Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

• Раштав уйăхӗн 16-мӗшӗ – Иоанн. Кушак ăшă вырăн шырать-тӗк – тата вăйлăрах сивӗтет. Ку кун тӗлне юр сахал çунă-тăк – çитес çул тухăç япăх пулать.

• Раштав уйăхӗн 17-мӗшӗ – Варвара. Çак кун тăвансемпе тавлашмалла мар. Сивӗ пулсан çуркунне кая юлса килет. Кăнтăртан çил вӗрсен – хӗл сивӗ пуласса. 

• Раштав уйăхӗн 18-мӗшӗ – Савва. Йытă юр çинче йăваланать-тӗк, кӗçех юр çăвать. Уйăпсем йывăç турачӗ çине ларса юрлаççӗ – апла кӗçех çил-тăман пуласса кӗт. Кушак сахал çиет, нумай çывăрать-тӗк – çанталăк пăсăласса. 

• Раштав уйăхӗн 19-мӗшӗ – Хӗллехи Микула. Çак кун уяр-тăк – кӗçех сивӗтет. Килнӗ çынна кӗрекене лартса хăналамалла тет Микула праçникӗнче: хăна сӗтел хушшинчен кăмăллă тухсан хуçисем çулталăк ытлă-çитлӗ пурăнаççӗ.

• Раштав уйăхӗн 20-мӗшӗ – Амвросий. Ку кун çанталăк мӗнле – январь уйăхӗнче те çапла пулать. Йытă çӗрле улани кӗçех çил-тăман пуласса систерет. Чăхсем хыттăн кăтиклеççӗ – шартлама сивӗсем килессе кӗт.

• Раштав уйăхӗн 21-мӗшӗ – Потапий тата Анфиса. Çак кун пулăшу ыйтакансене хирӗçлемелле мар тет. Кирлӗ мар япаласенчен хăтăлмалла. Кивӗ, таса мар тум тăхăнмалла мар. 

• Раштав уйăхӗн 22-мӗшӗ – Хӗллехи Анна. Юр çусан кӗçех çумăр та çăвӗ. Çак кун хӗвел аннă самантра шухăшланă ӗмӗт пурнăçланатех тет. Ку кунран кашкăрсем кӗтӗве пухăнса çӳреме пуçлаççӗ, çавăнпа та вӗсенчен ку вăхăтра уйрăмах асăрханмалла. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы