Мӗн кӗтет кашнине ку эрнере?
Ларса шутлама, пысăк йышăнусем тума та, çанă тавăрса ӗçлеме те меллӗ вăхăт. Кашни зодиак палли çитес эрнере уйрăм сценарипе пурăнасси çинчен калаççӗ çăлтăрсем.
ТАКА 21.III – 19.IV
Çак кунсенче çӗнӗ çитӗнӳсем тума хавхаланатăр. Тен, тахçантанпа «ал çитмен» проектсем патне таврăнатăр. Астăвăр, васкаса тунă йышăну йăнăш патне çитерет. Харкам пурнăçра чăтăмлăрах, çемçерех пулсан харкашусем сиксе тухмӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Приоритетсене пăхса тухса çӗнетме вăхăт çитнӗ, уйрăмах финанс сферинче. Кӗтмен тупăш самай тӗлӗнтерет. Пит савăннипе тăкаксем тума ан васкăр. Ӗçӗр нумай пулсан та çывăх çынсемпе çепӗç пулăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере нумай калаçма тӳр килет, çӗнӗ çынсемпе те тăтăш паллашатăр. Сире пурте тимлеççӗ, сире куç хываççӗ. Çакă пурнăçа лайăхлатма шанăç парать. Анчах васкама хушмаççӗ çăлтăрсем – хăш чух калаçнинчен ытла итлени кирлӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Çак кунсенче пуçри шухăшсене сăвăрса илмелле, хăвăрпа, таврари çынсемпе килӗшӳ тупмалла. Кулленхи ӗçсем çинчен манмасăр пӗр авăк канса илни аван. Тăрăшса ӗçлени харама каймасть. Пуçлăх, ӗçтешӗрсем тивӗçлипе палăртӗç çакна.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Ку эрнере питӗ хавхалануллă эсир. Темӗн тума ӗлкӗретӗр, темиçе çӗнӗ проекта пуçăнма хатӗр. Сирӗн темперамент, харизма çынсене магнит пек туртать хăй патне. Хăвăрăн идейăсем çинчен каласа пама, пуçланă ӗçсемпе паллаштарма усă курăр çакна.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Кил-çурт тата çемье çинчен шутланипе, тăрăшнипе иртсе каять эрне. Эсир вак-тӗвеке тимлеме пӗлни хуçалăх ыйтăвӗсене татса пама пулăшать. Финанс сферинче йӗрке тума та меллӗ кунсем.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Ку эрне вӗренме, вулама, мӗн-тӗр çӗннине хăнăхма лайăх. Таврапӗлӗве анлăлатни те вырăнлă пулӗ халь. Анчах çывăх çыннăрсене çӗнӗ пӗлӗвӗрсем çинчен каласа пама ан манăр. Вӗсем сирӗн тăрăшулăха ырласа малашне те çитӗнӳсем тума хавхалантарӗç.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Кӗтмен улшăнусемпе тӗлӗнтерӗ ку эрне. Сире планăрсене улăштарма тивет е çӗнӗ йӗркене йышăнса хăнăхмалла. Улшăнусенчен хăрамалла мар. Вӗсем умра çӗнӗ çулсем уçӗç, шанăç кӳрӗç.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Кунран кун хастартарах эсир, умри тӗллевӗрсем анлăлансах пыраççӗ. Çулçӳреве тухма, отпуска кайма лайăх вăхăт халь. Сывлăхăра тимлессине те ан манăр, кану вăхăтне ӳстермелле.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Карьера пусмипе самай хăпаратăр, анчах çапла тума самай ӗçлеме тӳр килет. Тӗлпулусем, калаçусем çак кунсенче уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Çемьене, юратнă çыннăра ытларах тимлӗх уйăрмалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Экспериментсен, пуçарусен эрни пулать сирӗншӗн. Пурнăçра, уйрăмах ӗçре, сиксе тухакан ыйтусене пӗр хăвăр пӗлнӗ пек татса пани кирлӗ халь. Хутшăнусенче тимлӗ пулăр – юратнă çыннăр мӗн каланине çеç мар, унăн кăмăл-туйăмне те асăрхама пӗлӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Интуици çивӗчленни вăйлă сисӗнет çак кунсенче. Кăткăс лару-тăрура уйрăмах шанмалла шалти сасса. Çавăн пекех творчество çыннисемшӗн, çӗнӗ проекта пуçăнакансемшӗн ăнăçлă ку кунсем. Шухăшăрсене çынна калама ан шикленӗр, вӗсем сире пулăшса тӗрев парӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев