Тутарстанăн тӗп суд приставӗ Анвар Закиров тӳрӗ эфира тухать
Декабрӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре ТР ЦУРăн тӳрӗ эфирӗнче республикăри Суд приставӗсен управленийӗн пуçлăхӗ Анвар Закиров пулать.
Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансене мӗнле пулăшу пани çинчен, СВОна хăтшăнакансен тата вӗсен çемьисен парăмӗсене, саккунпа килӗшӳллӗн, мӗнле татса памалли çинчен каласа парать. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.
Каласа хăвармалла, декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансен тата вӗсен çемьисен кредитсемпе çыхӑннӑ парӑмсем (10 миллион тенкӗ таран) пулсан, вӗсенчен хăтăлма май пурри çинчен калакан саккун вӑя кӗнӗ.
Онлайн-трансляци «ВКонтакте» çак ссылкăпа иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев