Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АКСУ ЧĂВАШӖСЕМ ÇИНЧЕН ÇӖНӖ КӖНЕКЕ

Ирина Степанова нумай пулмасть черетлӗ кӗнеке кăларчӗ. Автор унта хăйне Мира Израт ятпа палăртнă. «История чувашского народа Аксубаевского муниципального района Республики Татарстан» – çакăн пек ятпа пичетленнӗ çӗнӗ кăларăм. Ирина Степанова йывăр чире пăхмасăрах питӗ те тухăçлă ӗçлет. Пӗтӗмпе вăл 30 кӗнекене яхăн çырнă, çав шутра соавтор пек хутшăнса та.  Вăл ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗнче те тăрать.

Чир куçса çӳрес енчен унăн харпăр чиккисене тăвăрлатнă пулин те творчество енӗпе уншăн пӗр чăрмав та çук. Ăс-тăнпа, шухăшсемпе вăл таçта та çитет. Çӗнӗ кӗнекех акă пӗтӗм район пурнăçне çавăрса илнӗ.
Ирина Михайловна хăй пӗлтернӗ тăрăх, кӗнекене вăл Мускав тата Хусан архивӗн даннăйӗсемпе усă курса çырнă, пӗтӗмпе 536 страница.
«Ку манăн 11 çулхи ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗ. Унта эпӗ мӗнпурне пуçтарса пӗтӗмлетрӗм. Пӗр кӗнекине Президента парнелесшӗн-ха. Халӗ автор прависене çирӗплетессипе ӗçлетӗп. Турра, ыр çынсене тав тăватăп – пулăшнăшăн, тӗрев панăшăн. Эп çав тери телейлӗ», – тесе çырса ячӗ вăл WhatsApp мессенджерта.
Тӗпчев ӗçӗ 11 çула тăсăлнă. Автор сăмахӗсемпе, унăн ӗçӗпе район администрацийӗ те интересленнӗ. Анчах унран ытла ӗç кайман. Пуçтарнă материалсем кăлăхах ан çухалччăр тесе Ирина Степанова Аксу район историне чăваш халăх историйӗ урлă кăтартма йышăнать. Кӗнеке ятне «Историсем, очерксем» тесе пама сӗнекенсем те пулнă. Анчах Ирина Степанова хăй шухăшӗнчен пăрăнман. Мӗншӗн тесен кӗнекене архив докуменчӗсем çинче никӗсленӗ.
«Хамран шутласа кăларни унта çук. Паллах, материала пуянлатакан  чӗрӗ асаилӳсем те пур», – тет автор.
Кӗнеке хуплашкин те виçӗ вариант пулнă. Автора ансат та ăнланмалла стиль килӗшет. Хăй каланă тăрăх, шурă фон çинчи çутă пайăркасем ӗмӗрсен аваллăхӗнчен килекен çутă. Чăваш халăхӗ авалхи халăх. Автор шучӗпе, эпир хамăр пирки йăлт пӗлсе пӗтерейместпӗр-ха. Çак кӗнеке кăштах та пулин чăвашсен историйӗпе паллаштарать. Хутăш ялсене те тимлӗхе илнӗ Мира Израт. Кусем – Сӗнчел, Тутар Сӗнчел, Çӗнӗ Ӳсел ялӗсем тата ыттисем.
«Ку енӗпе ман малашнехи плансем те пур-ха. Анчах йăлт сывлăхран килет, куç курассипе проблемăсем пур. Тепӗр хут хама пулăшакансене тав тăватăп. Кашни ял хутлăхӗнче ман ӗçе хаклакансем пур. Манăн тӗллев – район çыннисен тимлӗхне хамăрăн историе кӗртессиччӗ. Ку пурнăçланчӗ темелле. Çынсем ман кӗнекене вулаççӗ, хăшӗсем хăйсем кӗнеке çырма лараççӗ. Таврапӗлӳçӗсене вара çырнă чух хуть хăçан та архив даннăйӗсене никӗсе хурса ӗçлеме, ял çыннисемпе туслă çыхăнура тăма сунатăп. Ку чи кирли», – терӗ Ирина Степанова.  

Ирина ГОРДЕЕВА.
И.Степанова сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев