ВĂРÇĂ КӖЛӖ АЙНЕ ПУЛНĂ ЫЛТĂН
Хармзенсем вăрçă тискерлӗхӗн тӗрӗслӗхне Германире паянхи ăрусем патне çитерессине хăйсен тивӗçӗ тесе шутлаççӗ
Истори наукине чи хӳтлӗхсӗррисен шутне кӗртес килет. Вăл политика режимӗ улшăннинчен те, çӗршывсен хутшăнăвӗсемпе тӗнче аренинчи конкуренцирен те, вăл е ку пулăма субъективлă пăхса хакланинчен те килет. Сăмахран, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тавра паян мӗн чухлӗ тӗрӗсмарлăх çурални куç умӗнче пулса иртет. Хӗвеланăçри çӗршывсем пӗр вăтанмасăр Иккӗмӗш тӗнче вăрçинче Америка çӗнтернӗ теме те вăтанмаççӗ. Вăрçăра çапăçнă ветерансем умӗнче те намăсланма пӗлмеççӗ.
Телее, истори тӗрӗслӗхӗшӗн тăракансем те пур. Раççейре, паллах, ку енӗпе ыйту çук. Хӗвеланăçра та тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекенсем пурри шанăç кӳрет. Çавсен шутӗнче Германири Мюнхен хулинче пурăнакан Йенцепе Франциске Хармзенсем. Çак мăшăрăн ашшӗсем те нимӗç оккупанчӗсемпе пӗрле Совет салтакӗсене хирӗç çапăçнă, Ленинград çумӗнчи Пушкин хулине тытса илес çӗре хутшăннă. Паллă ӗнтӗ, тăван çӗршывне вӗсем пуш алăпа таврăнман. Екатерина керменӗнчен варварла майпа трофейсем илсе тухнă.
Вăрçă чарăннăранпа 75 çул иртсен Хармзенсем çав трофейсене каялла Раççее тавăрса пама шутланă. Ку питӗ те хумхантаракан пулăм. Çак истори паллă режиссер Ирина Михальченко хăлхине те кӗрет. Вăл пӗр тăхтамасăр Екатерина керменӗ çинчен «Золото и пепел» документлă фильм хатӗрлеме, ун валли Мюнхена кайса нимӗç çемйипе паллашма шутлать.
Тӗлӗнсе каймалла интереслӗ кинолента. Унпа хусансен Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивальте паллашма май пулчӗ.
Режиссер каласа панă тăрăх, съемка ушкăнӗ питӗ те хăвăрт пуçтарăнса Германие тухса кайнă.
Мюнхенра вӗсем пурӗ те пӗр кун пулнă, анчах кино пăхнă май вӗсем нимӗç аттисем пирӗн çӗршыва таптанă пӗтӗм вăхăта кăтартнă пек туйăнать.
Документлă киновăн геройӗсем 80-ран иртнӗ çынсем. Васкамалла пулнă. Çур çул пӗр канми ӗçленӗ хыççăн съемка ушкăнӗ кинофильма Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулӗ тӗлне ӳкерсе пӗтернӗ. Пӗрремӗш хут ăна Санкт-Петербургри телеканалта кăтартнă.
Çӗр айне чавса пытарнă
Картинăн содержанине пӗр предложенипе палăртсан вăл – Пушкин хула-музейшӗн оккупаци мӗн хака ларни çинчен. Екатерина керменӗн шăпи çăмăл мар. Вăрçă вăхăтӗнче нимӗçсем ăна тӗп туса çаратнă. Александровски керменне сахалрах лекнӗ.
Тăшман кунсерен çывхарса пынине пăхмасăрах музей ӗçченӗсем çӗр çывăрмасăр Екатерина керменӗн пурлăхне, хаклă экспонатсене çăлса хăварассишӗн кӗрешнӗ. Наука сотрудникӗсем – Вера Лемуспа Евгения Турова керменрен чи юлашкинчен тухса кайнă. 85 куна тăсăлнă эвакуаци вăхăтӗнче экспонатсенчен 20 процентне çеç илсе тухса пытарма пултарнă, нумайăшне çӗр ăшне чавса чикнӗ. Хаклă паркета ан пӗтерччӗр тесе ăна хăйăрпа çӗр сапса хупланă. Пуринчен ытла Янтарь пӳлӗм шар курнă. Ăна 2003 çулта тин çӗнӗрен туса çитернӗ. Йенцепе Францискене вара паян кунччен те нимӗç фашисчӗсем пирӗн çӗршыва тапăнса кӗни пăшăрхантарать. Вӗсем çак тӗрӗсмарлăхшăн хăйсене те айăплă, СССР халăхӗ умӗнче парăмлă пек туяççӗ. Çакна пӗр пытармасăр камера умӗнче те калаççӗ. Хармзенсен шучӗпе, Германи халăхӗн çамрăкӗсем истори тӗрӗслӗхне пӗлмелле.
Нимӗç йӗрет
«Чӗрери ырату паян кунччен кăшлать. Эпӗ тыткăнри Совет салтакӗсене курнă. Вӗсене асаплантарни халӗ те чӗрене ыраттарать», – тет Йенце. Темле майпа Йенце ашшӗн арăмӗ патне çырнă çырăвӗсем упранса юлнă. Унта вăл пӗр хулари юмахри пек кермен çинчен çырать. Францискен вара ашшӗ ӳкернӗ акварель картинăсемпе тунă сăнӳкерчӗксем упранса юлнă. Пурин çинче те çав кермен, анчах тӗл-тӗл ишсе, аркатса, çаратса пӗтернӗскер. Нимӗç енчен пăхсан ӗнтӗ çак мăшăрăн ашшӗсем хăйсен салтак пурнăçне тивӗçлӗ пурнăçланă. «Вӗсем тепӗр çӗршыва еплерех хурлăхпа асап кӳни çинчен пит шутламан та ахăр, ахаль салтаксем, мӗн хушнă – çавна пурнăçланă. Анчах парăма тавăрса памалли, каçару ыйтмалли вăхăт çитнӗ», – тет Йенце куççульне шăлса. Франциске ашшӗне Екатерина керменне трофейсене тавăрса памалли çинчен каласан вăл кӗскен çеç: «Пит лайăх шухăш», – тесе пӗлтернӗ.
Хармзенсем Екатерина керменне I Александрăн библиотекинчен илсе тухнă кӗнекене, Александра Федоровна патшан фрейлинин Анастасия Гендрикован турăшне, икӗ вазăна каялла тавăрса панă. Кашнин çинче инвентарь номерӗсем упранса юлнă пулнă.
Варварлăх палăкӗ пек хăварма та шутланă
Екатерина керменне юсаса çӗнӗрен тăвакан реставраторсем чăннипех те паттăрсем.
895 куна тăсăлнă оккупаци вăхăтӗнче нимӗçсемпе испансем хулара хуçаланса ăна тӗп тунăпа пӗрех. Нимӗçсем юриех варварла хăтланни пирки çирӗп доказательствăсем пур. Вӗсем керменсене парад залӗсенчи паркетсене хывнă таранах çаратнă, буржуйкăсене Ылтăн анфилада каминӗсем урлă сӗтӗрсе кăларнă.
Совет çарӗсем 1944 çулта Пушкин хулине тыткăнран хăтарсан керменсемпе парксене ним юлмиччен тустарнине кура вӗсене реставраци тумасси пирки йышăну та тунă. Ишӗлчӗксене Ленинград хули çумӗнчи пӗрлештернӗ музейӗ туса çитес ăрусем валли агрессорсен варварлăхӗн палăкӗ пек хăварма шут тытнă.
Çӗршыв выçăпа аптранă, çынсем валли пурăнма çуртсем çук чухне керменсене чӗртесси пирки шутламан та темелле – уйрăм çынсемсӗр, альтурист наука ӗçченӗсемсӗр пуçне. Пӗтӗм вăй-хала социаллă объектсем, нумай хутлă пурăнмалли çуртсем тăвасси çине янă.
Пӗр пуссăр ӗçленӗ
Çав вăхăтра выçăллă-тутăллă реставраторсемпе художниксем çӗрӗпе те кунӗпе канмасăр, пӗр пус тӳлевсӗр кермене фрагмент хыççăн фрагмент пуçтарма тытăннă. Ӗç пӗр вăхăта та чарăнман, вӗсем кунтах, таса тӳпе айӗнче ӗçлесе пурăннă. Тӗлӗнмелле çынсем, халь ун пеккисем сахал. Реставраторсем кашни вак-тӗвек таранччен кермене нимӗçсем хыççăн мӗнле юлнă, çапла хут çине ӳкерсе пынă. Çав ӳкерчӗксем каярах чертежсем тума, керменӗн малтанхи сăнне пуçтарма питӗ кирлӗ пулаççӗ. Çапла утăм хыççăн утăм Бартоломео Франческо Растрелли Елизавета Петровна валли тунă Кермен ишӗлчӗкпе кӗл айӗнчен тухса хăй сăнне тавăрма пуçланă.
Фильмра паян кунччен пӗртен-пӗр чӗрӗ юлнă реставратор-художникăн Раиса Слепушкинан пурнăçӗ çинчен те каласа панă. Кермене ӗçлеме вăл 1957 çулта килнӗ. Малтанласа Раиса Дементьевна Павел Петровичпа Мария Федоровна аслă кнеçсен пайне реставрацилессипе ӗçлет. Сенкер гостинăйри пурçăнпа сырнă стенана та вăлах ӳкерсе илемлетет. Раиса Дементьевна залсем тăрăх утса Ылтăн анфиладăна, Картина залне çӗнӗрен чӗртсе тăратни пирки тунсăхлăн каласа парать. Ара, пурне те чӗре витӗр кăларнă-çке.
«Сенкер гостинăйăн пурçăн стенин пайӗ куçкӗски хыçӗнче кăна упранса юлнă, ыттине çурса антарса тӗп тунă. Тата темиçе хура-шурă сăнӳкерчӗк пулнă. Раиса Слепушкина çак татăксем çине пăхса реставрацилет те гостинăя. Паян кунччен хăй шутласа кăларнă пурçăн çине ӳкерес меле астăвать вăл.
Истори пурлăхӗ пулса юлнă
1940 çултан упранса юлнă инвентарь кӗнекисем паян музейшӗн сӗтелçи кӗнеки пулса тăраççӗ. Хăй вăхăтӗнче вӗсене Евгения Турова упраса хăварнă. Çав кӗнеке пулăшать те çухалнă экспонатсене шыраса тупма.
Хармзенсем чӗртсе тăратнă Екатерина керменне килсе курсан ун капăрлăхӗпе пуянлăхӗнчен питӗ тӗлӗннӗ. Йенце парад залӗнче ларакан шурă рояльпе вырăс тата нимӗç классикӗсен музыкине вылянă. Çак пулăм вӗсене чун тӗпне çити хумхантарнă. Çавăнпа вăрçă тискерлӗхӗн тӗрӗслӗхне Германире паянхи ăрусем патне çитерессине хăйсен тивӗçӗ тесе шутлаççӗ. Сăмах май, Раççее килсе курас ӗмӗтпе вӗсем тахçантанпа пурăннă, анчах маларах хăяйман.
Вăрçă чарăннăранпа 76 çул иртсен те Екатерина керменне пӗтӗмпех реставрацилесе çитермен. Кăçал кăна Лион залне тирпейлесе экскурсисем валли уçнă. II Кӗтерне патшан харпăр покойӗсем уçăлас черетре.
«Золото и пепел» документлă фильм чăннипех Раççей историйӗн пурлăхӗ пулса тăрать. Ман шутпа, çак кинона Германире те кăтартмалла.
Лионелла МИХАЛЕВА.
Хусан хули.
Н.Пахмутьева сăнӳкерчӗкӗ.
Екатерина керменӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев