ХӐНАНА – ХИСЕП, ХУÇАНА – ЧЫС
Нумай пулмасть П.В.Дементьев музейӗнче ачасене кирек мӗнле наци культурине те хисеплеме вӗрентес, тавракурăмне анлӑлатас тӗллевпе, Тутарстан Республикинчи Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ пулнине тӗпе хурса чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсен наци тараватлӑхӗн йӑли-йӗркисем çинчен «Хӑнана – хисеп, хуçана – чыс» музей урокӗ иртрӗ.
Кашни халӑхăн хӑнана кӗтсе илес йӑлисем тӗрлӗрен. Сӑмахран, чӑвашсемпе вырăссем килнӗ хӑнасене çӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, чӑвашсем хӑмларан вӗретнӗ кӑпӑклӑ сӑра астивтернӗ, сӗтел çине шăрттан, чăкăт, капăртма лартса хӑналанӑ.
Вырӑссем чей ӗçме питӗ юратаççӗ, сӗтел çине тӗрлӗ варени, пыл, пылак тавраш хураççӗ. Тутарсем те сӗтел çине техӗмлӗ курăксенчен хатӗрленӗ чей, чак-чак, çӑка пылӗ, шерпет лартаççӗ.
Урокăн иккӗмӗш пайӗнче ачасем тараватлӑх йӑли-йӗркипе çыхăннă ыйтусем тавра ӑс-хакӑл вӑййинче тупӑшрӗç. Мероприяти сӑмавар умӗнче пылак çимесемпе, шушкӑпа, сахӑрпа техӗмлӗ чей ӗçнипе вӗçленчӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев