13000 ИНТЕРНЕТ-ЛАВККА УÇНĂ
«Маркетплейс.Легко» электронлă суту-илӳ центрӗ предпринимательсемпе харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен валли йӗркеленӗ тӳлевсӗр вӗрентӳ марафонне регистрациленесси октябрӗн 13-мӗшӗччен пычӗ. 30 куна тăсăлакан марафона предпринимательсене маркетплейсра суту-илӳ ӗçне йӗркелесе пыма вӗрентес тӗллевпе пуçарнă.
ТР Президенчӗ çумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнăйӗ Фарид Абдулганиев журналистсене пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан Атăлçи тăрăхӗнче электронлă суту-илӳ аталанăвӗпе лидер шутланать. 2021 çулхи 8 уйăхра маркетплейсра регистрациленнисен шучӗ 4 хутчен ӳснӗ. Тутарстан предпринимателӗсен паяна унта 13000 интернет-лавкка. Тавар çаврăнăшӗ вара 5 хутчен ӳснӗ.
«Маркетплейс.Легко» электронлă суту-илӳ центрӗн ӗç тăвакан директорӗ Инесса Яруллина пӗлтернӗ тăрăх, кӗркуннехи вӗрентӳ марафонне паяна 880 предприниматель хутшăнма палăртнă. Çӗнтерӳçӗне грант парса хавхалантарма шутланă.
Электронлă суту-илӳ площадкине тухни бизнеса цифровизацилесе предпринимательсене бизнеса çӗнӗлле илсе пыма пулăшать. Коронавирус чирне сарăлма чарас тӗллевпе QR-код режимне йышăннă тапхăрта ку пушшех те актуаллă. Фарид Абдулганиев сăмахӗсемпе, республикăра QR-код режимне йышăннăранпа ун патне çак çӗнӗлӗхпе практикăра епле усă курмалли çинчен паяна 62 çын ыйтса янă. Ыйтусене татса парас тӗллевпе «Деловорот» Телеграм-каналта блок-схемăсем вырнаçтарнă. Марафонра та ку ыйтăва çӗклеме палăртнă.
«Тутарстанра 2022 çула Цифровизаци çулталăкӗ пек палăртнă. Пирӗн вӗрентӳ шăпах ун умӗн иртет. Ку çӗршер предпринимателе хăйсен ӗçне çӳллӗрех шая кăларма пулăшӗ. Çывăх вăхăтра марафона хутшăннисене маркетплейссенче епле ӗçлемеллине, унта тухма кашни утăм планне тума, таварпа контент карточкисене хатӗрлеме, консультацисем ирттерме, документсем хатӗрлеме, пӗрремӗш суту-илӗве йӗркелеме вӗрентесси кӗтет. СДЭК, Раççей Почтин специалисчӗсене те чӗнме палăртнă. Кирлӗ информаци илме тата ыйтусем пама эпир ятарлă чат та хатӗрлерӗмӗр», – хыпарпа паллаштарса каларӗ Инесса Яруллина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев