Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Урал енчи чăваш сасси

Константин Иванов, Ухсай Яккăвӗ классиксем çуралнă Пушкăртстанри чăвашсене пӗрлештерсе тăракан «Урал сасси» обществăпа политика хаçачӗ ноябрӗн 29-мӗшӗнче 35 çулхи юбилейне паллă турӗ.

Уяв мероприятийӗсен пӗрремӗш пайӗ Пелепей хулинчи чăваш гимназийӗнче иртрӗ. Хаçатăн штатра тăман авторӗсем, тусӗсем, ытти регионсенчи чăваш хаçачӗсен ертӳçисемпе журналисчӗсем пухăнса «Наци прессин аталанăвӗ» темăпа çавра сӗтел ирттерчӗç. Чăваш журналистикин паянхи ыйтăвӗсене сӳтсе явнă çӗре хусансем эпир шел те, ӗлкӗреймерӗмӗр, Пушкăртстана çул çывăх мар. Хамăртан ăшă салама «Урал-Паттăр» Наци культурисен центрӗнче иртнӗ хаваслă мероприятире каларăмăр. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова «Урал сасси» хаçат коллективне хамăр хаçат ӗçченӗсенчен кăна мар, Тутарстан чăвашӗсен ятӗнчен саламланă май официаллă хыпар хатӗрӗсен вырăнӗ паянхи информаци вăрçи пынă вăхăтра калама çук пысăккине каларӗ. Блогерсемпе танлаштарсан, официаллă хыпар хатӗрӗсем закон умӗнче явап тытнăран тӗрӗсленӗ информацие кăна сараççӗ. Çакна шута илсе те кунти кашни чăваш çемйи тăван чӗлхепе культурăна упракан «Урал сассисӗр» юлмалла марри çине пусăм турӗ вăл.

1989 çулхи октябрӗн 19-мӗшӗнчен тухма тытăннă «Урал сасси» хаçатăн кирлӗлӗхне республика ертӳлӗхӗ те палăртать. Кун çинчен Пушкăртстанăн массăллă хыпар хатӗрӗсен агентствин ертӳçин çумӗ Марат Газизов, «Республика Башкортостан» Издательство çурчӗн генеральнăй директорӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Расул Сафаргалиев, Пелепейре тухса тăракан хаçат-журнал редакторӗсем сцена çине тухсан пӗлтерчӗç. 

«Урал сасси» хаçатăн, нумай çул хаçата ертсе пыракан тӗп редакторӗн Ю.Н.Михайловăн авторитечӗ республикăра пысăк пулнăранах юбилейпе саламлама чăвашсем Пушкăртстанăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, тӗрӗсрех каласан Пишпӳлек, Ермеккей, Авăркас, Мияки, Давлекан, Ишимбай районӗсенчен килнӗччӗ. Хаçатăн тусӗсем чăнах та нумай, çав шутра тӗрев паракан спонсорӗсем те. Кашни сцена çине тухса саламлама васкарӗ. Уява Шупашкартисем мар, регион артисчӗсемех – «Илем», «Сарпи», «Ляйсан» ансамбльсем тата ыттисем – илем кӳни те çакнах кăтартрӗ. Ӗпхӳ наукăпа технологи университечӗн Çтерлӗри филиалӗнчи чăваш уйрăмӗн студенчӗсем Ольга Никитинăпа Константин Петров чăвашла питӗ хитре сăвă каласа тата юрласа пачӗç. Кун пек пултаруллă чăваш çамрăкӗсене курсан Пушкăртстан чăвашӗсен малашлăхӗ пуррине шанатăн.

«Урал сасси» хаçата саламсем тӗрлӗ енчен килчӗç. Республикăри, районсенчи чăваш уйрăмӗсенчен, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗнчен, Чăваш наци конгресӗнчен, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутатӗнчен Леонид Ильич Черкесовран... 

Раççейри чăваш журналисчӗсен туслăхӗ те çирӗп. Хаçат коллективне çакăн пек пысăк уявпа саламлама Хусантан «Сувар», Ульяновскран «Канаш» тата Шупашкартан «Хыпар» Издательство çурчӗн тӗп редакторӗсемпе журналисчӗсем килсе çитнӗччӗ. Тӗллевсем те, йывăрлăхсем те пӗрешкел пирӗн. Чуна ыраттараканни вара тиражсем чакни. 4-5 пин тиражпа тухса тăнă «Урал сассин» те акă 800 экземпляр кăна халӗ. Чăвашсен шучӗ вара кунта та сахал мар. Регионсенче хаçатсем хупăнсан халăхшăн пысăк çухату пулассине хальлӗхе туймастпăр. Çавăнпа кая юлас марччӗ, вуласчӗ, çырăнасчӗ тăван чӗлхепе тухакан хаçат-журнала. «Урал сассин» те акă тата нумай-нумай хутчен хăйӗн юбилейне паллă тумалла пултăрччӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России