УЛТĂ ЯЛТАН ВӖРЕНМЕ ÇӲРЕНӖ
Хулаçырми вăтам шкулӗ Çӗпрел районӗнче вӗрентӳ кăтартăвӗсемпе лайăх шутра
Шкул историне тӗпчеме питӗ интереслӗ. Уйрăмах вăл хăçан йӗркеленсе кайни, учительсем камсем пулни, хăçан мӗн чухлӗ ача вӗренни тата ытти те. Пуринчен ытла кивӗ сăнӳкерчӗксене сăнама кăсăклă. Унта палланă сăнсене, тăвансене шыратăн. Хăш-пӗрисем сăн-сăпачӗпе пӗрле вӗреннӗ атьсенех аса илтереççӗ. Хăш çулта сăн ӳкерӗннине шута илсен çакскерсем ашшӗ-амăшсем мар, аслашшӗ-кукашшӗ е асламăш-кукамăш пулнине ăнланатăн.
Иртни
1841 çулта уçăлнă Хулаçырми шкулӗ, хут çинче ăна вырăсла «инородческое училище» тесе палăртнă. 1861 çултан пуçласа Пăва уесне кӗрекен ялта арçынсемпе хӗрарăмсен уйрăм училищисем ӗçлеме пуçлаççӗ. 1894 çултан икӗ класлă шкул хута каять. Пӗрремӗш вӗрентекен кам пулни те паллă – И.Захаров.
XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринчен пуçласа ялта чиркӳпе прихут шкулӗ ӗçлет, унта Хулаçыр-
мипе пӗрле 6 ялтан вӗренме çӳренӗ: Çӗнӗ Чакăран, Кивӗ Чакăран, Аслă Аксуран, Кӗçӗн Аксуран, Чăваш Паснапуçӗнчен.
Октябрь революцийӗ хыççăн лару-тăру пач улшăнать. Çӗршывра вӗренменнине хирӗç кӗрешӳ тытăнать. Çакăнтан пуçласа ӗнтӗ эпир пурте пӗлекен хальхи шкул моделӗ йӗркеленме тытăнать. Вӗрентекенсем пурте тенӗ пек Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗренсе тухнисем пулнă – Еливанова, Фекла Яковлева, Варвара Коробовăпа Варвара Павлова.
Вӗренекенсен шучӗпе çыхăннă статистика интереслӗ. Ун тăрăх историлле пулăмсем, çӗршыври лару-тăру вӗрентӳ çине еплерех витӗм кӳнине, халăх пӗлӳ илесси çине епле пăхнине тӗпчесе пӗлме пулать. Малтанхи çулсенче вӗренме çӳрекенсен шучӗ сахалрах пулнă, ытларах арçын ачасем шкула кайнă. Паллă ӗнтӗ, вăл вăхăтра пурте ачине шкула çӳреттересшӗн те пулман, килти ӗçпе пурăннă. 1926–1941 çулсенче вӗренекенсен шучӗ 13 ачаран 456-а çитнӗ пулсан, вăрçă çулӗсенче 243-е çити чакса ларнă. Вăрçă чарăнсан майпен йыш ӳссе пынă. Чи пысăк кăтарту 1969 – 1975 çулсене тивет. Çак çулсенче ача шучӗ 633-рен 670-е çитнӗ! Тепӗр вунă çултан ача шучӗ тăрук чакса ларни вара чăннипех тӗлӗнтерет: 1985 çулта шкула 148 ача вӗренме килнӗ. Ку ӗнтӗ паспорт илнӗ халăх купи-капанӗпе хулана пурăнма, ӗçлеме тухса кайнипе çыхăннă пулмалла. 80-мӗш çулсенче çемье-
сенче сахалрах ача çуралма тытăннипе те çыхăннă, паллах. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çемье-
сенче вăтамран та 7–10 ача пулнă-тăк, 80-мӗш çулсем иртсен 2–5 ача шутланнă.
Паянхи
Хальхи вăхăтра шкулта 82 ача вӗренет, вӗрентекенсем 20-ӗн.
Хулаçырми вăтам шкулӗ Çӗпрел районӗнче вӗрентӳ кăтартăвӗсемпе лайăх шутра. Вӗренекенсен пӗлӳ пахалăхӗ 2022 çулта 58 процентпа танлашнă. Шкул директорӗ Надеж-
да Мокшина пӗлтернӗ тăрăх, 2021-2022 вӗренӳ çулӗнче
11-мӗш класс пулманнипе ППЭ кăтартăвӗсем çук. Тӗп патшалăх экзаменне (ТПЭ) 9-мӗш класс хыççăн 12 ача тытнă. Вӗсен хушшинче япăх кăтартупа палăрнисем çук. 8-шӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи вăтам профессилле вӗрентӳ учрежденине вӗренме кӗнӗ, тăваттăшӗ 10-мӗш класа юлнă.
2020-2021 вӗренӳ çулӗнчи кăтартусемпе вара пӗтӗм шкул мăнаçланать. Ун чухне 11-мӗш класран 12 ача вӗренсе тухнă, вӗренӳпе юлса пыракансем пулман. 4 выпускник вара пӗрле 8 чи пысăк кăтарту тума пултарнă.
Настя Васильева общест-
вознанипе 100 балл, вырăс чӗлхипе 90 балл пухса ХФУна «Педагогика вӗрентӗвӗ» направленипе вӗренме кӗнӗ. Унсăр пуçне университетран 100 пин тенкӗлӗх грант, ТР Вӗрентӳпе наука министерст-
винчен 15 пин тенкӗ илме тивӗçнӗ.
Ольга Тарасова «Вӗренӳри уйрăм çитӗнӳсемшӗн» ылтăн медальпе шкул пӗтернӗ. Вăл районӗпе те экзаменсене парса чи пысăк балл пухнисен шутӗнче. Вырăс чӗлхине – 98, математикăна – 84, общество-
знание 86 баллăх панă.
Коля Николаевăн кăтартă-вӗсем те пысăк: вырăс чӗлхипе –
86, математикăпа – 80 балл. Кос-
тя Угаслов вырăс чӗлхине 80 баллăх панă. Çапла 12 выпускникран 7-шӗ аслă шкула вӗренме кӗнӗ. Ульяновскри педколледжра вӗренекен Динара Арифуллова вара тăван шкулта практикăра пулма та ӗлкӗрнӗ. Вӗрентекенсем Настя та, Динара та тăван шкула ӗçлеме таврăнасса питӗ те шанса тăраççӗ.
Вӗренӳсӗр пуçне ытти ӗçре те – спортра, культура ӗçӗнче, конкурссенче те палăраççӗ хулаçырмисем. Кино искусствипе те паллашма ӗлкӗрнӗ. 2018 çулта ялта Николай Угаслов çинчен ӳкернӗ илемлӗ фильма профессилле актерсемпе пӗрле ял çыннисемпе шкулта вӗренекенсем те хутшăннă. «Асам» кинофестивалӗн парнине илме тивӗç пулнă. Мӗн тейӗн – пултараççӗ! Вӗренекенсем хăйсен вӗрентекенӗсене чăннипех тивӗç.
Сăнӳкерчӗксем Хулаçырми шкулӗн архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев