Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрçăран сывă таврăннисем те халь ялта юлман

Çу уйӑхĕн 6-мĕшĕнче Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев музейĕнче Упири вӑтам шкулта вĕренекенсем хутшӑннипе «Майӑн 9-мĕшĕ. Çĕнтерÿ. 1945 ҫул» паттӑрлӑх урокĕ иртрĕ. Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ялпа паҫҫулкăсенчен​ - 1152 ҫын вӑрҫа кайнӑ та,​ 517-шĕ каялла килмен, хĕрсенчен 45-шĕ те сывӑ таврӑннӑ. Паян сыввисем те ялта юлман.

​ ​ ​ Çĕнĕ Упириен вӑрҫа кайнӑ Григорий Никитин 1942 ҫулхи ​ июнĕн 25-мĕшĕнче янӑ ҫырури йĕркесенче «Калугӑпа Тула хулисенчен 35 ҫухрӑмра пурӑнатпӑр, салтакри ҫар пурнӑҫне вĕрентеҫҫĕ, ​ талӑкра виҫе хутчен шÿрпе ҫитереҫҫĕ, 700 г​ ҫӑкӑр, 20 г махорка тата 25 г сахӑр параççӗ. Хӑш чухне какайĕ те пулкалать яшкара. Сывӑ таврӑнма пÿрнĕ пулсан, Мускав урлӑ килетĕп киле» тенĕ. Вăл Калинин облаҫĕнчи Вышний Волчек хули ҫывӑхĕнчи ҫапӑҫусене ​хутшӑннӑ. 1944 ҫултан​ хыпарсӑр ҫухални ​паллӑ.

​ ​ ​ ​ Илья Тимофеев та хыпасӑр ҫухалнӑ, тӑван ене ăна таврӑнма пÿрмен. Сталинград патĕнчи ҫапуҫӑсене, Крымра пулни паллӑ. Тӑван килне апрелĕн 25-мĕшĕнче ҫыру ҫырса янӑ ​ йĕркесенче «Талӑкра​ апат ҫиме 650 гр ҫӑкӑр, виҫе турилкке шÿрпе ​ тата пĕр кашӑк пӑтӑ параҫҫĕ. Икĕ ҫухрӑмри вӑрмана шалалла кĕртсе хулпуҫҫи ҫине пĕрене хурса йӑтатпӑр, вӑй-хал та ҫук, ĕҫлеме йывӑр. Артиллериста вĕрентеҫҫĕ» тенĕ.

​ ​ Вӑрҫӑран янӑ ҫырусене вуланине ачасем тимлĕн итлесе ларчĕҫ. Хӑйсем те хутран «виҫкĕтеслĕ» ҫырусем ӑсталаса салтаксене ҫырусем ҫырчĕҫ.

​ ​ ​ Вӑрҫӑ – кашни ҫӗршыв историйӗнче чи хӑрушӑ тапхӑр. Анчах шӑпах ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑтра паттӑрлӑх, туслӑх, пӗр-пӗрне чунтан парӑнни, пӗр-пӗрне пулӑшни палӑрать, ҫав пахалӑхсем ҫынсенче ҫеҫ мар, вӗсен тӑватӑ ураллӑ чи лайӑх пулӑшуҫӑсенче -йытӑсенче те палăраҫҫӗ. «Йытӑсем - Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем» электронлă хӑтлав та пулчӗ тӗлпулура. Вӑрҫӑра йытӑсем ҫыхӑнуҫӑсемпе санитарсем, диверсантсемпе разведчиксем пулнӑ. Тӑватӑ ураллӑ «салтаксен» паттӑрла ӗҫӗсем иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи нумай ҫул иртсен те савӑнтараҫҫӗ пулин те, вӗсен ҫар "служби" ҫинчен анлӑн ҫырса пӗлтермеҫҫӗ.​ Мухтар - санитар йытти вӑрҫӑ ҫулӗсенче ​ 400-ре яхӑн аманнӑ салтака, ҫав шутра хӑйӗн йĕртÿҫине, бомба ҫурӑлнипе контузи пулнӑ Зорин ефрейтора та ҫӑлса хӑварнӑ. Йытӑсене халалласа тĕрлĕ хуласенче памятниксем те лартнӑ.

​ ​ ​ ​ ​ ​ Иккемĕш пайĕнче "Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсемпе" вӑйӑ иртрӗ. Вӑййа хутшӑнакансем 7 тапхӑрта ӑмӑртса пĕлĕвĕсене ҫирĕплетрĕҫ. "Историлле", "Ҫыхӑнуҫӑсем", "Разведчиксем", "Ҫӗнтерӳ маршалӗсем", "Тӑван Çĕршывӑн Аслӑ ​ вӑрҫин тӗп паллисемпе пулӑмӗсем", ҫавӑн пекех "Хула-геройсем" тата "Тӑван ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫин наградисем" заданисенче те тавҫӑруллӑхпа палӑрчӗҫ ачасем. Вӗсем хӑйсене ҫаврӑнӑҫуллӑ,​ ӑслӑ, пултаруллӑ, туслӑ пулнине кӑтартрӗҫ. Малашне те пирӗн историе пӗлмеллине, асрах тытмаллине ăнланса илчӗç. ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​

​ ​ Ҫавӑн пекех, сӑнӳкерчӗксемпе документсем, наградӑсемпе саламлӑ ҫырусенчен хатерленӗ "Вӑрҫӑ, Ҫӗнтерӳ, Асӑну" куравпа та паллашрӗҫ музее килнӗ хăнасем.

​ ​ ​ Эпир тӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн салтаксене тав тӑватпӑр, вӗсен паттӑрлӑхӗшӗн мӑнаҫланатпӑр.​ Вĕсем тÿссе ирттернĕ терт-нушисене, пурнӑҫне шеллемесĕр пире вӑрҫӑ асапĕнчен Тӑван ҫĕршыва хÿтĕленĕшĕн тав тăватпăр, яланах асра тытӑпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев