News by date 16 December 2024
-
Тутарстанăн тӗп суд приставӗ Анвар Закиров тӳрӗ эфира тухать
Декабрӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре ТР ЦУРăн тӳрӗ эфирӗнче республикăри Суд приставӗсен управленийӗн пуçлăхӗ Анвар Закиров пулать.
-
Тутарстанра 5,5 пине яхăн студента транспорт грантне тӳлӗç
Çитес çул республика паракан пулăшăва илме аслă шкулта тата ятарлă вăтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсенчен 8 пин ытла заявка килнӗ. Вӗсенчен 5,5 пин студента суйласа илеççӗ. Грант илекенсем валли «Карта жителя Татарстана» уçаççӗ, унта кашни уйăхра укçа килсе тăрать. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире журналистсене ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина каласа пачӗ.
-
Вăйлă та хăюлăччӗ вăл…
Украинăри ятарлă çар операцийӗ Раççей историйӗн тепӗр страници. Неонацистсене хирӗç пӗтӗм халăх çӗкленнӗрен кашни ял-хула ячӗ çырăнчӗ унта. Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗнчи отставкăри полици майорӗ, Çурçӗр Кавказри хирӗçтăрăва хутшăннă ветеран Александр Михайлович Симаков та акă çӗршыв хăрушлăхра чух килте ларайман, 2023 çулта хăй ирӗкӗпе фронта кайнă.
-
Халăх календарӗ
• Раштав уйăхӗн 16-мӗшӗ – Иоанн. Кушак ăшă вырăн шырать-тӗк – тата вăйлăрах сивӗтет. Ку кун тӗлне юр сахал çунă-тăк – çитес çул тухăç япăх пулать.
-
Мӗн кӗтет кашнине ку эрнере?
Ларса шутлама, пысăк йышăнусем тума та, çанă тавăрса ӗçлеме те меллӗ вăхăт. Кашни зодиак палли çитес эрнере уйрăм сценарипе пурăнасси çинчен калаççӗ çăлтăрсем.