Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вăйлă та хăюлăччӗ вăл…

Украинăри ятарлă çар операцийӗ Раççей историйӗн тепӗр страници. Неонацистсене хирӗç пӗтӗм халăх çӗкленнӗрен кашни ял-хула ячӗ çырăнчӗ унта. Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗнчи отставкăри полици майорӗ, Çурçӗр Кавказри хирӗçтăрăва хутшăннă ветеран Александр Михайлович Симаков та акă çӗршыв хăрушлăхра чух килте ларайман, 2023 çулта хăй ирӗкӗпе фронта кайнă.

ТР ШӖМӗн Теччӗ районӗнчи уйрăмӗнче нумай çул оперуполномоченнăй, участковăй пулса ӗçленӗ полици майорӗн Александр Михайлович Симаковăн авторитечӗ чăнах та районта пысăкчӗ. Наградисем кăкăр туллиехчӗ ун: «Службăра палăрнăшăн» 2, 3-мӗш степеньлӗ медальсем, «Службăра палăрнăшăн», «Раççей ШӖМӗн шалти çарӗн службинче палăрнăшăн» 1-мӗш степеньлӗ, «Кавказра службăра тăнăшăн»,  «Çурçӗр Кавказри хирӗçтăрусен ветеранӗ» кăкăр çине çакмалли паллăсем. РФ ШӖМӗн ятарлă парнине – сунар çӗççине, нумай-нумай Хисеп хутне, çав шутра чиркӳсем тума хастар хутшăннăшăн Тутарстан митрополийӗн Тав çырăвне те, тивӗçнӗ. 

Паттăрлăх орденӗ

Çак наградăсем çумне кăçал тата тепри хушăнчӗ – Хăюлăх орденӗ. Шел, патшалăх наградине хăй мар, мăшăрӗн Марина Григорьевнăн илме тиврӗ. «Старик» позывнойлă ентешӗмӗр март уйăхӗн 14-мӗшӗнче ир енне Авдеевка çумӗнчи Тоненькое ялӗ çывăхӗнче паттăррăн пуç хунă. Задание кайнă ушкăн тăшман ункине лексен, взвод командирӗн пулăшуçи Александр Симаков аслăрах çулти тепӗр 3 юлташӗпе пӗрле çамрăкраххисене çăлăнма май парса тăшманпа тан мар çапăçăва кӗнӗ... Мӗнле çын пулнине лайăх пӗлекен тăванӗсем кун пек лару-тăрура унран урăххине кӗтмен те. 

– «Атте, эс çамрăк мар ӗнтӗ, йывăр çӗрте кăшт хыçаларах пырсан та юрӗ, çамрăксене маларах яр, вӗсем правуртарах...» –  хăйшӗн çав тери хăранипе асăрхаттартăм пӗррехинче аттене. Вăл мана тӳрех: «Мӗншӗн апла калатăн? Çамрăксемшӗн тӗслӗх вӗт эпӗ, мана пăхса хыççăн пыраççӗ», – тесе хучӗ, – каласа парать хӗрӗ Катерина ашшӗпе иккӗшӗн калаçăвӗ пирки.

Кăçал январь уйăхӗнче пирӗннисем Авдеевкăра çӗр айӗнчи пăрăхсем тăрăх тăшман тылне тухса ВСУ опорный пунктне илни пирки тӗнчипех кӗрлерӗç. Репортажсенче ытларах доброволецсен «Ветераны» штурм бригади пирки кăна асăнчӗç ун чух. Тӗрӗссипе, ытти штурм бригадисем те хутшăннă унта. Çав пăрăхсем тăрăх Александр Михайлович та хăйӗн 93992 çар чаçӗн 7-мӗш батальонӗн стрелоксен 3-мӗш ротин 1-мӗш взвочӗн салтакӗсемпе пӗрле тухса тăшмана кисретнӗ. 

Урампа пынă чух ял çуталатчӗ пек

Сăмахран ытла ӗç тăвакан Александр Михайлович Симаковăн, ялти пек каласан Шурикăн, ялта та авторитечӗ пысăкчӗ, ватти-вӗтти хисеплетчӗ ăна. Тивӗçлӗ канăва тухсан халăх пӗр саслăн пулса ял старостине суйласа лартнă. «Александр Михайлович урам тăрăх утнă чух ял та çуталса каять пек туйăнатчӗ. Çав тери ырă çынччӗ вăл. Хамăр ялшăн мӗн чухлӗ ӗç турӗ. Сулăм (самообложени) укçипе масар карти тытрăмăр. Тепрехин çул тумалла тетчӗç, Шурик вара ял пухăвӗнче тăчӗ те: «Ялта çын сахалланса пырать, пӗрер пӳрт пекки туса лартар-ха масар çине. Хӗлле шăтăк чавакансем валли кӗрсе ăшăнмалли пултăр», – терӗ. Эпир çулталăкри сулăм укçине пӗтӗмпех çак çурта тума ятăмăр ун чух. Александр Михайлович ял арçыннисемпе пӗрле çăвӗпех унтан таврăнмарӗ, алăк лартрӗ, урай сарчӗ...  Тăпăлкка пулса тухрӗ ӗмӗр асăнмалли çурт. Хӗлле ăшăтма тесе газ баллонӗпе горелка та илчӗç. Çын пытарас умӗн маларах кайса ăшăтса хуратчӗ ăна Александр Михайлович. Чакăлтăм çăлне те тирпей кӗртесшӗнччӗ – ӗлкӗреймерӗ», – çемйишӗн кăна мар, пӗтӗм ял-йышшăн мӗнле пысăк çухату пулнине палăртрӗ Пăхăрçă ял хутлăхӗн секретарӗ Луиза Степановна Семенова.

Хуйхăртас темен...

Ӗмӗчӗсемпе планӗсем чăнах та нумай пулнă Чакăлтăм чăвашӗн, анчах тăван çӗршыв хăрушлăхра чух фронтра кирлӗреххине аван пӗлнӗ. Çывăх çыннисемпе тăванӗсене хуйхăртас мар тесе хăй контракт çырнине фронта кайичченех вăрттăнлăхра тытнă вăл. Мăшăрӗ Марина Григорьевна аната хур илме кайсан Луиза Степановнăран илтнӗ малтан. Ял хутлăхне çар комиссариатӗнчен телефонне ыйтса шăнкăравламан пулсан пӗлмесӗрех те юлатчӗ-и, тен? Пӗлтӗр августăн 4-мӗшӗнче, шăпах хăйсем пӗрлешнӗ кун, пӗлнӗ вăл чӗрене çуракан хыпара.

–  Эпир сисмесӗрех юлтăмăр. Августăн 6-мӗшӗнче каяссине мана 4-мӗшӗнче тин каларӗ. Çамрăксем вилсе выртаççӗ, манăн мӗн туса лармалла-ха килте, вăй пур чух мӗнпе те пулсан пулăшас терӗ, – аса илет мăшăрӗ çав куна.

– Пӗртен-пӗр хӗрӗ пулсан та ачаш ӳсмен эпӗ, – асаилӗве малалла тăсрӗ хӗрӗ Катерина. – Атте эмоцисене питех кăтартакан çын марччӗ пирӗн. Пӗрремӗш мăнукӗ София çуралсан вара мӗнпур чун ăшшине ăна пачӗ, питӗ юрататчӗ. Чечняна командировкăна каяссине те хальхи пекех пӗлтерменччӗ пире. Августăн 6-мӗшӗнче çывăх тăванӗсем эпир Хусанти вокзалта поезд çине ăсататпăр. Татăлса йӗретпӗр, Соня кукашшӗне ыталарӗ те ярасшăн мар. Атте пире тӗртсе вакуна чупсах кӗрсе кайрӗ те чӳрече каррине хупса хучӗ. Эпир çаплах поезд хускалса каясса кӗтетпӗр-ха. Пуйăс вырăнтан тапранма тытăнсан атте чӳрече каррине сирчӗ те пире алă сулчӗ. Вăл йӗнине çавăн чух пӗрремӗш хут куртăм. «Йӗркеллӗ те ăсатаймарăр, йӗртсе пӗтертӗр веç», – шӳтлерӗ кун пирки кайран. Тепӗр мăнукӗ Стеша кăçал унăн çуралнă кунӗ умӗн пӗр кун маларах, февралӗн 14-мӗшӗнче, çуралсан çав тери хӗпӗртерӗ. «Стешăн çуралнă кунне паллă тума тытăнатпăр та манăнни çине куçатпăр», – тетчӗ. Стеша аттене хунă пирӗн, ун пекех тарăн (выразительные) куçлă, тӗксӗмрех. Видеоçыхăну урлă кукашшӗпе паллаштартăмăр. Ун чух та аттен куçӗсем шывланчӗç. Çав тери алла тытса курасшăн пулнине, çулла отпуска килме ӗмӗтленнине кайран юлташӗсем каларӗç. Те взвод командирӗн пулăшуçи пулнипе-и, кашни кун çыхăнăва тухатчӗ хăй. Пирӗнпе калаçас тесе 3-4 çухрăмах утнине кайран кăна пӗлтӗмӗр. Юлашкинчен мартăн 13-мӗшӗнче шăнкăравларӗ. Задание каяссине, пӗрер эрне çыхăнăва тухаймассине асăрхаттарчӗ...» – ассăн сывларӗ Катерина.

Уйрăлу

Александр Михайлович яла отпуска, тӗрӗсрех каласан сылтăм ал сыппине амантсан сипленме, пӗлтӗр Çӗнӗ çул умӗн килнӗ. Килте уйăха яхăнах пулнăран мăшăрӗн 55 çулхи юбилейне пӗрле паллă тума ӗлкӗрнӗ. Çавах командир пулăшуçи фронтри юлташӗсем çинчен пӗр минута та манайман, çыхăнсах тăнă. Январӗн 18-мӗшӗнче килтен мӗнле кайнине хурлăхлăн аса илет халӗ çемйи. Те сывă таврăнаймасса чунӗ сиснӗрен-ши, те аслашшӗ-асламăшӗсен пилне илес тесе ялтан тухсан аслă çул еннелле пăрăнакан çул юппинче кӗрӳшне чарăнма ыйтнă. Машинăран тухса масар еннелле çаврăнса виçӗ хутчен сăхсăхнă хыççăн чӗркуçленсе çӗре чуптуса хăварнă. 

Базăна çитнӗ вăхăтра унăн взвочӗ передовойӗнче пулнă ӗнтӗ. Вӗсем патне кайма икӗ кун машина шыранă вăл. Вырăна çитсенех взвод ВСУн Авдеевкăри гарнизонне çӗр айӗнчи пăрăх тăрăх кӗрсе тылран кисретмелли хайхи задание илнӗ. Темиçе çухрăма тăсăлнă 1,2 метр диаметрлă пăрăх тăрăх пурте сывă тухайнă ун чух вӗсем. Чăн та, «Ветераны» штурм бригадисӗр пуçне вӗсен ячӗсене темшӗн асăнакан та, наградăлакан та пулман. Апла-и, капла-и – Авдеевкăна Чакăлтăм чăвашӗ те ирӗке кăларнă.

Мăшăрӗ тăван ялпа çапла сывпуллашсанах Марина Григорьевнăн чунӗ ырă мара сиссе нихçанхинчен те хытăрах ыратма тытăннă, анчах усал шухăша ялан хăвалама тăрăшнă вăл.

–Март уйăхӗнче пӗр каç тӗлӗке кӗчӗ. Килте çӳрерӗ-çӳрерӗ пек те мана çурăмран шăлса ура сассисем кăларсах килтен тухса кайрӗ. Чăнах та, нумай та вăхăт иртмерӗ, вилни çинчен пӗлтерчӗç, – сасси çӗтрӗ Марина Григорьевнăн.

 Çар комиссариатӗнчен мартăн 24-мӗшӗнчех килсе ӳтне вăрçă хирӗнчен илсе тухнă, 27-мӗшӗнче яла кӳрессине хыпарланă. Анчах эрне те иртнӗ, уйăх та...

– Атте текех çуккине мартăн 21-мӗшӗнче пӗлтернӗ хыççăн пирӗншӗн вăхăт чарăнса ларнăнах туйăнчӗ, паян-ыран кӳрессе кӗтме тытăнтăмăр. Майпен юр та ирӗлчӗ, йывăç-курăк симӗсленчӗ.  Унта вара çанталăк пирӗннинчен те ăшăрах вӗт, çулла. Çакна чăтма калама çук йывăрччӗ пире», – аса илет чи йывăр вăхăта хӗрӗ Катя.

Йытă та йӗрет

Çапла икӗ уйăхран тин киле «таврăннă» Александр Михайлович Симаков. Икӗ уйăх каяллах куç хупнă салтакăн тупăкне уçма ирӗк паман ӗнтӗ. Çумӗнчи паспорчӗпе икӗ телефонне, хӗресӗпе жетонне алăран тыттарсан та виллине куçпа курман тăванӗсем тупăкри çын вăлах пулнине чунпа йышăнасшăн пулман. Иккӗленӗве йытти Гром сирнӗ. Авалхи йăлапа кил-çуртпа сывпуллашма тупăка картише кӗртсен çынсем нумаййипе тупăк çывăхнех пырайман йытă шăршласа çынсем хыçӗнчен темиçе хутчен çаврăнсан, хуçин пуçӗ енчи вите алăкӗ умне выртнă та ури çине пуçне хурса хурлăхлăн нăйкăшма тытăннă, куçӗнчен вара чарăнмасăр куççулӗ юхнă. Шутсăр хытă тунсăхланă чӗрчун хуçипе çапла хурланса сывпуллашнине курсан, тупăкра Александр Михайлович хăйех пулни пирки иккӗленӳ юлман...

Мăнаçланатăп

Чи çывăх çынни çак çут тӗнчере çуккине чунпа йышăнма Марина Григорьевнăна та, хӗрне Катьăна та калама çук йывăр. Кукашшӗн чун йăпатмăшӗ Соня та кунсерен тунсăхлать. Йывăр пулсан та малалла пурăнмаллах. Пӗр минута та асран кăлармӗ ăна çемйи, ял-йыш. «Атте ман çав тери тӳрӗ кăмăллă, вăйлă та хăюллă çынччӗ. 62-ре хăй ирӗкӗпе фронта кайма кашниех пултараймасть вӗт. Эпир унпа мăнаçланатпăр, савăнатпăр, вăл мӗнле кукаçи пулнине мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсене те каласа парăпăр», – çапла вӗçлерӗ асаилӗвне Паттăрăн хӗрӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

К.Орешкина сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои