Урташа манмалла мар
1983 çулта мана Чăваш кӗнеке издательствинче ӗçлекен Валем Ахун писатель (ентешӗм, Пăва районӗнчи Кипеккасси ялӗнчен) Валентин Урташ çырнă калавсемпе сăвăсене пухма каланăччӗ. Тепӗр çул поэт çуралнăранпа 60 çул çитнӗ тӗле çавсен чи паха тӗслӗхӗсене кӗнекелесе кăларма пулмӗ-и тенӗччӗ. Чăнах та, çав тӗллевпе Урташăн чылай хайлавне пичет машинкипе çаптарса хатӗрлерӗм. Поэт хăй пурăннă чухне 8 кӗнеке кăларнă, «Ăраскал» ятли 1974 çулта тухнă. Пичетре тухман сăвви-калавӗ пулма кирлӗ тесе архивра та пултăм – çук. Константин Петров çыравçă, Хусан университетӗнче пулас журналистсене вӗрентекен ăсчах, Урташ 1949 çулта хайланă «Çӗр ӗçченӗн юрри» сăввине пачӗ, поэт ăна тус-ентешӗн хваттерӗнче çырса хунă иккен, ниçта та пичетленмен. Константин Константинович Александр Кăлканпа курнăçма сӗнчӗ.
Александр Кăлкана мӗн ачаранпах пӗлнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен унăн «Алим» пьесине, «Хăравçă мулкач» юптарăвне шкул кӗнекисене кӗртнӗччӗ. Чăваш писателӗсем çулленех Тăхăрьял тăрăхне килетчӗç, паллах, вӗсен йышӗнче Çӗнӗ Мертлӗрен тухнă Александр Кăлкан та пурччӗ. Хăйӗнпе халиччен курса калаçманччӗ-ха. Акă, эпӗ писатель пурăнакан çурт умӗнче. Шупашкарта Ленин проспектӗнче «Детский мир» лавккапа юнашар вырнаçнă вăл, капмарскер, халăхра ун пек çуртсене «Сталинка» теççӗ. Халӗ кунта тӗрлӗ çулсенче паллă çынсем пурăннине аса илтерекен Асăну хăмисем темиçе те. Паллах, Кăлкана халаллани те пур. Тăваттăмӗш хута хăпаратăп. Алăка Александр Дмитриевич хăйех уçрӗ, мăшăрӗ йывăр чире пула пурнăçран кайнă хыççăн пӗчченех пурăнать-мӗн. Хваттерӗ аслă. Патшалăх пултарулăх çыннисене пăхма тăрăшнă çав, писательсене ӗçлеме меллӗ пултăр тесе хушма пӳлӗм те уйăрса панă.
Залра кӗнеке хумалли шкапсем. Кӗтесре пианино пур, ун çийӗнче икӗ-виçӗ шăхлич. Стена çине сӗрме купăс çакса хунă. Илтнӗччӗ-ха, Александр Дмитриевич музыка инструменчӗсемпе хитре калама пӗлнине. Чӳрече енче художниксем усă куракан виçӗ ураллă мольберт, ун çинче сăрăсен савăчӗ. Пирпе ашакланă тăваткалта хӗрарăм сăнарӗ – пирӗнле явлăк çыхнă, кӗпи-саппунӗ те Тăхăрьялсенех. Çулӗсем чылай пулмалла, пичӗ туртăнни палăрать, çапах та ватă теме çук. Акă Александр Кăлкан калаçăвӗ:
«Манăн аннене, хут çинче Елизавета-Лисук пулнă пулин те, ялта Тăхтук тенӗ. Унăн сăнарне çуллă сăрăпа пир çине çырса хăварас терӗм. Ватлăх çулӗсене вăл Ескӳль ялӗнче пурăнчӗ, çавăнпа эсӗ, Элшел ачи, ман кӳршех пулатăн, – тет шӳтлесе Александр Дмитриевич. – Эсӗ Урташ кун-çулӗпе, пултарулăхӗпе интересленнине Асатте (Николай Степанович Дедушкин, Элшел чăвашӗ, ун чухне университетра вӗрентетчӗ, доцент) систерчӗ-ха мана, ку пире, тăхăрьялсене, савăнтарать. Урташа манмалла мар, манмалла мар. Поэт ятне манăçми тăвасси сиртен, çамрăксенчен, килет.
Эпӗ Валентина 1944 çултанпа пӗлетӗп. Вăл кӗркунне Хусантан Шупашкара куçса килчӗ. Вăрçă инваличӗ, кӗлеткипе те, пит-куçӗпе те йăлт сусăрланнă. Хусанта чăвашла тухса тăракан «Хӗрлӗ ялав» хаçатра пичетленнӗ очеркӗсем, калавӗсем, вăрçă çулӗсенче çырăннă сăввисем пур, вӗсене ятлăрах çыравçăсене кăтартасшăн. Ăна Шупашкарта Сергей Ялавин критик (Кипеккассисем) кӗтсе илнӗ иккен. Валентин вăхăтлăха Лисук ятлă аппăшӗ патӗнче чарăннă. Эпӗ ун чухне Пичет управленийӗнче ӗçлеттӗм, Валентин хăйне юрăхлă ӗç шырать-мӗн. Раккасси çамрăкӗн хăш-пӗр хайлавӗсемпе паллашрăм. Илемлӗ, сăмах вăйне туйса çырнăскерсем терӗм. Вӗсем пирӗн литературăна пултаруллă çамрăк килессине систерчӗç. Эпӗ Валентина хайлавӗсене издательствăра ӗçлекенсенчен кама-кама памаллине каларăм.
Сăмах çине сăмах. Валентин пӗр пулăма кула-кулах каласа кăтартрӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенче халăха чăваш культурипе паллаштарас тӗллевпе час-часах ялсене тухса çӳреттӗмӗр, хамăр ене те сахал мар çитнӗ. Пӗррехинче Раккасси ялӗнче пулма тӳр килнӗччӗ. Юлташсемпе пӗрле урампа иртсе пыруçăн çатан хыçне вӗт-шакăрсем пухăнса тăнине асăрхарăмăр – вӗсем пире вăрттăн сăнатчӗç. Пӗр йăрă ачи пуçне кăларнă та мана кăтартса: «Ав, çав ӗнтӗ вăл Кăлкан сăвăç», – тет. Валентин çав ача хăй пулнине пӗлтерчӗ.
Валентин Яковлев утăм хыççăн утăм Шупашкарпа, ятлă çыравçăсемпе паллашма тытăнчӗ. Уйрăмах Хветӗр Уярпа тӗл пулни усă кӳчӗ. Пулас халăх писателӗ çамрăкăн темиçе калавне «Илемлӗ литература» альманахра пичетлеме пулчӗ. Чăнах та, «Адельзян» калав 1944 çул вӗçнелле кун çути курчӗ. Валентина Чăваш радиона куçса çӳрекен корреспондента ӗçлеме илчӗç. Унта вăл очеркӗсене, калавӗсене вуласа паратчӗ. Çапла вара унăн литературăри кун-çулӗ пуçланса кайрӗ. Пурнăçӗ те кăшт йӗркеленчӗ – ăна пурăнма радио çуртӗнче пӳлӗм уйăрса пачӗç.
Хама лайăхрах хваттер парсассăн Валентинпа час-часах тӗл пулаттăмăр. Эп каланисене итлетчӗ вăл, каламалли, вăрçмалли сăлтавсем тупсах паратчӗ-çке. Мӗн тăвăн – вăрçă ахрăмӗ вӗт, нерв тытăмӗ йӗркеллех марччӗ çав унăн, хăйне тепӗр чухне чарса тăраймастчӗ. Çапах та Урташ халăха килӗшекен питӗ хитре сăвăсем çыратчӗ, вӗсене композиторсем хапăллатчӗç, илемлӗ юрăсем хайлатчӗç. Валентин ман пата килмессерен юрласа пама ыйтатчӗ, сӗрме купăс е тăмра калаттаратчӗ. Пианино сассипе хăй те юрра хутшăнатчӗ – илемлӗ юрлатчӗ çав. Хăй юррисене те, Тăхăрьялсенне те шăрантараттăмăр кăна. Тепӗр чухне пирӗн йыша мăшăрпа тетен хӗрӗ Валя та хутшăнатчӗç, пӗчӗк капелла пулатчӗ вара. Урташ музыка инструменчӗсене юратса сăнатчӗ. «Шел, хам калаймастăп», – тетчӗ пиншакӗн пушă çаннине кăтартса.
1971 çулта эпӗ 60 çул тултарнă ятпа хваттере хамăр çывăха хуракан юлташ-çыравçăсене чӗнтӗмӗр. Урташ та килчӗ. Чирлӗрех сăнлă пулин те хăйне çирӗп, танлă тытрӗ. Çав вăхăтра эрех-сăрапа иртӗнместчӗ ӗнтӗ вăл. Юбилей ячӗпе тесе сӗннӗ черккене тытса çеç пачӗ. Мана саламласа «Пурăнас килет» ятлă кӗнекине парнелерӗ. Титул страници çине сăвă çырса хунă иккен. Валентин ăна хăй вуласа пачӗ...»
Эпӗ Александр Дмитриевичран кӗнеке хуплашкине, халал сăввине фотоаппаратпа ӳкерсе илме ирӗк ыйтрăм. Шел, çавăн чухне Кăлкана хăйне сăнлама шутламан, тен, хăюлăх çитеймен. Кайранхи тӗлпулусенче сăн çапса илнисем чылаях-ха. Урташ сăвви вара, акă вăл:
«Хамăр Чăвашри чи юратнă çыравçа Санька пичче Кăлкана 60 çул тултарнă ятпа Валентин Урташран. 8.1.72. Шупашкар, А.Д.Кăлкан килӗ. Кăнтăрла иртни 4 сехет.
Эс, пиччеçӗм, çитрӗн утмăла,
Каччă терӗш тейӗн утмăлта.
Тăванăм, Кăлкан, ут мала –
Ӗçӳнте пулсамччӗ чи малта.
Эп те çыртăм, çыртăм юрăсем:
Эс вӗрентрӗн мар-и юрлама?!
Юррăма иленнӗ хурăнсем
Туссене хушаççӗ юратма.
Çук çав, çук, çитеймӗп утмăла,
Тек-текех çӳреймӗп хăнара.
Утмаллаччӗ манăн, чупмалла
Юрату тупасшăн халăхра.
Пурăнас килетчӗ ман, пиччем,
Курас кунăм катăлчӗ, куран.
Юбилей парни ман кӗнекем,
Кӗнекеçӗм – чӗремри суран.
Вал. Урташ».
Кăлканăн малалли калаçăвӗ çапла пулчӗ: «Çав сăвва вуланă чухне Урташ хăйне яланхи пек мар тытрӗ – кăшт пусăрăнчăк, çапах та хурланчăклă мар. Ытти чухне çӗкленӳллӗн, хаваслăн, юрланă пек калатчӗ вăл сăввисене. Мӗн тăвăн, сăввин шухăшӗ те савăнăçлах мар та, çапах та менелникпе панă кӗнекешӗн чунтанах тав турăм кӗçӗн юлташăма. Мӗншӗн юлашки йӗркере «Кӗнекеçӗм – чӗремри суран» тесе çырнă-ха вăл? Ара, кӗнеке пичетленсе тухнишӗн савăнмалла мар-и-ха?! Çук çав, Урташ хайлавӗсем çăмăллăнах кӗнекеленсе тухаймастчӗç. Пичет ӗçӗпе тăрăшакансем фронтовик-поэта темшӗн савăнтарма тăрăшмастчӗç. Тен, СССР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ мар тенӗ? Тен, урăх сăлтавпа та… Хăй каланă пекех Валентин ман кӗрекере пулнă хыççăн лайăххăн нумаях пурăнаймарӗ, час-часах чирлерӗ, больницара сипленчӗ. Эпир ăна хавхалантарас тесех хваттерне те, сыватмăша та çӳреттӗмӗр. Утмăла мар, аллă çула та çитеймерӗ тус-юлташăм, Тăхăрьял енчи Раккасси чăвашӗ – Валентин Урташ. Эпӗ унăн «Укăлча умӗнче» юррин кӗввине шăхличпе час-часах калатăп, çумăмра вара Валентин Урташ та çав юрра шăрантарать пек. Юрататчӗ çав Валя «Укăлча умӗнче» юррине…»
Каярахпа, Шупашкарта пурăннă çулсенче Александр Кăлканпа час-часах курнăçаттăмăр. Студентсемпе тӗл пулма хавасчӗ вăл. «Аван-и, Элшел чăвашӗ», – тесе хăй малтан чӗнетчӗ, алă паратчӗ. Эпӗ ăна кашнинчех фотосăн ӳкерсе илеттӗм. Çав сăнӳкерчӗксем литература историйӗн палăкӗсем пулса юлчӗç. Валентин Урташ çинчен каласа панисем те хаклăхне пӗртте çухатмаççӗ, вӗсене вăхăтра çырса илнишӗн тем пекех савăнса тăратăп. Шел, поэт 60 çул тултарнă тӗле хатӗрленӗ 600 страницăллă алçыру кӗнеке издательствинче çухалчӗ пулас, 1983 çулта пӗчӗк кăна «Ӗмӗтӗмӗр çитсе пынăран» сăвăсемпе поэмăсен пуххи пичетленипех çырлахрӗç. Унтанпа Валентин Урташăн пӗр кӗнеки те тухман.
Василий ЦЫФАРКИН.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев