пурăнма пуçланă, пӗр çурт лартнипе кăна та çырлахмаççӗ, коттедж çине коттедж. Паллах, прихут çыннисем кураççӗ çакна, сивлеççӗ, пачăшкăна пула Чиркӗве шанми пулаççӗ. Йӗрке кӗртме тытăнсан хирӗç тăма пуçларӗç, мана епископран кăларттарас тесе тăрăшрӗç.​

Чиркӳ пурнăçӗ йăлт настоятельтен килет, тӗн вăрттăнлăхӗсене ирттернӗшӗн нимле тариф та çук. Шыва кӗртнӗшӗн те, венчете тăратнишӗн те. Ку йăлтах ирӗклӗ, çын чиркӗве пулăшас тет-тӗк, хăй пултарнă таран парса хăварать. Çук-тăк никам та, ним те пусахласа ыйтмасть. Настоятель прихутри çынсене пурне те пӗлмелле. Кам мӗнле пурăннине, ăна мӗн пăшăрхантарнине, чирӗ-мӗнӗ таранчченех. Пачăшкă пуриншӗн те атте пек пулмалла: ăнланмалла, хӳтлӗх шыракансене лăплантармалла, тӗрев памалла, чышса ямалла мар.

Ман атте те тӗн çынни, пачăшкă пулнă. Вăл пире урăхла каласа вӗрентетчӗ. Чирлисем, ваттисем патне килнех çылăх каçарттарма, сыптарма çӳретчӗ. Хăш-пӗрин килӗнче тирпейсӗрлӗх курсан – ара чирлӗ, тăрайми выртакан çын мӗн тăвайтăр – тăванӗсене шыраса тупса е чиркӗве пулăшма çӳрекенсене тирпейлеттеретчӗ, пире те явăçтаратчӗ. Вырăнӗ таран çутарттаратчӗ, çума та юрăхсăррисене çунтарттарса çӗннине туянса паратчӗ. Çук çынсене хăй укçа парса пулăшса хăваратчӗ, тем пек пама тăрсан та илместчӗ ун пеккисенчен. Пире те çапла вӗрентсе хăварчӗ.​

Çавăнпа пачăшкă çине пăхса Чиркӗве хак пани тӗрӗс мар. Чиркӳсӗр çăлăнăç çук. Чиркӗве айăплани Христоса айăплани пулса тăрать. Вăл Чиркӗве пуç пулса тăрать. Хăш чухне Чиркӗве хуратни провокаципе те ултавпа кăна çыхăннă.​

Çапах мӗншӗн-ха Чиркӳре йăлт тӳлевсӗр мар? Мӗн тума кирлӗ Чиркӗве укçа? Хуравӗ ансат, çиелтех, пурне те курăнмалла, маларах та каларăм ун пирки. Чиркӗве ​ хуть мӗнле организаци пекех харпăр миссие пурнăçлама укçа-тенкӗ кирлӗ. Пӗрремӗш христиансем те Палестина тăрăх Христос хыççăн утнă чух ыркăмăллăх пулăшăвӗ валли пӗчӗк ещӗк йăтса çӳренӗ. Çветтуй писанире те Христоспа унăн вӗренекенӗсем пулăшу йышăннине çырса хăварнă.​

Шел пулин те, хăйне православи çынни текеннисенчен пурте куллен Чиркӗве çӳремеççӗ. Вăхăтран-вăхăта килсе кайнă хыççăн Чиркӗве пулăшма ятарласа лартнă ещӗке курсан е карчăксем пуçтарнине асăрхасан сивлесе: «Эпир Турă патне килнӗ, ăна вара укçа кирлӗ мар», – теççӗ. Тӗрӗс. Анчах Чиркӗве килекен ăна тирпейлӗ те таса, хăтлă курас тет. Чиркӳ çуртне тытса тăма çăмăл мар. Пурăна киле йăлт юхăнать. Тирпейлесе юсаса тăракан çыннине тупмалла. Унăн çемье, паллах, тӳлемелле. Хуть мӗнле епархийӗн те ӗçлекенсен штачӗ пур. Чиркӗве килекенсене пурне те хор юрлани килӗшет. Юрлакансем чиркӳ çыннисем мар, кӗлӗсем юрланипе иртчӗр тесен вӗсене ытти ӗçрен хăтармалла. Тӳлевсӗр юрласан епле пурăнтăр-ха вăл? Ун çăкăр çимелле вӗт? Çавăнпа Чиркӳ юрлакансене тӳлет. Унсăрăн вӗсене урăх ӗç шырама тивет.​

Çавăнпа тепӗр хут калатăп, пачăшкăн прихутри çынсене пӗлмелле. Халӗ ытларах çын йывăр, чухăн пурăнать. Çавăнпа вӗсенчен ним те ыйтмалла мар. Ăнланакан пачăшкă ăна каламасăрах пӗлет. Ăнланаканни, Чиркӗве юратса çӳрекенни ыйтмасăрах пулăшать.​

Храм – тӗн услугисен рынокӗ мар. Чиркӗве укçа пани тӗн вăрттăнлăхне укçалла илнине пӗлтермест. Çылăх каçарттарнă чух Турă ​ эс пачăшка мӗн чухлӗ хурса панине пăхмасть, уншăн эс чăнах та улшăнма хатӗрри, чунна çылăхран тасатни кирлӗ. Укçа пани Чиркӗве тытса тăма пулăшнине кăна пӗлтерет, çавă çеç. Ку ыркăмăллăх ӗçӗ.​

Надежда, эп сирӗн ыйтăва хуравларăм пулӗ тетӗп.​

Турă пилӗ сирӗнпе пуринпе те пултăр.​

Гурьевски епископӗ,​

Кемерово епархийӗн​

 викарийӗ Игнатий.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев