Пӗрлехи чыслă ӗç регионсене çывăхлатать
Икӗ кӳршӗллӗ республика ертӳçисем хутшăннипе Хусанта «Тылри паттăрлăх» марафон вӗçленчӗ. Хусанти Кремльте икӗ енлӗ тӗлпулу вӗçленнӗ хыççăн регионсен ертӳçисем Г.Тукай ячӗллӗ филармонири уяв концертне хутшăнчӗç. Вӗсем сцена çине тухса пухăннисене саламларӗç.
«Кăçал эпир Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Хусан обвочӗпе Сăр хӳтӗлев чиккине туса пӗтернӗренпе 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Кӳршӗсемпе танлаштарсан эпир ку пулăма сахал тӗпченӗ-ха. Анчах та вăл 100 пин çынна явăçтарнă пысăк ӗç. Çынсем йăлтах алă вӗççӗн ӗçленӗ, кӗске вăхăтра чикӗсене туса пӗтернӗ. Çак хӳтӗлев объекчӗсем пирӗн çӗршывăн çыннисен патриотизмӗпе хăйсене хӗрхенменнин тӗслӗхӗ, тыл ӗçченӗсем Çӗнтерӳ валли тунă ӗç кăтартăвӗ пулса тăчӗç. Пӗрлехи астăвăма упраса ăна çамрăк ăрăва парасси – пирӗн тивӗç», - терӗ Рустам Минниханов.
«Нумай пулмасть кăна Аслă Çӗнтерӳ çитнине уявларăмăр, паян эпир патриотла марафона пӗтӗмлететпӗр, тылри паттăрсене пуç таятпăр. Ку вăл питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен тылри хастарлăхшăн чыслакан та, вăрçă хирӗнчи паттăрлăхшăн парăнакан та медальсене пӗр тимӗртен тăваççӗ. Хӗрарăмсемпе çул çитмен ачасем тылра тăрăшнине пирӗн асаттесем вăрçăра кăтартнă паттăрлăхпа танлаштарма пулать. Тавтапуç пӗрлехи истори страницисене упраса хăварнă çӗре хутшăннăшăн», - терӗ Олег Николаев.
Республикăсен ертӳçисем пӗрлехи ӗçре палăрнă çынсене Тав çырăвӗсемпе медальсем парса чысларӗç.
Тутарстан тата Чăваш Ен пултарулăх ушкăнӗсем пӗрле лартнă тематикăллă концерт пурне те килӗшрӗ. Куракансем хӗпӗртенипе тăрса алă çупрӗç. Уяв каçӗнче Чечен Республикин культура министрӗ Айшат Кадырова та пурччӗ. Палăртса хăвармалла, «патшалăх» сăмах чеченла та çавăн пекех янăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев