News by date 15 October 2021
-
АКСУ ЧĂВАШӖСЕМ ÇИНЧЕН ÇӖНӖ КӖНЕКЕ
Ирина Степанова нумай пулмасть черетлӗ кӗнеке кăларчӗ. Автор унта хăйне Мира Израт ятпа палăртнă. «История чувашского народа Аксубаевского муниципального района Республики Татарстан» – çакăн пек ятпа пичетленнӗ çӗнӗ кăларăм. Ирина Степанова йывăр чире пăхмасăрах питӗ те тухăçлă ӗçлет. Пӗтӗмпе вăл 30 кӗнекене яхăн çырнă, çав шутра соавтор пек хутшăнса та. Вăл ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗнче те тăрать.
-
ВĂРÇĂ КӖЛӖ АЙНЕ ПУЛНĂ ЫЛТĂН
Хармзенсем вăрçă тискерлӗхӗн тӗрӗслӗхне Германире паянхи ăрусем патне çитерессине хăйсен тивӗçӗ тесе шутлаççӗ
-
13000 ИНТЕРНЕТ-ЛАВККА УÇНĂ
«Маркетплейс.Легко» электронлă суту-илӳ центрӗ предпринимательсемпе харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен валли йӗркеленӗ тӳлевсӗр вӗрентӳ марафонне регистрациленесси октябрӗн 13-мӗшӗччен пычӗ. 30 куна тăсăлакан марафона предпринимательсене маркетплейсра суту-илӳ ӗçне йӗркелесе пыма вӗрентес тӗллевпе пуçарнă.
-
Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ пӗрремӗш чăваш çуралнăранпа 105 çул çитрӗ
Сентябрь вӗçӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ пӗрремӗш чăваш Сергей Николаевич Бутяков çуралнăранпа 105 çул çитрӗ. Хăйӗн кӗске ӗмӗрӗнче Сергей Николаевич яланах пур çӗрте те – спортра та, ӗçре те, вăрçăра та – малти ретре пулнă.
-
Елизавета Петровна ЕМЕЛЬЯНОВА 90 çулта!
Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче пурăнакан Елизавета Петровна ЕМЕЛЬЯНОВА паян, октябрӗн 15-мӗшӗнче, 90 çул тултарчӗ
-
ХӐНАНА – ХИСЕП, ХУÇАНА – ЧЫС
Нумай пулмасть П.В.Дементьев музейӗнче ачасене кирек мӗнле наци культурине те хисеплеме вӗрентес, тавракурăмне анлӑлатас тӗллевпе, Тутарстан Республикинчи Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ пулнине тӗпе хурса чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсен наци тараватлӑхӗн йӑли-йӗркисем çинчен «Хӑнана – хисеп, хуçана – чыс» музей урокӗ иртрӗ.
-
Владислав Николаевăн çак кӗнекин ал çырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсӗнче çӗнтернӗ
Пурнăçра кӗтменлӗхсем тăтăшах сиксе тухаççӗ, пӗрне парăнтаратăн çеç, ак кур – тепри кӗтсе те тăрать иккен. Анчах та пӗтӗм тӗнчене çавăрса илнӗ усал чир – коронавирус – тӳрех парăнма, çӗр пичӗ çинчен кайма шутламасть пулас: сарăлса та сарăлса пырать вăл. Чир ытлашши ан иртӗхтӗр тесе 2020 çулта ахаль çынсен пурнăçне чылай çӗнӗлӗхсем кӗртрӗç: пурне те, шкул ачисене те, аслисене те дистанци мелӗпе вӗренме, ӗçлеме хăнăхтарчӗç, маскăпа тата перчеткепе çӳремелли йӗркене йышăнчӗç, пӗр-пӗринчен метр çурă аякра тăмалла турӗç...