Валентин Урташ çуралнăранпа 99 çул çитрӗ
«Урташ чăваш халăх поэзийӗн традициллӗ пуянлăхне паянхи çӗнӗлӗхпе, Çеçпӗлӗн революцилле пусăмлăхӗн илемӗ-янăравӗпе килӗшӳллӗн çыхăнтарса малалла аталантарнă пысăк ăста. Пуçри шухăшӗ хистенипе мар, чун-чӗре талпăнăвӗ çак ӗçе меслетлеме хыпăннипе. Çутçанталăк пархатарӗн вăйăмӗпе. Апла-тăк, поэзийӗмӗр йывăççин çак хăйне евӗр сыпăннă турачӗн пур уйрăмлăхӗсене те хаклă пуянлăх вырăнне хурса тӗплӗн тишкермелле, тарăннăн тӗпчемелле, шухăшăмăра пӗтӗмлетмелле», — палăртрӗ Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер эпӗ Урташ кун-çулӗпе кăсăкланнине пӗлсен.
«Валентин Урташ Элшелӗнчи вăтам шкулта вӗреннӗ вăхăтрах сăвăсем çырнă, чăваш хаçачӗсенче ял пурнăçӗ çинчен очерксемпе тӗрленчӗксем пичетленӗ, литература кружокне тимлӗ хутшăннă, халăх сăвви-юррисемпе юмахӗсене нумай пухнă...» — палăртать Николай Дедушкин литературовед В. Урташăн «Ăраскал ятлă» кӗнекин умсăмахӗнче.
Поэт тантăшӗ, юлташӗ Давид Шашкин «Урташ ачалăхӗ» ятпа пичетленӗ повеçӗнче çапла çырнăччӗ:
«...Эпир Элшел шкулӗнче вӗренетпӗр. Валяпа Мăкка, Володипе эп чи кайри парттăра ларатпăр. Шкулта тӗрлӗрен кружоксем ӗçлеççӗ. Вера Дедушкинăпа Анна Гаврилова пултарулăх кружокне çырăнчӗç. Эпир литература кружокне кăмăлларăмăр. Ăна Петр Степанович Дедушкин ертсе пырать. Валяна урăх нимле урок та, предмет та кирлӗ мар. Пуçӗпех литература ӗçне пуçăнчӗ. Кашни урокра сăвă çырать...»
Пионер чухнех райхаçата çырса тăнă
Поэта мӗн пӗчӗкренех пӗлнӗ Константин Петров писатель аса илнинчен:
«...Эпир унпа пӗр енчисем, тăхăрьялсем. Раккасси Пимӗрсел ялӗнчен улт-çич çухрăмра çеç. Ачаллах паллашнă, пӗр-пӗрин патӗнче час-часах пулнă. Пионер чухнех райхаçата çырса тăнă. 1938 çулта ăна, çиччӗмӗш класра вӗренекен юнкора, ялкорсен районти канашлăвӗнче хӗрлӗ кӗпе, ручкăпа кăранташ тата блокнот парнеленӗччӗ...»
Аса илекенӗсем Валентин Андреевич Яковлева, 1946 çултанпа литературăра Валентин Урташ ятпа палăрнăскере, лайăх пӗлнӗ. Николай Степанович Дедушкин хăй Чăваш писателӗсен пӗрлӗхӗн правленийӗн председателӗнче ӗçленӗ чухне Валентин Урташа СССР Писательсен союзӗн йышне еплерех кансӗрлӗхпе илнине каласа панăччӗ — правлени пайташӗсенчен хăшӗ-пӗрисем хирӗç пулнă-мӗн. 1971 çулта çеç поэта, 8 кӗнеке авторне, пӗтӗм чăваш халăхӗ юратса юрлакан юрăсен сăввисен авторне, писатель кӗнекине алран тыттарнă иккен. Çапла, 29 çул хаçат-журналсенче пичетленнӗ, 8 кӗнеке кăларнă Урташ виçӗ çул çеç чăн çыравçă ятне илтсе пурăнайнă, 1973 çул апрелӗн 18-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлнă.
Пултарулăхне хăй тӗллӗн аталантарнă
Валентин Урташ ачалăхӗ сăвă-юрăпа пуян Тăхăрьялта иртнӗ. Кунта вăл çитӗннӗ, çирӗпленнӗ. Хăй пекех пултаруллă тус-тантăшӗсем юнашарах пулни, шкулта ăс-тăнлă учительсем вӗрентни, çывăх тăванӗсем юрра-ташша ăста пулни ачана тăван сăмахлăх пуянлăхне алла илме, кӗвӗлӗхе лайăх туйма пиллесе тăнă-тăр. Çивӗч ăс-тăнлă, ларма-тăма пӗлмен Валя (теветкеллӗ, теççӗ тăхăрьялсем) юрăпа пӗчӗкренех туслă пулнине çывăх тăванӗсем каласа панисем упранса юлнă. Акă, поэт амăшӗ Евдокия Сергеевна асаилӗвӗ: «Валя ача чухнех нумай сăвă-юрă пӗлетчӗ. Шкултан килетчӗ те пӳртре ӗнӗрлекелесе çӳретчӗ, унтан тенкел çине тăрса юрласа та кăтартатчӗ. Аппăшӗсем юрра пуçăнсанах Валя та вӗсенчен юлмастчӗ».
Валентин Урташ нумаях вӗренеймен. «Элшелти вăтам шкултан вӗренсе тухнă» тесе çыраççӗ те-ха кӗнекесенче («Чăваш писателӗсем» справочниксем, писательсен асаилӗвӗсем), анчах вăл тулли вăтам пӗлӳ илеймен. Каярах та, вăрçă хыççăн, малалла вӗренес тени пурнăçланайман, сывлăхӗ начар, 1-мӗш ушкăн инваличӗ пулнăран хăйне хăй чăнтан пăхайман. Эппин, вăл пултарулăха хăй тӗллӗн аталантарса пынă, «Турă панă» талантне ăс-хакăлӗнчен вӗçертмен. Урташ Элшелти шкулта вӗреннӗ чухне чăваш чӗлхипе литература учителӗ пулса Петр Степанович Дедушкин ӗçленӗ. Вăл ачара пултарулăх пуррине курнă, ăна хавхалантарма пӗлнӗ. Шкулта литература кружокӗ пулни, ачасен театрӗ ӗçлени, стена хаçачӗ тухса тăни, алăпа çырса журнал кăларни — пурте мал ӗмӗтлӗ ачана хавхалану кӳнӗ, малалла талпăнма хистенӗ.
Тăванӗсем патӗнче упранса юлнă
«Урташ чăваш халăх поэзийӗн традициллӗ пуянлăхне паянхи çӗнӗлӗхпе, Çеçпӗлӗн революцилле пусăмлăхӗн илемӗ-янăравӗпе килӗшӳллӗн çыхăнтарса малалла аталантарнă пысăк ăста. Пуçри шухăшӗ хистенипе мар, чун-чӗре талпăнăвӗ çак ӗçе меслетлеме хыпăннипе. Çутçанталăк пархатарӗн вăйăмӗпе. Апла-тăк, поэзийӗмӗр йывăççин çак хăйне евӗр сыпăннă турачӗн пур уйрăмлăхӗсене те хаклă пуянлăх вырăнне хурса тӗплӗн тишкермелле, тарăннăн тӗпчемелле, шухăшăмăра пӗтӗмлетмелле», — палăртрӗ Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер эпӗ Урташ кун-çулӗпе кăсăкланнине пӗлсен.
Валентин Урташ пултарулăхӗн çăлкуçне чи малтан Элшел шкулӗнче Константин Ивановпа Çеçпӗл Мишшин сăввисене тӗплӗн те тарăн вӗрентнинче тесе шутлатăп. Халӗ ӗнтӗ Валентин Яковлев шкул ачи чухне хайланă сăввисене тупаймăпăр, танлаштарса тишкереймӗпӗр, камран вӗренсе пынине калаймăпăр. (Анатоли Ырьят «Вутра çунман уртăш» ятлă повеçӗнче 15-ри Валентин Яковлев юрату сăввисем хайланине тӗслӗхсемпе кăтартать-ха, анчах ку халапла кăна, çав сăвăсене çитӗнсе çитнӗ çын ăслайни тӳрех сисӗнет, автор вӗсене 1950-мӗш çулсенче çырнă, пуçласа «Ялав» журналта пичетленӗ).
Çапах та пултарулăх пуçламăшӗнче çуралнă сăввисем — вăрçă çулӗнче çырăннисем — тăванӗсем патӗнче упранса юлайнă. Вӗсем — çыру-сăвăсем. Çав хайлавсем Валентин Урташ çамрăклах поэзи майӗсене чиперех ăнланса çитнине пӗлтереççӗ. «Анне патне», «Аппа патне», «Вăрçăра та куратăн çав тӗлӗк», «Амансан», «Çыру çырмашкăн аллăм çук» сăвăсем — чăваш поэзийӗн ылтăн фондне кӗнӗ хайлавсем. Вӗсене автор 1943 çулта, аманнă хыççăн госпитальсенче сипленнӗ вăхăтра çырнă, конверта хурса ашшӗ-амăшӗ, аппăшӗсем патне янă.
Пурнăç тăрăмне илсен, Валентин Яковлев вăрçă пуçланнă çул, ытти тантăшӗсем пекех тăван колхозра ӗçленӗ. Фронта ытларах маларах салтакра пулнă, çар шутӗнче тăракансене илсе кайнă. «Астăвăм» кӗнекене тишкерсен çакна куратăн: июнь, июль уйăхӗсенче 1900 çул хыççăн çуралнисене фронта ăсатнă. Вăрçă час пӗтессе, тăшмана хăвăрт аркатасса шаннă, анчах лару-тăру урăхла килсе тухнă. Çапăçу хирӗсене ватлăх енне сулăннă арçынсене те, каярахпа 18 тултарнă хӗрсене те ăсатма тытăннă. Акă, манăн кукаçей, Григорий Иванович Скворцов, 1893 çулта çуралнă. Вăл Элшел ялӗнчен вăрçа кайнисенчен чи ватти пулнă. Шел, кукаçей вăрçăран таврăнайман.
«Анне, эп вун çиччӗ тултартăм...»
Çул çитмен каччăсене çар пурнăçне хăнăхтарма шкулсенчех пуçланă-ха, хăш-пӗрисене малтанлăха ФЗО (фабрикăпа завод вӗрентӗвӗ. Унта паллах, çар ӗçне те хăнăхтарнă) шкулӗсене илнӗ. Валентин Яковлев Юдино поселокӗнчи ФЗОна лекнӗ. Тетӗшӗпе йыснăшӗ, тăван ял çыннисем вăрçăра тăшманпа çапăçнă вăхăтра теветкеллӗ каччă парттă хушшине ларайтăр-и?! Вăл хăйне фронта яма ыйтать. 17 те тултарайманскере, кӗлеткипе те ӳссе çитейменскере, тӳрех вăрçа илӗç-и?! Çук, паллах.
Константин Петров аса илнинчен:
«...Пӗринче эпӗ Валентинран мӗнле майпа вăл çул çитичченех салтак тумне тăхăнма пултарни пирки ыйтрăм. «Пирӗн шкула эрнесерен командирсем килетчӗç. Ачасемпе калаçнă хыççăн виçӗ-тăватă çамрăка хăйсемпе пӗрле илсе каятчӗç. 1941 çулхи декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнче пире строя тăратрӗç. 17 тултарса 18-а кайнисенчен кам кӗçӗн командирсен шкулне кайма кăмăл туни пирки ыйтрӗç, стройран тухма хушрӗç. Темиçе ача йышран тухрӗ, эпӗ те вӗсен çумне пырса тăтăм...» — пӗлтерчӗ юлташăм.
Валентин Яковлев салтак шутне кӗнишӗн савăнса тăван киле сăвăласа çыру вӗçтерет. Акă вăл:
Анне, эп вун çиччӗ тултартăм,
Анне, эп вун çиччӗ тултартăм,
Вун саккăра кайăп ыран.
Шинель тăхăнма та пултартăм, —
Кама халь шинельсӗр куран?
Килте санăн çăнăх та çук-тăр,
Аш çук-тăр шăрттан типӗтме.
Ăçтан килӗмре çимӗç пултăр,
Парсан фашиста пӗтерме.
Атте, эп вун çиччӗ тултартăм,
Вун саккăра кайăп ыран.
Канмасăр çӗр каç çутăлтартăм,
Урамçăм иртмест ураран.
Сыв пултăр декабрӗн каçӗ,
Хаяррăн урсам, шартлама.
Ютсем те хытаççӗ, чакаççӗ,
Хӗл тухрӗ çулне картлама.
Аппа, эп вун çиччӗ тултартăм,
Кала хам юратнă хӗре.
Шет каччă пулма та пултартăм,
Çакна каламасть-ши чӗре?
Юн пек хӗрелсе хӗвеланăç
Çăтасшăн этемӗн юнне.
Апла-тăк пулаймӗ йăпанăç,
Салтакăн куç хывнă хӗрне.
Анне, эп вун çиччӗ тултартăм,
Вун саккăра кайăп ыран.
Вун çич хут вилме те пултартăм
Вилме çуратмарăн, куран.
Пулать-и, пулмасть-и юр-варăр,
Ан тăвăр килте менелник.
Танксем, тупăсем ярса парăр,
Тăшманшăн тăвар менелник.
1941 ç.
Çак сăвва, асăрхăр, 17-ри çамрăк çырнă. Епле хӗрӳллӗ — шанчăк, вăй-хал паракан хайлав. Сăвă виçине тикӗсех тытса пыманни (ямбпа амфибрахий черетленеççӗ) пӗртте сисӗнмест, мӗншӗн тесен рифмăсем тулли, уçă сасăсемпе хупă сасăсем килӗшӳллӗ çыхăнура. Сăвă тикӗс вуланать, вулани асра юлать. Шухăш-туйăмӗ вăйлă.
Валентин Урташăн çак сăвви — вăрçă темипе çырнă пӗрремӗш хайлавӗ. Вăл пуçласа «Ялав» журнал библиотекинче «Саншăнах юрлатăп» кӗнекере 1960 çулта пичетленнӗ, поэтăн каярах тухнă ытти кăларăмӗсене кӗмен. Шкулта вӗреннӗ вăхăтри сăввисемпе паллашаймăпăр терӗмӗр те, «Анне, эп вун çиччӗ тултартăм» хайлавпа автор чăваш поэзийӗн тӗнчине хăюллăнах кӗнине палăртатпăр.
Аманни
Çапла, Валентин Яковлев хăй ирӗкӗпе çара çырăнать — декабрь уйăхӗнче вӗсене çамрăк салтак пурнăçне хăнăхтараççӗ, 1942 çулхи январь уйăхӗнче тупа тусан кӗçӗн командирсем хатӗрлекен шкулта вӗрентеççӗ. 1942 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен Валентин Яковлев сержант Брянск фронтӗнче 10-мӗш çарăн 323-мӗш стрелковăй дивизири 1088-мӗш полкра рота политрукӗн çумӗн тивӗçӗсене пурнăçлать. 1943 çулхи мартăн 15-мӗшӗнче Жиздра хули патӗнчи пӗр хаяр çапăçура хăй умӗнче мина сирпӗннӗрен вăл йывăр аманать. Çар госпиталӗнче панă справкăран çырса илнинчен: «Яковлев Валентин Андреевич сержанта мина ванчăкӗсем кӗлеткине, икӗ аллине, питне, сылтăм куçне, кăкăрне йывăр амантнă. Мартăн 16-мӗшӗнче ирттернӗ операцире сулахай аллине чавса таран татнă, сылтăммин лаппинчи икӗ пӳрнине каснă, тепӗр виççӗшӗ кукăрăлса юлнă, сылтăм куçне кăларма тивнӗ. Майăн 13-мӗшӗнчен Омскри 1495-мӗш госпитальте сипленет...»
Йывăр операци хыççăн майпен-майпен сипленсе пынă май, уксахласа та пулин утса çӳреме тытăнсан, тăван ялне çыру хыççăн çыру ăсатать. Мӗнле çырать тетӗр-и? Пӗр алли тӳрлениччен кăранташа шăлпа çыртса çырнă, каярахпа икӗ пӳрни хушшине хӗстерсе шăрçаланă. Çапла çуралнă «Çулăмлă çулсем» ярăмри сăвă-çырусем. Вилӗмсӗр хайлавсем. 1943 çулхи июлӗн 22-мӗшӗнче Валентин Андреевич Яковлев сержанта 1-мӗш ушкăнри инвалид шутне кӗртеççӗ, хăй пекех сывлăхсăрланнисен интернатне вырнаçма сӗнеççӗ. «Çук, çук! Тăван яла кăна, Раккассине, атте-анне патне, тăвансен ытамне!» — тет паттăр салтак.
Поэт пулать ку çамрăкран
«Вăрçăран эпӗ çав тери йывăр аманса таврăнтăм. Пурнăçăм, ăраскалăм пӗтрӗ тесе шутларăм. Эпӗ вăрçа тухса кайнă чухне атте манран, йывăр чирлӗскер, вырăн çинчех выртса юлчӗ. Суранланса, йывăр аманса таврăннăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ, мана атте ӗç хушрӗ:
— Ачам, эсӗ алăсăр, куçсăр, текех ӗç патне çыпăçаймăн. Сан суту-илӳ енӗпе каймалла-тăр, — терӗ.
Аннене эпӗ тапак тӳме хушрăм. Тепӗр икӗ-виçӗ кунтан Хусана тухса кайрăм. Чăнах та, эпӗ Хусана кайса тапак сутрăм. Çав укçапа тем те пӗр: булавка, кӗпе-йӗм сăрламаллисем, куçкӗски таврашӗсем туянса килтӗм. Атте хушнине итлерӗм пулать. Тепӗр кунхине эпӗ Каша пасарӗнче. Улькапа Лена йăмăкăмсем юнашар тăраççӗ. Эпӗ килте тӗртнӗ улача пир çине Хусантан илсе килнӗ ăпăр-тапăрсене сарса хунă.
— Кӳп тăран? Мӗн чухлӗ ыйтан? — ыйтаççӗ манран. Пасар халăхӗ çине пăхаймастăп эпӗ. Вăтанатăп. Вăтаннипе пасар халăхӗ енне çурăмпа çаврăнса тăратăп. Çакăншăн, мӗскӗн пулассишӗн суранланнă-ши, юн тăкнă-ши эпир?! Çак шухăш улача пир çинчи япаласене сасартăк пӗр çӗре пуçтарттарать, эпӗ ăпăр-тапăр чӗркӗмне пăчăртаса пасартан тухса вӗçетӗп, хамăр ял еннелле ыткăнатăп. Чăнлă кӗперӗ çине чупса çитсен суту-илӳ япалисене шывалла чăмтаратăп. Аттене каламастăп çакна...
Тепӗр эрнерен мана пурнăç çулӗ Шупашкара илсе çитерчӗ. Эпӗ чăвашсен паллă поэчӗпе Илья Семенович Тукташпа паллашрăм. Вăл ун чухне Чăваш писательсен союзӗн правленийӗн председателӗччӗ. Илле Тукташпа Иван Салампеке эпӗ хамăн фронтри сăвăсене вуласа патăм...
— Поэт пулать ку çамрăкран, — терӗ Иван Яковлевич Салампек Тукташ çине пăхса.
— Тепӗр пилӗк çултан чаплă юрăç пулать, — терӗ пӗр кулмасăр Илле Тукташ пичче. Унтан вăл çемçе те кăпăшка аллине ман хулпуççи çине хурса çапла каларӗ:
— Пиччӳсенчен, маçаку-мамакусенчен (кукаçу-кукамусенчен — Авт.), халăхран вӗрен.
Çак сăмахсене эпӗ нихçан, нихçан та манас çук. Çав кунсене аса илсен ман паян кун та хамран хам кулас килет. «Пилӗк çултан поэт пулатăн», — теççӗ. «Мӗншӗн кӗçӗрех пулмалла мар-ха?», — шухăшларăм çав каçхине. Унтанпа 25 çул иртрӗ. Поэт пуласси кусналла выляма вӗренесси мар иккен. Çапах та çавăн чухне Илле Тукташа, Иван Салампеке, Хветӗр Уяра, Стихван Шавлие, Иван Мучие курни, вӗсемпе пӗрле пурăнни, ӗçлени чăн-чăн ăраскал пулса тăчӗ. Тепӗр çултанах Иван Салампек писатель «Чăваш коммуни» хаçатра манăн «Тухăçран хăпарсан шурăмпуç» сăвва пичетлесе кăларчӗ. Çав хаçат Филипп Лукин композитор аллине Çӗмӗрле вокзалӗнче лекнӗ. Çул çинчех композитор сăвва кӗвӗлеме пуçланă. Юратса юрлатчӗç ăна. Çавăнтан манăн юрă кун-çулӗ пуçланса кайрӗ», — çак сăмахсене Валентин Урташ Чăвашрадиона 1969 çулта панă интервьюран илтӗм. (Çырса хуни радио фонотекинче упранать — Авт.).
Шупашкарти пурнăç Раккасси çамрăкне литература çулӗ çине кăларнă, пурнăç çине савăнăçпа хавхалану витӗр пăхма хистенӗ.
«Тухăçран хăпарсан шурăмпуç»
Акă Валентин Урташăн «Тухăçран хăпарсан шурăмпуç» сăвви:
Тухăçран хăпарсан шурăмпуç,
Кӗр автанӗ çапсан çунатне, —
Килме пулнăччӗ эс, савнă тус,
Колхозри сар хӗрсен уявне.
Йывăçсем тумлансан ылтăн тум,
Уй-хиртен тыр-пула пуçтарсан, —
Килме пулнăччӗ эс, савнă тус,
Тăшмана вилмеллех амантсан.
Уй-хирсем витӗнсен шурă пӳс,
Кӗмӗл тенкӗ çаксан сӗм вăрман, —
Килме пулнăччӗ эс, савнă тус,
Тăшмана аркатсан, тӗп тусан.
Ирсерен ялкăшать шурăмпуç,
Кӗр автанӗ çапать çунатне.
Тен, сана вăл кӗтет, савнă тус,
Ирсерен юрласа юррине.
Йывăçсем тумланаç ылтăн тум,
Сар хӗрсем — сарă тумлă уйра.
Шухăшлаççӗ текех, савнă тус.
Санпала тӗл пулма уявра.
Уй-хирсем витӗнеç шурă пӳс,
Кӗмӗл тенкӗ çакать сӗм вăрман.
Эс çаплах-ха çартах, савнă тус,
Тăшмана вăй хурса аркатан.
Тухăçран хăпарсан шурăмпуç,
Тӗнчене лăпкă пурнăç витсен,
Эсӗ çитӗн киле, савнă тус,
Çунатланнă вăйпа çӗкленсе.
Валентин Андреевич 1944 — 1946 çулсенче хаçатсемпе журналсенче хăйӗн хушамачӗпе — Яковлев — очерксем, калавсем пичетлесех тăнă, çавăнпа ăна вулакансем пӗлме пуçланă ӗнтӗ. «Тухăçран хăпарсан шурăмпуç» сăвă журналиста, калавçа поэзи тӗнчине илсе кӗнӗ, вăл юрă пулса тăни, ăна халăх юратса юрлани сăвăçа тем пекех хӗпӗртеттернӗ, хавхалантарнă. Çак сăвăран вăл композиторсемшӗн те паллă пулать, унран тек-текех юрă валли сăвă çырса пама ыйтаççӗ.
Мӗнрен килнӗ-ха «Тухăçран хăпарсан шурăмпуç» илӗртӳлӗхӗ, илемлӗхӗ, тарăн шухăшлăхӗ? 1944 çулта Хусанта тухса тăнă «Хӗрлӗ ялав» хаçат корреспондентӗнче, каярахпа Чăвашрадиора тухса çӳрекен корреспондентра ӗçленӗ вăхăтра ялсенче пулса миçе тăлăх хӗрарăма, ача-пăчана, телейсӗр хӗрсене тӗл пулман-ши вăл?
Шанчăка çухатмалла мар
1946 çул. Вăрçă вӗçленни çулталăк кăна-ха. Çӗршыв ертӳлӗхӗ Тăван çӗршыва хӳтӗленисен йышне пӗтӗмлетес ӗçе пуçлать. Хула-ял Канашӗсенче тăрăшакансем, Çар комиссариачӗсенче ӗçлекенсем тӗрлӗ-тӗрлӗ чăнлавсем тăрăх вăрçăра пулнисене, çапăçусенче пуç хунисене, хыпарсăр çухалнисене тӗрӗслесе, çырса тухаççӗ. Мӗн чухлӗ çухату тӳснӗ пирӗн халăхăмăр... Çавна пула мӗн чухлӗ тăлăх хӗрарăм, мӗн чухлӗ телейсӗр хӗрупраç. Çапах та кӗтеççӗ-çке вӗсем... Кӗтеççӗ... Шанчăка çухатмаççӗ...
Хăй те вăрçăра сусăрланса пӗтнӗскер тата çывăх тăванӗсене çухатнăскер, Урташ вăрçă синкерне яланах туйса тăнă. Поэт чунлăскер, çавăн пирки çырмасăр чăтайӗ-и?! Сăвăра вăхăт палли питех те сисӗнсе тăрать-çке. «Шанчăка çухатмалла мар!» — акă хайлавăн тӗп шухăшӗ. Çак шухăша палăртма автор чӗлхе илемӗпе питӗ ăста усă курать. Эпӗ ахальтен мар сăвва пӗтӗмпех, пӗр кӗскетмесӗр илсе кăтартрăм. Вулакан кашни сăмахне ăса хывса вуласа тишкертӗр терӗм. Пӗр такăну та çук вӗт-ха! Чăнах та, юрланса вуланать. Мӗншӗн? Автор сăвă виçине тип-тикӗс тытса пырать — анапест. Уçă тата хупă сасăллă сăмахсем вăчăрари пек — сăмахсене вырăнӗсемпе куçарма çук, шухăш тӗвви татăлать, кӗвви çухалать. Сăнарлă параллельлӗхпе еплерех ăста усă курнă — тӗлӗнсе кайăн. Вулакан лирикăлла герой вырăнӗнче хăйне те курать пулӗ тетӗп.
Çапла вара, «Анне, эп вун çиччӗ тултартăм» тата «Тухăçран хăпарсан шурăмпуç» сăвăсене поэта литература тӗнчине илсе кӗнӗ хайлавсем теме пулать. Вӗсемех чăваш çыруллă ӳнерне пысăк талантлă çын килнине систернӗ. Çав çын — Валентин Урташ.
Тӗрленчӗке çырнă чухне Чăваш гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ăслăлăх архивӗнчи Валентин Урташ фончӗпе усă куртăм.
Çырнă хыççăн пӗлтерни: Валентин Андреевич Яковлев-Урташа вăрçăри паттăрлăхшăн 1945 çулхи августăн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе палăртма награда Хучӗ çырнă, çапăçура йывăр аманса-сусăрланса пӗтнине шута илсе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗпе наградăланă. «Фашистла Германие çӗнтернӗшӗн», «1941 — 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн», «Аслă Çӗнтерӗве 20 çул. 1945 — 1965» медальсемпе чысланă.
Василий ЦЫФАРКИН.
Пăва районӗ,
Элшел ялӗ.
Архиври сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев