News by date 11 May 2022
-
Пӗрлехи чыслă ӗç регионсене çывăхлатать
Икӗ кӳршӗллӗ республика ертӳçисем хутшăннипе Хусанта «Тылри паттăрлăх» марафон вӗçленчӗ. Хусанти Кремльте икӗ енлӗ тӗлпулу вӗçленнӗ хыççăн регионсен ертӳçисем Г.Тукай ячӗллӗ филармонири уяв концертне хутшăнчӗç. Вӗсем сцена çине тухса пухăннисене саламларӗç.
-
Рустам Минниханов Чăваш Ен Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗлпулнă
Рустам Минниханов Олег Николаева «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медале парса чысланă, Олег Николаев пирӗн Президента Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă асăну медалӗпе наградăланă.
-
Вăрçăран сывă таврăннисем те халь ялта юлман
Çу уйӑхĕн 6-мĕшĕнче Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев музейĕнче Упири вӑтам шкулта вĕренекенсем хутшӑннипе «Майӑн 9-мĕшĕ. Çĕнтерÿ. 1945 ҫул» паттӑрлӑх урокĕ иртрĕ. Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ялпа паҫҫулкăсенчен - 1152 ҫын вӑрҫа кайнӑ та, 517-шĕ каялла килмен, хĕрсенчен 45-шĕ те сывӑ таврӑннӑ. Паян сыввисем те ялта юлман.
-
Тури Услон районӗнчи Ямпулатра Совет Союзӗн Паттăрне Семен Коновалова халалласа мемориал комплексне уçнă
Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине халалланă уяв çывхарнă май, Тури Услон районӗнчи Ямпулатра Совет Союзӗн Паттăрне Семен Коновалова халалласа мемориал комплексне чаплă лару-тăрура уçнă. Мероприятире паттăрăн хӗрӗ Ирина Бродская, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов, район пуçлăхӗ Марат Зиатдинов, ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин коллективӗ хутшăннă.
-
Пӳркелсем Хӗрлӗ лапамри уяв парадне хутшăннă
Кашни çул эпир майăн 9-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ лапамра иртекен Çӗнтерӳ парадне телвизорпа пăхатпăр. Кăçал Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче пурăнакан Александр Николаевичпа Алена Геннадьевна Хлыновсем парад пынă вăхăтра телевизортан куçӗсене илмен пулӗ.
-
«Тылри паттăрлăх» марафон Хусанта вӗçленет
Майăн 11-мӗшӗнче Хусанти федераллă университетра «Тылри ӗç паттăрлăхӗ: Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туни» наукăпа практика конференцийӗ иртет. Уçă дискуссире докладсемпе профессионаллă истоиксем, таврапӗлӳçӗсем, наука ӗçченӗсем, вӗрентӳ структурисен преподавателӗсем докладсем тăваççӗ.